Чӑвашлӑх
![]() Светлана Константинован архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем Ҫак кунсенче, раштав уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче, Пушкӑртстанри Ӗпхӳре Ремесласен эрни иртнӗ. Ҫавна май унта «Уфа-Арт. Ремёсла. Сувениры» курав-фестиваль йӗркеленӗ. Ҫавӑнта хутшӑннӑ Чӑваш Енри ӑста, Светлана Константинова, «Контактри» хӑйӗн страницинче хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗпе паллаштарнӑ. «Чи пысӑк тӗллев вӑл — тӗрлӗ маҫтӑрсемпе паллашса вӗсен ӗҫӗсене курасси», — палӑртнӑ ӑста курав хутшӑннин тӗллевне. «Чӑваш кӗписене тата капӑрлӑхӗсене пуҫтарма пуҫӑннӑ май, умра паллах нумай ыйту сиксе тухать. Ыттисемпе хутшӑнни, сӗнӳсемпе тата канашсемпе ылмашӑнни кирлех. <...> Паянхи кун ӗлӗкхи майпа капӑрлӑхсене пуҫтарма йывӑрлансах пырать. Ӗҫ хатӗрӗсем урӑх, материалӗсем виҫипе те калӑпӑшӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ тата, мӗн калас тен, тавракурӑм та паянхи кун малтанхи евӗрлӗ мар. Пушкӑрт маҫтӑрӗсемпе чылай калаҫрӑмӑр, ҫакӑн пек йывӑрлӑх вӗсен умӗнче те тӑрать иккен. Костюмсене тӗрӗс те тирпейлӗ пухасси пурин те пулмасть. Сӑмах май, вӗсене пирӗн культурӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ кӗнекесем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ. Эпир вара вӗсен костюмӗсене чӗрӗлле курса ыйтусем пама пултартӑмӑр~~», — тесе ҫырнӑ Светлана Константинова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |