Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +30.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Культура
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrio.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ «Шкул ачисене халӑхсен культурипе ҫыхӑннӑ конкурса хатӗрлесси» темӑпа вӗренӳ семинарӗсен ярӑмне ирттернӗ. Кун пирки вӗренӳ учрежденийӗн сайтӗнче хыпарланӑ.

Семинарта республикӑри ятлӑ-сумлӑ пултарулӑх ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова сцена пуплевӗн ӑсталӑхӗ ҫинчен каласа панӑ, илемлӗ вулав техникипе практикум ирттернӗ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тата Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лидия Попова «Чӑваш ташшин культури» темӑпа ӑсталӑх урокӗ ирттернӗ. Ку занятире семинара хутшӑннисем ташӑ картине епле йӗркелемелли мелсемпе паллашнӑҫ, чӑваш картин хӑш-пӗр хусканӑвне тума вӗреннӗ.

 

Культура
 shigsosh-batyr.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
shigsosh-batyr.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, — Тӑван чӗлхесен кунӗ. Ҫавна май Фейсбукра Леонид Пэленич хӑйӗн шухӑшне ҫыпрса пӗлтернӗ. Тӗрӗсрех палӑртсан, чун ыратӑвне темелле-тӗр.

«Паян пур чӑвашӑн кӑмӑла ҫӗклемелли кун. Пурте тенӗ пекех пӗлетпӗр ӗнтӗ, паян пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхесен кунӗ. Ҫав хушӑрах ҫак йӑпануллӑ самантра темле савӑк туйӑмсем пур пулин те, те тӗнчери лару-тӑрӑва пула, те «мӗн юлать-ши тата эпӗр кайсан?», — шухӑша пула темле салхулӑх чӗпӗтет чуна... «Каласан — ҫынна йывӑр, каламасан — хуна йывӑр». Эпир мар, тӑван халӑх каланӑ! Тӗнчене чӗлхе тытса тӑрать тетпӗр пулсан, кӑштах малалла ҫырма та тивет пулӗ.

Юрӗ. Маларах каланӑ шӑпаллӑ шухӑш ҫаврӑнӑлӑхне илес пулсассӑн, чи малтан ҫапах та пирӗншӗн те ку уяв лайӑх самант пулнине палӑртмаллах. Эпир те хамӑр тӑван чӗлхепе калаҫнине, пурӑннине, юрласа-ташласа савӑннине тепӗр хут ҫак ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи тӗнчене чӑннипех (курмӑш-илтмӗш пуррисем те ҫук мар пулӗ!) пӗлтерме пултаратпӑр. Ӑнланатпӑр-ха, ӑна юратни кӑна ҫителӗксӗр, ҫине тӑрсах сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшмалла. Пӗтӗмпех хамӑртан килет. Ҫак шухӑш кашни чӑвашӑн юнри-чунри-чӗрери малашнехи талпӑнӑвӗ пулмаллах тесе калассӑм килет!

Малалла...

 

Культура

Ыран, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ҫулсерен тӑван чӗлхе кунне уявлатпӑр. Апла пулсан вӑл пирӗншӗн те, чӑваш чӗлхипе калаҫакансемшӗн, – паллӑ кун.

Шупашкар районӗнчи Л.В. Пучков ячӗллӗ Чӑрӑшкасси шкулӗнче тӑван чӗлхене сума сума ачасене мӗн пӗчӗкрен вӗрентеҫҫӗ. Тӑван чӗлхе кунне халалласа ачасем чӑвашла сӑвӑсем вуланӑ. 7 класра вӗренекен Даниил Яковлев тата 8 класри Александр Семенов сӑвӑ вуланине видео ӳкерсе илнӗ, ҫавна вӗренӳ учрежденийӗн «Контактра» соцсетьри хӑйӗн страницине асӑннӑ шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Николаева вырнаҫтарнӑ.

 

Персона
Фёдор Мадуров. Олег Самана ӳкернӗ видеори сӑн
Фёдор Мадуров. Олег Самана ӳкернӗ видеори сӑн

Паян, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ — чӑваш халӑхӑн паллӑ хастарӗ Мадуров Фёдор Иванович пирӗнтен яланлӑха уйрӑлса кайрӗ. Пире пӗлтернӗ тӑрӑх Фёдор Ивановича хӑйӗн ҫуралнӑ ялӗнче, Баскакра, пытарӗҫ. Сывпуллашу ӑҫта тата хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар.

Мадуров Фёдор Иванович — чӑваш скульпторӗ, графикӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл ытларах чӑваш йӑли-йӗркине упракан мӑчавар пек паллӑччӗ.

Фёдор Иванович 1942 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак ялӗнче ҫуралнӑ. 80 ҫула ҫитиччен икӗ уйӑх ҫеҫ пурӑнса ҫитеймерӗ. Унӑн чи паллӑ ӗҫӗ — 1989 ҫулта туса лартнӑ «Дорога та Москву» композици. Малтан вӑл Шупашкарӑн «Рашча» ункине илем кӳретчӗ, унтан ӑна 500 ҫуллӑх парка куҫарса лартрӗҫ. Каярах вара унтан та ҫак композици ҫухалчӗ. Фёдор Ивановичӑн ӗҫӗ ҫавӑн пекех Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» паркӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл «Время и жизнь» ятлӑ.

1989 ҫулта Фёдор Мадурова Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗ ятпа чысланӑ. Вӑл ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗсен преми лауриачӗ. 1990–1994 ҫулсенче вӑл Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн вуниккӗмӗш пухӑвӑн депутачӗ пулнӑ.

Ҫӗнетнӗ информаци: Фёдор Ивановичпа юнкун, нарӑсӑн 23-мӗшӗнче ирхи 9-па 10 сехет хушшинче сывпуллашӗҫ.

Малалла...

 

Чӑваш чӗлхи
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗлтӗр Чӑваш Ен Правительстви республикӑри вулавӑшсене чӑвашла кӗнекесемпе пуянлатма 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кӗнекесене, пурӗ 15865 экземпляр, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ туяннӑ. Вӗсене Чӑваш кӗнеке издательстви сутнӑ.

Туяннӑ кӗнекесен авторӗсем – Геннадий Айхи, Георгий Краснов, Денис Гордеев, Николай Сидоров, Улькка Эльмен, Анатолий Емельянов, Станислав Сатур тата ыттисем. Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен алҫырӑвӗсен конкурсӗсенче ҫӗнтернӗ ӗҫсене те туяннӑ. Кунта Юрий Сементерӗн «Параппанлӑ Митраппан», Владислав Николаевӑн «Кӑшӑлвирус», АраМишшин «Тӑвалла ҫул» кӗнекисене асӑнса хӑвармалла. Кашни вулавӑша наци кӗнеки 33-шер экземпляр лекнӗ, ҫавсенчен ҫуррине яхӑнӗ – ача-пӑча литератури.

 

Ӳнер

Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче Татьяна Петрован «Я майра, чувашский художник» курав уҫӑлнӑ. Ӑна экспозици авторӗн 70 ҫулхине халалланӑ.

Татьяна Петрова – Чӑваш Енри чи сумлӑ тӗрӗ ӑстисенчен тата модельерсенчен пӗри.

Татьяна Петрова, хӑй калашле, – майра. Анчах вӑл чӑваш тӗррине аталантарассипе нумай ӗҫленӗ. 1975 ҫултанпа. Мускаври М.И. Калинин ячӗллӗ ӳнерпе промышленность училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вырӑс хӗрӗ 1973 ҫулта направленипе Чӑваш Енӗн килнӗ. «Паха тӗрӗ» фабрикӑра вӑл 2004 ҫулччен тӑрӑшнӑ. Малтан – тӗрӗ енӗпе художник пулса, унтан – тӗп художникра.

Чӑваш тӗррин музейӗнчи куравра художникӑн коллекцийӗнчи, фабрикӑри тата музейри экспозицисемпе паллашма май пур.

 

Тавлашуллӑ ыйту Чӑваш чӗлхи

Раҫҫейре ӑсчахсен шайӗ питех те анса кайни вӑйлӑ курӑнать. Совет самани арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсене ӑсчах шайне кӗртекенсен йышӗ ытла та ӳссе кайрӗ. Кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ. Пӗлӗвӗ ҫитет-и, ҫитмест-и — хӑйне эксперт тет. Ҫапла вара чӑн-чӑн экспертсем те вӗсен хушшинче ҫухалса пӗтрӗҫ.

Паянхи чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ ҫине пӑхатӑн та — йӗри-тавра ӑсчахсем ҫӳреҫҫӗ тейӗн. Чӑвашла калаҫма пӗлет пулсанах хӑйне ҫав тери пысӑк чӑваш чӗлхин эксперчӗ вырӑнне хурать. Ҫырма пӗлет пулсан вара — пырса та ан кӗр, профессор шайӗнчех.

Ку япала, паллах, чӑваш чӗлхи тавра кӑна пулса иртмест — ӑҫта ан пӑх: йӗри-таврах ҫакнашкал. Аслӑ шкул дипломне илесси паянхи кун нимех те мар. Укҫи кӑна пултӑр. Совет саманинче аслӑ шкула чӑнах та ӑслисем кӑна вӗренсе пӗтернӗ, диплом вӑл вӑхӑтра пысӑк хисепре пулнӑ. Паян вара? Икӗ-виҫӗ дипломлисем сахал мар.

Дипломсем кӑна мар, чаплӑ ятсем тавра та ҫавнашкалах лару-тӑру. Халӑх ҫыравҫи е халӑх поэчӗ ята илес тесе чӑн та халӑх хисеп тума пултаракан хайлавсем ҫырас тесе тӑрмашмаҫҫӗ — ятне хӑйне илес тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ.

Малалла...

 

Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

(фельетон)

 

Чӑваш ҫырулӑхӗн кун-ҫулӗ мӗн ҫуралнӑранпах тертлӗ. Паян та вӑл пусмӑрта, ӑна чӑвашсем хӑйсемех тӑрӑшса пӑсаҫҫӗ. Ҫакна кура та чӑваш чӗлхинчен ачисем ютшӑнаҫҫӗ, хулари ашшӗ-амӑшӗ вӗсемпе вырӑсла пуплеҫҫӗ. Ялсенче паян чӑвашла калаҫакан ачасем питӗ сайра! Ҫукпа пӗрех. Пире, чӑвашла калаҫма хӑнӑхнӑскерсене, яла пырсан ют ҫӗре ҫитнӗ пек туйӑнать. Ҫӑлӑнӑҫӗ ачамсенче хамӑр ята, чӗлхене чӗррӗн хӑварассинче. Ҫырулӑха та.

Кӗскен истори саманчӗсене аса илер-хе. Пурте илтнӗ чӑвашсен ҫӗнӗ алфавитне 23 ҫулхи Иван Яковлев, чӑваш ачи, Василий Белилин вырӑс студенчӗ пулӑшнипе 150 ҫул каялла 1871 ҫулта йӗркелени ҫинчен. Мӗншӗн ҫӗнӗ? Ара унчченех, ҫӗр ҫул малтанах чӑвашла ҫырнӑ та-ха…Тата Яковлевччен 5–6 ҫул маларах Чӗмпӗрте Николай Золотницкий та чӑвашсем валли «Солдалык кнеге» ҫырса кӑларнӑ. Тӗрӗссипе ку ӗҫе анлӑн пуҫараканни, ҫул уҫаканни вырӑс, Николай Иванович Ильминский, тӗн академийӗн профессорӗ. Тӗллевӗ чӑвашсене ҫутта кӑларса «вырӑс тӗнне» кӗртесси пулнӑ. Вӑлах тутар ачисем валли те христиан тӗнне вӗрентекен шкул уҫнӑ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен Фейсбукри страницинчи сӑнӳкерчӗк
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен Фейсбукри страницинчи сӑнӳкерчӗк

Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем валли «Моя чувашская семья» (чӑв. Манӑн чӑваш ҫемйи) фотоӗҫсен конкурсне ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен «Юлташ» ассоциацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.

«Конкурс йӗркелӳҫисем тӗп ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тӗллев лартман, паллах. Вӗсем Иркутск тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен пысӑк ҫемйине кӑтартас тенӗ», — уҫӑмлатнӑ Вероника Тимофеева.

Конкурса 20 ҫемье хутшӑннӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх Афероноксен, Быковсен, Белковсен, Ваняркинсен, Ковалевсен, Машугинсен, Салминсен, Никифоровсен, Тимофеевсен ҫемйисем, сӑмахран, хӑйсем йӑла-йӗркене тытса пынине кӑтартас тенӗ курӑнать.

 

Культура

Шупашкарта «Чӑн Чӑваш» чӑвашла хутшӑну клубӗн иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ку хыпара Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Виктор Чугаров режиссёр Фейсбукра ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.

«Пирӗн хӑна «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» юхӑмӑн ертӳҫи Вячеслав Платонов пулчӗ. Вӑл пире 1991 ҫулта йӗркеленӗ чӑваш культурин «Пайтул» обществи ҫинчен каласа пачӗ. «Ҫӳлти Хӑват» тата «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» пӗрле ырӑ ӗҫсем малалла ирттересшӗн...», — тесе хыпарланӑ хулара ӳссе чӑваш чӗлхине хӑй ҫине тӑнипе вӗреннӗ Виктор.

 

Страницӑсем: 1 ... 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, [67], 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, ... 232
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 09

1918
107
Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ.
1945
80
Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ
1958
67
Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ.
1965
60
Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын