Чӑваш кӗнеке издательствинче М.И.Скворцовӑн «Чӑвашла-вырӑсла словарь. Чувашско-русский словарь» икӗ томлӑ словарӗн 1-мӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Унта каланӑ тӑрӑх, «пӗрремӗш кӑларӑма чӑваш алфавитӗнчи А-Р сас паллисенчен пуҫланакан 30 пин ытла сӑмах кӗнӗ. Унта информаципе коммуникаци технологийӗсенче, наука пӗлӗвӗн хальхи отраслӗсенче тата чиркӳпе тӗн лексикинче ҫеҫ тӗл пулакан сӑмахсене пуҫласа кӗртнӗ».
Словарӗн хӑйне евӗрлӗхӗ шутӗнче — сӑмахсене анлӑн ӑнлантарни, вӗсен пулӑвне ӑнлантарни тесе палӑртса хӑварнӑ. Кӑларӑма хӑш-пӗр ҫӗршыв, Раҫҫейри регион, географи объекчӗ, тӗнпе тата халаппа ҫыхӑннӑ ятсене те кӗртнӗ иккен.
Редакцирен: Вячеслав Павлов пирӗн редакцине черетлӗ ҫыру ярса пачӗ. Вӑл пирӗн сайтпа усӑ курса конкурс ирттересшӗн, тата хутшӑнакансен хуравӗсене те пухас ӗҫпе те пулӑшма ыйтать. Паллах, эпир хирӗҫ мар. Конкурсӑн текстне аяларах пичетлетпӗр. Вячеслав Павлов лартнӑ ыйтусем ҫине вара ҫак статья айӗнче хуравлама пултаратӑр, е, комментари ҫырмалли калӑпӑш ҫителӗксӗртерех пулсан, редакци адресӗпе ярса пама пултаратӑр: site@chuvash.org. Хуравра хӑвӑрӑн ятӑрпа хушаматӑра палӑртма ан манӑр. Эпир вӗсене Вячеслав Павлова ярса парӑпӑр. Конкурс ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсӑласси пирки каларӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пӗлтерӗҫ.
Ҫырура автор парне фондне ӳстерме майсем туса пама та ыйтать. Ку тӗлӗшпе редакцин пулӑшма йывӑртарах ӗнтӗ. Ҫавах та, кӑмӑл пур пулсан, пирӗн сайт сӗнекен «ниме-купонсене» (100, 200, 300 тата 500 тенкӗллисене) туянма пултаратӑр (тӗп страницӑра сылтӑмра ҫӳлте тупама пултаратӑр). Туяннӑ хыҫҫӑн сире 16 цифрӑллӑ код ярса парӗҫ (ӳкерчӗк). Ниме-купона конкурс парнине ӳстерме туянни ҫинчен ҫав кода site@chuvash.org адреспа пӗлтерӗр. Апла тумасан ниме-купон туяннӑ укҫа Чӑваш халӑх сайчӗн ӗҫне йӗркелеме кайӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пурӑнакансене Чӑваш тӗррин кунӗпе саламланӑ.
«Пирӗн республика алӗҫ искусствин тӗсӗ шутланакан тӗрӗ ӑсталӑхӗпе мӗн авалтан паллӑ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗр илемӗ, кӑткӑс эрешлӗхӗпе чеченлӗхӗ тата пуянлӑхӗ унпа паллашакан кашни ҫыннах тыткӑна илет, тӗлӗнтерсе хавхалантарать. Ахальтен мар тӳнтер енсӗр чӑваш тӗрри ҫинчен ют ҫӗршывсенче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл пирӗн визит карточки, пирӗн мӑнаҫлӑх», — тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен фоициаллӑ порталӗнче пичетленӗ саламра.
«Тумтир ҫинчи тӗрӗ халӑхӑмӑршӑн ӗмӗрсем хушши хӑйне майлӑ хӳтлӗх палли шутланнӑ. Паян ҫак наци пуянлӑхне сыхлама пирӗн черет ҫитрӗ. Культура учрежденийӗсенче чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратас, сыхласа упрас тата халӑх хушшинче сарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттерни савӑнтарать», — палӑртса хӑварнӑ Элтепер.
Чӑваш кӗнеке издательствинче шӑпӑрлансем валли «Ку мӗскер? Угадайте, кто?» кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Кӗнекере чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн хйлавӗсемпе усӑ курнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм редакторӗ — Ольга Федорова, художникӗ – Екатерина Васильева.
Кӗнекене алла илсен пӗчӗк ачасем тӗрлӗ чӗрчунпа паллашайӗҫ: кушакпа, йытӑпа, лашапа, ӗнепе, качакапа, сурӑхпа, такапа, сысна ҫурипе, автанпа, кӑрккапа, кӑвакалпа, хурпа.
Кӗнекене икӗ чӗлхепе пичетленӗ. Сӑвӑсене вырӑсла Андрей Растворцев куҫарнӑ. Кӑларӑма шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли хатӗрленӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш литературине вӗрентме ҫӗнӗ вӗренӳ пособийӗсем пичетленсе тухнӑ.
«Литература вулавӗ» кӗнекене 1-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм авторӗсем — В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева.
«Чӑваш литератури» кӑларӑма 5-мӗш классем валли хатӗрленӗ. Вӑл 7 темӑран тӑрать. Кӗнеке авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова, редакторӗ – Н.В. Вечеркина.
6-мӗш классем валли пичетлесе кӑларнӑ «Чӑваш литератури» вӗренӳ пособийӗн авторӗсем — А.А. Ядрицова, И.В. Ядранская, М.Г. Михуткина, Р.А. Мазикова.
7-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Чӑваш литератури» кӗнекене «Тӗрлӗ халӑх литератури чӑвашла янӑрать» пай та кӗнӗ.
10-мӗш классем валли хатӗрленӗ «Тӑван литература» кӑларӑма А.Ф. Мышкина пухса хатӗрленӗ, редакторӗсем – В.Н. Алексеев, А.Г. Майорова.
Редакцирен: юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш наци конгресӗн Аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Ун умӗн пирӗн сайтра Вячеслав Павловӑн уҫӑ ҫырӑвӗ пичетленнӗччӗ. Ҫыру айӗнче сахал мар ҫын алӑ пуснӑччӗ, ӑна вара Элтепер патне те, Патшалӑх Канашӗн председателӗ патне те ярса панӑ пулнӑ. Аслӑ пуху шавласа иртсе кайрӗ, конгресс президенчӗн пуканне тепӗр ҫын йышӑнчӗ… Ҫыру ҫине хуравсем те килме пуҫланӑ. Вячеслав Павлов пире ҫав хуравсен кописене ярса пачӗ, эпир вара вӗсемпе сире паллаштарас терӗмӗр.
Красноярск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсен пӗрлешӗвӗ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вырӑнти чӑвашсен автономийӗн вице-президенчӗ пулнӑ Валентина Размановӑна асра тытса тата чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш поэзйӗн каҫне ирттернӗ. Унта чӑвашла тата вырӑсла сӑвӑсем вуланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ.
Уявӑн хӑнисен хушшинче чӑвашсен «Дубравушка» (чӑв. Юманлӑх), «Подснежник» (чӑв. Ҫеҫпӗл), ача-пӑчан «Снежинка» (чӑв. Юр пӗрчи) ансамблӗсем тата «Барвинок» украина хорӗн солисчӗ Федор Хазов пулнӑ.
Мероприяти Красноярски ӗҫпе ҫураҫу культура керменӗнче иртнӗ. Унта чӑвашла кнекесен тата РСФСР халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Владимир Мешковӑн ӳкерчӗкӗсен куравӗсене йӗркеленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта (кунта сӑмах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи кинозал пирки пырать) кӗске метрлӑ «Вупӑр» фильм кӑтартӗҫ. Кун пирки «Чӑвашкино» республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Фильмри ӗҫ нимеҫӗ-студентсемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗр ялти Культура ҫуртне юсама пырса ҫитеҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем вупӑрпа пирӗштин хирӗҫтӑрӑвӗпе тӗл пулаҫҫӗ.
«Вупӑр» фильма курма «Ҫеҫпӗл» кинотеатра (Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 33-мӗш ҫурт) 17 сехете каймалла.
Кино курма пыракансен ҫумра QR-код пулмалла.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче халӑх художество промыслисен ӑстин, Любовь Вазюкова тӗрӗҫӗн куравӗ уҫӑлӗ. «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ӑстан 65 ҫулхине тата Чӑваш тӗррин кунне халаллӗҫ.
Любовь Вазюкова — чӑваш тӗррин профессилле ӑсти. Вӑл ҫак енӗпе 40 ҫул ӗнтӗ тӑрӑшать. Тӗрӗҫӗн ӗҫ биографийӗ Шупашкар районӗнчи «Паха тӗрӗ» фабрикӑран пуҫланнӑ. Вӑл хатӗрленӗ ӗҫсен коллекцийӗнче паян 100 ытла япала. Каччӑ тутӑрӗпе масмак-и, алшӑллипе сӗтел ҫиттийӗ-и — пур ӗҫ те ӑстан ҫыпӑҫуллӑ та килӗшӳллӗ пулса тухать.
Халӗ Любовь Степановна художник пек те палӑрать. Тӗрӗпе вӑл парнелӗх япаласенче, куллен тӑхӑнмалли тата ҫын ҫине тухмалли ҫипуҫра вырӑнлӑ усӑ курма пӗлет.
Паян паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, филологи наукисен кандидачӗ Лия Левитская (23.11.1931-02.10.2009) ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ.
Вӑл Мускавра ҫуралнӑ. Унти М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ, каярах СССР Наукӑсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн аспирантуринче ӑс пухнӑ. 1953-1955 ҫулсенче «Туркменская правда» хаҫат редакцийӗнче, 1956-1958 ҫулсенче Мускаври патшалӑх университетӗнче ӑслӑлӑх вулавӑшӗнчи востоковедени пайӗнче ӗҫленӗ. 1958-1989 ҫулсенче Наукӑсен академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче тӑрӑшнӑ.
Вӑл — «Историческая морфология чувашского языка» монографи авторӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |