Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ Чӗмпӗрти Акатуя тата унта иртекен Халӑхсен туслӑхӗн кунӗпе саламлама концертпа тухса кайӗ. Уяв ыран, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, «Винновская роща» культурӑпа кану паркӗнче иртӗ. Акатуй 11 сехетре пуҫланӗ.
Уява Тутарстанри, Оренбург, Чӗмпӗр тата Самар облаҫӗсенчи коллективсем хутшӑнӗҫ.
Чӗмпӗрсем чӑваш Акатуйне кӑҫалхипе 32-мӗш хут пуҫтарӑнаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫав уяв «Чӗмпӗрти учительсен чӑваш шкулӗ. Иван Яковлев хваттерӗ» музей территорийӗнче чӑваш ҫырулӑхӗн палӑкне уҫнипе пӗр килӗ.
Ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен эткерлӗхне тӗрӗ урлӑ сарас тӗллевпе «Вышитая карта России» (чӑв. Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти) проекта хута янӑ. Халӗ унпа тӗнче тетелӗнче паллашма пулать. Пӗрлехи пусман пайӗсене вышитаякартароссии.рф сайта вырнаҫтарнӑ.
Сайта кӗрсен карттӑн тӗрлӗ регионта хатӗрленӗ уйрӑм пайӗсене ҫеҫ мар, кашни композцин техникине тишкерме, ӑстасен ячӗсене пӗлме пулать.
Меллӗ пултӑр тесе карттӑна федераци округӗсемпе пайланӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, сайта халӗ малалла пуянлатаҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регонӗнчен материалсем килнӗҫемӗн вӗсене сайта вырнаҫтарса пырӗҫ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ «Тӑван чӗлхе – пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ» методика материалӗсен регионсем хушшинчи IV конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне 55 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогика ӗҫченӗсем.
Конкурса ҫак номинацисемпе ирттернӗ: «Пӗлӳ – ӑс-хакӑл мулӗ» (шкул ҫулне ҫитмен ачасен ӑс-тӑнне аталантарасси); «Янра, чӑваш чӗлхи, янра» (шкул ҫулне ҫитмен ачасен пуплевне аталантарасси); «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах тӗнчи» (шкул ҫулне ҫитмен ачасене илемлӗхпе эстетика тӗлӗшӗнчен аталантарасси); «Ҫирӗп вӑй-хал – ҫирӗп сывлӑх» (шкул ҫулне ҫитмен ачасене вӑй-хал тӗлӗшӗнчен аталантарасси).
«Пӗлӳ – ӑс-хакӑл мулӗ» номинацире Вӑрнарти 5-мӗш ача пахчинчи Светлана Александрова тата Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти ача пахчинче ӗҫлекен Тамара Афанасьевӑпа Лидия Тарасова ҫӗнтернӗ; «Янра, чӑваш чӗлхи, янра» номинацире — Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырма ача пахчинчи Надежда Андреева тата Шупашкарти 133-мӗш ача пахчинчи Наталия Андреевӑпа Инна Андреева; «Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах тӗнчи» номинацире — Тӑвайӗнчи 1-мӗш тата 2-мӗш ача пахчисенче ӗҫлекен Тамара Павловӑпа Оксана Степанова тата Шупашкарти 47-мӗш ача пахчинчи Светлана Яковлева; «Ҫирӗп вӑй-хал – ҫирӗп сывлӑх» номинацире — Шупашкарти 162-мӗш ача пахчинчи Елена Старова.
Чӑваш Ен Вӗренӳ институчӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акцин пӗрремӗш пӗтӗмлетӗвне тунине хыпарланӑ.
«Института ҫитнӗ хыпарсене шута илни тӑрӑх хальлӗхе акцие 6538 ҫын хутшӑнни паллӑ. Вӗсенчен «5» паллӑ 2541 ҫын (39 %), «4» – 2303 ҫын (35 %), «3» – 1555 ҫын (24%), «2» – 139 ҫыракан илнӗ», — пӗлтернӗ институтӑн сайтӗнче.
Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине Чӑваш наци музейӗ #читаемХузангая (чӑв. Хусанкая вулатпӑр) флешмоб ирттерчӗ. Поэтӑн чӑвашла тата вырӑсла куҫарнӑ сӑввисене 300-е яхӑн ҫын вуланӑ.
Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче флешмоба поэтӑн ывӑлӗ, публицист тата литература критикӗ Атнер Хузангай уҫнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче вӑл ҫав кун «Малалла-ха пурнӑҫ, малалла…» сӑвва вуланӑ.
«Проект Петӗр Хусанкайӑн лирики тӗрлӗ ҫулхисене ҫывӑххине кӑтартса пачӗ. Вӑл сӑвӑ хитре вулакансене, тен, пулас актёрсене, тупса пама пулӑшрӗ. Пирӗншӗн пуринчен те ытла хакли — флешмоба хутшӑнас ӗмӗтпе ҫунатланнӑ вуншар ача поэтӑн сӑввисен кӗнекисене пуҫласа, тен, уҫса пӑхни», – палӑртса хӑварнӑ наци музейӗн директорӗ Ирина Меньшикова.
Флешмоба хутшӑннисенчен чылайӑшӗ «Мехел», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», «Эп – чӑваш ачи», «Эпир Российӑра пурнатпӑр», «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере», «Тӑван ҫӗршыв», «Чӗре юрри», «Ҫӗр пӳртре», «Мунча шӑрши» чӑвӑсене, «Таня» тата «Аптраман тавраш» поэмӑсенчи сыпӑксене вуланӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Диалог с писателем» (чӑв. Ҫыравҫӑпа калаҫу) тӗлпулусем иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ меропрятие ҫыравҫӑсемпе поэтсем хутшӑннӑ. Вӗсемпе студентсем, шкул ачисем тата шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансем тӗл пулнӑ. Тӗлпулӑва Альбина Юрату, Ордем Гали, Раиса Воробьева, Лидия Филиппова, Зоя Сывлӑмпи, Улькка Эльмен, Людмила Сачкова пынӑ.
Эстонире пурӑнакан чӑвашсен «Тарай» ушкӑнӗ ҫак кунсенче чӑваш юррисен иккӗмӗш альбомне кун ҫути кӑтартнӑ. Кун пирки ушкӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче хыпарланӑ.
«Пуш Параппан» альбома кӑларнине пӗлтернӗ май Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ.
«Чӑваш поэзийӗпе чӑваш юрри-кӗвви тӗл пулчӗҫ — Тарай, П. Эйзин, В. Аванмарт, П. Яккусен», — пӗлтернӗ Эстонире пурӑнакан маттур чӑвашсен ушкӑнӗ.
Аса илтерер: «Тарай» ушкӑн Айтартан (сас, гитара), Эйнартан (бас), Андреаран (параппан) тӑрать. Вӗсем, хӑйсем калашле, «чӑваш халӑх пултарулӑхне тӗпе хурса (пентатоникӑпа сӑмахлӑх тата паянхи тапӑсем) эксперимент тӑвать».
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» чӑвашла каналта тӑван халӑхӑмӑрӑн мухтавлӑ арӗпе, Чӑваш халӑх сайчӗн редакторӗпе Николай (Аҫтахар) Плотниковпа блиц-интервью пичетленнӗ.
«Чӑваш чӗлхи кунне мӗнле кӑмӑлпа кӗтсе илтӗн?» – тесе ыйтсан Аҫтахар: «Маншӑн кашни кун Чӑваш чӗлхи кунӗ», – тесе хуравланӑ.
Чӑваш халӑх сайтне тытса пыни мӗн парать тесе ыйтсан чӑваш хастарӗ: «Ку маншӑн – халӑхшӑн тӑрӑшни. Тӑван халӑхшӑн тӑрӑшни вара савӑнтарать», – тесе ҫирӗплетсе каланӑ.
Чӑваш чӑваша ура хурать тенипе Николай Плотников килӗшесшӗн мар. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «ҫапла калани ытти халӑха пӗлменнипе ҫыхӑннӑ».
Аҫтахарӑн юратнӑ ваттисен сӑмахӗнчен пӗри — «Куҫ хӑрать те ал тӑвать».
Паян «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2022» акци иртрӗ.
Диктант текстне паллӑ ҫыравҫӑ, журналист, ӑсчах, педагог Константин Петров ҫырнисем тӑрӑх йӗркеленӗ. «Текст чӑваш чӗлхине тӗнче уҫлӑхне ҫити ҫӗклесе чӑваш халӑхӗ пирки пӗтӗм тӗнчене пӗлтернӗ Улӑпӑмӑр, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ Шуршӑл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик ҫинчен», – тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ.
Текста Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Евгений Урдюков вуланӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламланӑ.
«Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать, халӑхӑмӑрӑн генетика кодне уҫӑмлатать. Чӗлхемӗр тӗрӗс-тӗкел сыхланса упраннӑ чухне чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. «Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», – тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.
Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе эпир уйрӑм программа йышӑнтӑмӑр, вӑл йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлӑн ӗҫе кӗрет, специализациленӗ классемпе лингвистика клубӗсем, методика сессийӗсемпе литература каҫӗсем йӗркеленеҫҫӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |