Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче чӑвашсен Акатуйне ирттерме палӑртса хунӑ. Уява ҫӗртмен 11-мӗшӗнче унти «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) культурӑпа кану паркне пухӑнӗҫ.
Акатуя чӗмпӗрсем Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Чӑваш Енрен, Сарту тата Самар облаҫӗсенчен пырасса шанаҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата чӑваш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов та унти чӑвашсем ҫитессе кӗтеҫҫӗ.
Уяв вӑхатӗнче харӑсах темиҫе сцена ӗҫлемелле. Вӗсен шутӗнче — «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Молодежная «Сарпике» (чӑв. Ҫамрӑк «Сарпике»), «Национальные игры» (чӑв. Наци вӑййисем).
Акатуй йӗркелӳҫисем наци апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхма та, декораципе практикӑллӑ пултарулӑх хатӗрӗсемпе тата чӑваш литературипе паллашма та май туса пама шантараҫҫӗ.
Зоя Яковлева телережиссер тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ, культурологи докторӗ Владимир Васильев Чӑваш автономине туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑвашсем» ярӑмри иккӗмӗш фильма ӳкерме Беларуҫ ҫӗршывне кайса килнӗ.
Маларах вӗсем Тӗменти чӑвашсем пирки ӳкернӗччӗ. Сӑмах май каласан, Зоя Яковлевапа Владимир Васильев тата Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнӗччӗ. Унта вӗсем телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулнӑччӗ, маларах каланӑ фильма кӑтартнӑччӗ.
1941-1942-мӗш ҫулсенче Беларуҫри Гродно хулинче подпольщиксен чи пӗрремӗш ушкӑнне туса хунӑ, Муркаш районӗнче ҫуралнӑ Николай Волков ҫинчен ӳкерекен ҫӗнӗ фильма «Вилӗмсӗрлӗхе куҫнисем» («Шагнувшие в бессмертие») ят панӑ.
Ачасене мӗн пӗчӗкрен чӑвашлӑха туйма, тӑван чӗлхепе пуплеме хӑнӑхтармалла. Хӑш-пӗр ача пахчисем ку енӗпе питӗ маттур. Уйрӑмах — Шупашкарти 143-мӗш ача пахчи.
Ҫак кунсенче асӑннӑ ача пахчине «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ концертпа килнӗ. Ансамбль ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Леонид Захаров.
Концерт программи пуян пулнӑ. Ачасем валли тӗрлӗ юрӑ шӑрантарнӑ. Репертуарта чӑвашсен ӗлӗкхи юррисем, йӑли-йӗркисем пулнӑ.
Ансамбль пулӑшнипе ачасем чӑвашсен культурипе паллашнӑ. Хӗрарӑмсен илемлӗ наци тумӗ, интереслӗ постановкӑсем шӑпӑрлансене питӗ килӗшнӗ.
Шупашкарти 143-мӗш ача пахчинчен ыттисен тӗслӗх илмелли пурах.
Республика кунне тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурс ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пухӗҫ. Вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра пулмалла.
«Ача-пӑча Акатуйне» йӗркелекенсем чӑвашсен ырӑ йӑлине тӗпе хурса ирттересшӗн. Уяв программине чӑваш юррин тата ташшин конкурсне (фольклор, халӑх тата эстрада сӗмӗллине те хаклӗҫ), «Ӗҫ ҫыннине мухтатпӑр» ӳкерчӗксен конкурсене, «Шупашкар хула паттӑрӗ» ятпа 9–10 ҫулти арҫын ачасем хушшинче вӑй виҫмелли ӑмӑртӑва тата ыттине кӗртнӗ.
Фестиваль-конкурса хутшӑнас текенсенчен Шупашкарти «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗ кӑмӑл пуррине палӑртакан ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнать. Вӗсене О. Беспалов урамӗнчи 2 «а» ҫурта ҫитерсе те, rovesnik@cbx.ru электрон пуштӑпа та ярса пама юрать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 23-04-66.
«Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхӗ ҫак кунсенче ҫӗнӗ акци пуҫланӑ — чӑвашла хӑю салатассине. Чӑвашла хӑю сарӑ тӗслӗ, хӗрлӗ йӑрӑмлӑ. Сарлакӑшӗ 2,5 см. Ҫапла май вӑл чӑваш ялавӗнчи тӗссене сӑнлать. Акцин срокӗ ҫук, ӑна хастарсем ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпех ирттерме планлаҫҫӗ.
Чӑвашла хӑю валеҫнӗ май «Ирӗклӗх» ятарлӑ конкурс та пуҫланӑ, ӑна «Хӑюллӑ пул, пурне те хӑюллантар!» ят панӑ. Чӑвашла хӑйӑва тум ҫине ҫаклатнӑ хыҫҫӑн сирӗн сӑн тумалла та «Ирӗклӗх» хастарӗсене ярса памалла (вӗсене «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра тупма пулать). Чи хӑюллисен йышӗнчен пӗрне суйласа мӗнле те пулин парнепе чыслама та палӑртнӑ.
Чӑвашла хӑю илес тесен «Ирӗклӗх» пӗрлӗх пайташӗсемпе ҫыхӑнӑр. Инҫетрисем ҫак хӑйӑва «СУМ» лавкка урлӑ туянма пултараҫҫӗ — хакӗ 15 тенкӗ.
Ҫак шӑматкун «Ирӗклӗх» хастарӗсем Муркаш тӑрӑхне ҫитнӗ. Ахаль мар, 174 ҫул каялла Шурча вӑрҫинче пуҫ хунӑ чӑвашсене асӑнма.
Шурча вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умне ҫитсе вӗсем чечек хунӑ, чӑваш халӑхӗн паттӑрӗсене асӑннӑ. Мероприятие хастарсем ҫамрӑк юман лартнипе вӗҫленӗ.
Аса илтеретпӗр, Шурча вӑрҫи — 1842 ҫулта пулса иртнӗ халӑх пӑлхавӗ. Вӗсем патша влаҫӗ йышӑнӑвӗпе килӗшменнипе пуртӑ-сенӗк йӑтса салтаксене хирӗҫ тухнӑ. Ку тӑрӑхри чӑвашсемпе ҫармӑссене тата тутарсене «обществӑлла запашка» текен саккун кӑмӑла кайман. Пурӗ 10 пин ытла ҫын патша йӗркине хирӗҫ тухнӑ. Халӗ Шурча ялӗнче обелиск тӑрать — ӑна паттӑр чӑвашсене халалласа совет саманинчен лартнӑ.
«Ирӗклӗх» чӑваш халӑх пӗрлӗхӗ хула администрацийӗ патне ҫӗнӗ ҫырупа тухнӑ, унта вӑл чӑвашсене Мускав патшалӑхӗпе пӗрлештерес тӗлӗшпе ҫула тухнӑ чӑваш кнеҫӗсене сӑнлакан пилӗк юланутран тӑракан монументаллӑ композици ытла та япӑхланса кайнипе пӑшӑрханнӑ.
Хастарсем ҫырура пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк кивелсе кайнӑ, ун ҫумӗнче строительство ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. «Ирӗклӗх» Шупашкар хула администрацине монументаллӑ композицие ытла та япӑхлантарса янӑшӑн яваплисене палӑртма тата кӳлепен малашлӑхӗ пирки пӗлтерме ыйтать.
Композици авторӗ паллӑ чӑваш кӳлепеҫи Фёдор Мадуров шутланать. Маларах ҫак кӳлепе Шупашкара Етӗрне ҫулӗпе кӗнӗ вырӑнти ункӑра вырнаҫнӑ пулнӑ. Каярах ӑна влаҫрисен йышӑнӑвӗпе Шупашкарӑн 500 ҫулллӑхӑн паркне куҫарнӑ. Кӳлепе авторӗн шухӑшӗпе, унӑн хальхи вырнаҫӑвӗ ытла та килӗшӳсӗр, Шупашкар ҫыннисен шухӑшӗпе юланутсем халь Мускава мар, Шупашкарӑн 500 ҫуллӑхӑн паркӗнчен анӑҫарах вырнаҫнӑ мунчана каяҫҫӗ имӗш.
Тӗрӗксен паллӑ ӑсчахӗ Кашкар Махмучӗ ячӗпе ирттерекен Калавсен Пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ кӑҫал 4-мӗш хут пулмалла. Ӑна икӗ ҫулта пӗрре иртет. Чӑвашра ӑна «ҪИП» (Ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлешӗвӗ) пӗрлӗх йӗркелет.
Конкурс положенийӗпе килӗшӳллӗн калавсен теми ирӗклӗ, вӗсене ӑмӑрту жюрине ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫитермелле. Калав калӑпӗшӗ 1 пин сӑмахран пуҫласа 10 пин сӑмахран тӑма пултарать (А4 форматра 14-мӗш шрифтпа ҫапсан — 4–40 страница). Ӑмӑртӑва ку таранччен ниҫта та пичетленмен тата нимӗнле ӑмӑртусенче те ҫӗнтермен хайлавсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗр автор 2 калав таран тӑратма пултарать.
Ӑмӑрту положенийӗпе тӗплӗнрех пирӗн сайтра паллашма пулать.
Пӗтӗм тӗнчери конкурсӑн чӑваш пайне сумлӑ тӳресем хак парӗҫ: филологи ӑслӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Виталий Родионов профессор, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ Атнер Хусанкай, Петӗр Эйзин сӑвӑҫ, Николай Ларионов ҫыравҫӑ, Чӗмпӗрти Чӑваш наци культура автономийӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Олег Мустаев.
Чӑваш наци телекуравӗ тата «Хавал» общество организацийӗ ача-пӑча валли ҫӗнӗ проект хута янӑ. «Чӑвашла вӗренетпӗр — Учим чувашский» ят панӑскере «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) лингвистика шкулӗн чӑваш чӗлхи тата акӑлчан чӗлхи преподавателӗ Марина Андреева хутшӑннӑ. Унпа пӗрле — Шупашкарти вӑтам шкулта пуҫламӑш классенче пӗлӳ пухакан шӑпӑрлансем.
Чӑваш чӗлхин телеурокӗ ачасемшӗн ансат тесе ӗнентереҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине вӗренме пӗчӗккисем кӑна мар, аслисем те пултараҫҫӗ.
Ҫӗнӗ телепроектӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ пуҫласа эфира ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухнӑ. Ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Хавал» страницӑра пӑхма май пур. Ыран кӑларӑмӑн черетлӗ урокне ӳкерме палӑртнӑ. Унта епле сывлӑх сунмаллине тата епле сывпуллашмаллине вӗрентӗҫ.
Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулта «Илемпипе Сентти» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Светлана Никитина тата Ирина Матюшкина вӗрентекенсем йӗркеленӗ.
Чи малтан Илемписемпе Сенттисем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Апат-ҫимӗс янтӑлама та ӑста иккен ачасем, юрра-ташша та юратаҫҫӗ, ашшӗ-амӑшне те пулӑшаҫҫӗ, спортпа та туслӑ…
Иккӗмӗш конкурс вара «Сала кайӑк ташши мар, чӑваш ачин ташши…» ятпа иртнӗ. Такмак каласа чӑвашла кӗвӗ ҫеммипе ҫав тери хитре ташланӑ.
«Ӑс-хакӑла ачаран туптаҫҫӗ» конкурсра чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тӑван ен культурипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине хуравланӑ. «Юлашки вӑхӑтра ачасен урамри вӑййисем курӑнми пулчӗҫ, — теҫҫӗ конкурса йӗркелекенсем. — Ачи те сахал, вӑййисем те урӑхла вӗсен». Ҫавна шута илсе «Атьӑр вӑйӑ выляр-и?» конкурс та йӗркеленӗ. «Тапса тӑрать талант ҫӑлкуҫӗ» конкурс та ачасен пултарулӑхне уҫса панӑ.
«Илемпипе Сентти – 2016» чыслӑ ята 7 класри Лида Храмовӑпа Илья Киданов ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |