Культура
![]() «Чӑн поэт сахал. Аслӑ Турӑ чӑваша телейсӗр хӑварман: пирӗн те Сӑмах Хӑвачӗпе тӑван халӑха тӗнче шайне ҫӗклекен Поэтсем пур», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина поэт Фейсбукра. «Поэт — уйрӑм тӗнче уҫакан. Унӑн тӗнчи Уҫлӑхӑн ахаль этем куҫне хальччен курӑнман вӑрттӑнлӑхӗсене сирсе кӑтартать, ӑшӗнчи ҫынлӑхне ҫӗклет, тасатать, темле ҫунатлӑ туйӑм парса пӑлхантарать... Паллах, «ҫӗр ҫумӗнчи пурнӑҫпах» ҫырлахакан ҫакна ӑнланмасть — чунӗпе, ӑс-тӑнӗпе аталанма ӳркенсе «йӳннине» суйласа илет, хӑйӗн кулленхи хуйхи-суйхи ҫинчен ҫыракан сӑвӑҫ хӳхлевӗ уншӑн — поэзи вырӑнне. Чӑн поэт сахал», — тесе шухӑшлать калем ӑсти. «Аслӑ Турӑ чӑваша телейсӗр хӑварман: пирӗн те Сӑмах Хӑвачӗпе тӑван халӑха тӗнче шайне ҫӗклекен Поэтсем пур. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Айхи. Унӑн сӑввисене вулатӑп та, куҫран вӗри куҫҫуль юхать. Хамӑршӑн савӑннипе», — пӗтӗмлетнӗ паллӑ поэт, драматург, журналист. Геннадий Ахйине Марина Карягина ытахальтен аса илмен — ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Айхин 85 ҫулне паллӑ тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |