Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче, юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче Екатерина Ефремова ячӗллӗ «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль иртнӗ.
Елизавета Долгова тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхсен хушшинчи «Ахах-мерчен аваллӑхӗ» фестиваль офлайн тата онлайн мелӗпе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унӑн авторӗ халӑх маҫтӑрӗ Зинаида Воронова иккен.
«Чӑваш ҫи-пуҫӗнче, тӗрринче халӑхӑмӑрӑн кун-ҫулӗ, ӑс-тӑнӗ, мухтавӗ, шухӑшлавӗ, илемлӗхе туйма пӗлни упранать. «Ахах-мерчен аваллӑхӗн» пӗлтерӗшӗ ҫав тери пысӑк, вӑл чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки пуянлӑхне уҫса парать. Фестиваль авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли-йӗркине упраса хӑварма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ӑстасен пӗлӗвне сарма пулӑшать», — тесе палӑртнӑ Елизавета Долгова.