Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Культура
cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталти сӑнӳкерчӗк

Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. «Ыранхи кун вӗҫевӗ» кӑларӑма 600 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене Светлана Бритвина художник илемлетнӗ.

Кӑларӑма повесть, повесть-юмах, калавсем, сӑвӑсем кӗнӗ. Вӗсене ҫыравҫӑ вӑтам шкул ҫулӗсенчи ачасем валли шӑрҫаланӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Ишентей хайлавӗсене ачасем те, аслисем те юратса вулаҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ
Таисия Ташней сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта Хула кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл кун Ленин проспектӗнче тата Карл Маркс урамӗнче Пултарулӑх бульварӗ уҫӑлӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр та хутшӑнӗ.

Социаллӑ учреждени «Хастар юхӑмпа» арт-пулӑм хатӗрленӗ май иртен-ҫӳрене виҫӗ лапама илӗртӗ: спорт лапамӗ, пултарулӑх мастерскойӗ тата ӑсталӑх лаҫҫи. Пултарулӑх мастерскойне хутшӑнакансем пантомима спектакльне кӑтартӗҫ. Ӑсталӑх лаҫҫинче вара чӑваш пуканине ӑсталама вӗрентӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2022-2023 ҫулсенче тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне уявлама ЮНЕСКО шайӗнчех йышӑннӑ. Пирӗн нумай нациллӗ ҫӗршывӑмӑрта тата Чӑваш Енӗмӗрте те ку датӑна сума сӑвӗҫ. Асӑннӑ вунӑҫуллӑха ирттерме республика Правительствин ларӑвӗнче йӗркелӳ комитетне ҫирӗплетнӗ.

Мероприятисен планне шкул ачисен чӑваш чӗлхипе тата литературипе иртекен олимпиадине, «Тӑван чӗлхепе литературӑн уҫӑ урокӗ» регионсем хушшинчи фестивальне, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие, ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗсене, ҫамрӑк авторсен «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсне, чӑваш чӗлхин орфографи словарьне тата чӑваш чӗлхипе тата литературипе справка материалӗ пичетлесе кӑларассине тата ыттине те кӗртнӗ.

 

Харпӑр шухӑш Чӑвашлӑх

Ваттисен йӑлине пӑхӑнасси паянхи кун темле кивӗ, ниме тӑман, юрӑхсӑр япала шутланать тесен йӑнӑшмастӑп пуль. Паянхи кун пирӗн пурнӑҫра компьютер-смартфон таврашӗпе тивӗҫлӗ шайра усӑ курма пӗлесси хисепленет, модӑпа тан пыни тата ытти те. Пирӗн мӑн асаттесем пире хӑварнӑ йӑласем вара манӑҫа тухаҫҫӗ.

Ваттисен йӑли

Ваттисен йӑли тенӗ чухне пӗр енчен хамӑр авалхи тӗн пирки калама пулать (тепӗр тесен, йӑла-йӗрке унта самай вырӑн йышӑннӑ), тепӗр енчен вӑл йӑласем нимӗнле тӗнпе те ҫыхӑнмаҫҫӗ. Калӑпӑр, хӑнана кайнӑ май (ахаль кӗрсе тухнӑ чухне те!) мӗнле те пулин парне илсе каяссине православи тӗнне, е ислам тӗнне йышӑннӑшӑнах пӑрахмалла-и? Ҫук-ҫке. Тӗнпе ӗненӳ вӑл пӗр япала, ваттисен йӑли — тепӗр япала.

Ваттисен йӑли шутне эп, сӑмахран, хӑнана кайнӑ чухне парнепе кайнине, сӗтел хушшине ларнӑ май чи малтан ватӑ ҫынна сӑмах панине, сӗтел пуҫне чи сумлӑ ҫынна (ҫак вырӑна ачасене лартнине пӗрре мар куратӑп!) лартнине тата ытти ҫавнашкал манӑҫа тухса пыракан йӑлана кӗртетӗп.

Хамӑрӑн чӑваш чӗлхипе кулленхи пурнӑҫра сахалрах та сахалрах усӑ курнишӗн эпир пӑшӑрханатпӑр пулсан, ку тӗлӗшпе кӑшт та пулин ӗҫсем тӑватпӑр пулсан, ваттисен йӑли-йӗрки пирки пушшех те маннӑ теме пулать.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш Енӗн Наци музейӗ республикӑри тата чӑваш диаспорисенчи ал ӑстисен «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш тӗрри) конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн теми – «Салтак тутри».

Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта хутшӑнакансем салтак тутрине тӗрлӗҫ.

Хатӗр ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Шупашкарти чӑваш тӗррин музейӗнче йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш тӗррин кунӗнче чыслӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
Елизавета Долгован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Елизавета Долгован «Контактра» страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пушкӑртстан Республикинчи Талпасӑ ялӗнче нумаях пулмасть «ҫавра сӗтел» иртнӗ.

Елизавета Долгова «Контактра» пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ калаҫӑва Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ушкӑнӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. «Ӗҫтешсем пӗр-пӗрне хӑйсен ӗҫ опычӗпе паллаштарчӗҫ, малашнехи мероприятисене пӗрле хутшӑнса йӗркелесе ирттерме калаҫса татӑлчӗҫ», — хыпарланӑ Елизавета Долгова.

Талпасӑри «ҫавра сӗтелте» «Канаш» ятпа чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Вӑл Пушкӑртстанри чӑваш хастарӗсене пӗрлештерӗ.

 

Культура
днт21.рф сӑнӳкерчӗкӗ
днт21.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Пӗрлехи фольклор кунӗнче, Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи «Акаци» культура ҫурчӗ умӗнчи лапамра Республикӑри ача-пӑчан пӗчӗк жанрсен фольклор марафонӗ иртнӗ.

«Пӗрттӗнь-пӗрттӗнь» ят панӑ мероприятие культура ҫуртӗнчи коллективсемпе пӗрлех Шупашкарти пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче «Сывлӑм» ача-пӑча фольклор ансамблӗ, «Укӑлча» халӑх фольклор ансамблӗ (хормейстерӗ — А.А. Щетинина), «Локинэ» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ (балетмейстерӗ — Е.А. Елисеева), «Солнышко» ансамбль тата тутар юррин «Ялкын» халӑх ансамблӗ (хормейстерӗ — Г.Ш. Федорова), «Радужная страна» ансамбль (ертӳҫи — Л.И. Воронова), «Исток» ансамбль (ертӳҫи — Ю.П. Лучин) тата ыттисем.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Чувашская археология» (чӑв. Чӑваш археологийӗ) статьясен пуххин 4-мӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.

Кӗнекене Чӑваш Енри археологи палӑкӗсене тӗпчесси тата упраса хӑварасси ҫинчен ҫырнӑ статьясем кӗнӗ. Чул ӗмӗрӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ саманачченхи тапхӑр таранах.

Кӑларӑмӑн ӑслӑлӑх редакторӗсем — Н.С. Березина, Е.П. Михайлов.

Кӗнекене археологсем, историксем, краеведсем, студентсем тата археологипе кӑсӑкланакан ытти ҫын валли хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgign.ru/a/news/4765.html
 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре йышӑннӑ «Чӑваш чӗлхине упраса хӑварасси, вӗренесси тата аталантарасси» ҫумпрограммӑпа килӗшӳллӗн республикӑн Наци вулавӑшӗ библиотекӑсене чӑвашла 4 786 экземпляр кӗнеке ҫитерсе парӗ.

Кӗнеке фончӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ тӗрлӗ ятлӑ 11 кӗнекепе пуянланӗ. Ҫав списокра, сӑмахран, Владимир Степановӑн «Великие битвы наших предков = Пирӗн несӗлсен аслӑ вӑрҫисем», Юлия Николаеван «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекисем, Сергей Журавлевӑн «Фотокорреспонденты Чувашии. Биографии = Чӑваш Ен фотокорреспонденчӗсем. Вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ» альбом-справочникӗ пур.

 

Чӑвашлӑх
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн халӑх пултарулӑх центрӗ Канаш районӗнчи Культура ҫуртӗнче ҫамрӑксем валли «Вечерка вместо дискотеки» программа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл Пӗрлехи фольклор кунӗ тенине пӗлтерет. Мероприяти тӗллевӗ — чӑваш йӑли-йӗркине ҫӗнӗ технологисем урлӑ ҫамрӑксем хушшинче сарасси.

Мероприятие 12 юрӑпа ташӑ коллективӗ хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ йӑла-йӗркене кӑтартса панӑ: «Утӑҫи», «Салтака ӑсатни», «Тӑла тӳни», «Кӑшарни», «Улах», «Йӗтес чӗртни», «Ача чӑкӑчӗ», «Мӑнкун», «Ниме», «Туй», «Ҫӑнӑхта».

Пӗрлехи фольклор кунне Элӗк районӗнчи «Валинкке», Патӑрьел районӗнчи «Ҫӑлкуҫ», Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет», Канаш районӗнчи «Татмӑш ен», Комсомольски районӗнчи «Шурӑмпуҫ», Красноармейски районӗнчи «Трак ен», Хӗрлӗ Чутай районӗнчи «Шокӑль», Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр», Муркаш районӗнчи «Екрем», Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ямаш», Шупашкар районӗнчи «Шордан», Шӑмӑршӑ районӗнчи «Аххаяс» коллективсем хутшӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, [62], 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, ... 237
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.10.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 26

1945
80
Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
2000
25
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть