Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: 2016 ҫулшӑн Нестер Янкас ячӗллӗ Премине памашкӑн кандидатсем тӑратма юрать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 23.12.2016 13:32 | 1367 хут пӑхнӑ
Культура
Лауреат медалӗ
Лауреат медалӗ

Трак енри Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2016 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2016 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.

Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.

Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.

Премие тивӗҫлӗ кандидатсене Нестер Янкас ҫуралнӑ кунччен икӗ уйӑх малтан тӑратма пуҫлаҫҫӗ. Кандидатсене политикӑлла партисемпе обществӑлла юхӑмсем, профсоюзсен тата творчествӑлла пӗрлешӳсен ертсе пыракан органӗсем, ӗҫ коллективӗсемпе ял пухӑвӗсем тӑратма пултараҫҫӗ.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ ята пама пӗрлӗх правленийӗ ятарлӑ комисси йӗркелет. Комисси йышӗнче культура, искусство тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ ҫынсем ҫурринчен кая мар пулмалла.

Преми фондне учредительсен ертсе пыракан органӗсем хӑйсем хушшинче калаҫса килӗшсе, пӗрлӗхӗн хывӑм-счечӗ ҫине ҫителӗклӗ укҫа-тенкӗ хывса пухаҫҫӗ. Преми лаурачӗсен спонсорсем те пулма пултараҫҫӗ. Ун пек чухне спонсорсен хӑйсен ирӗкӗпе пухнӑ укҫа-тенкӗпе ятарлӑ комисси суйласа илнӗ ҫынна преми пама ирӗк пур. Премие укҫалла та, парне-япалалла та пама юрать.

Премисен шутне Преми паракан ятарлӑ комисси палартать. Вӗсене уйрӑм ентешсене, ҫав шутран пӗрне район тулашӗнче ӗҫлесе пурӑнакан, литературӑра, искусствӑра тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ ентеше, пултарулӑх енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн параҫҫӗ. Уйрӑм премие пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, предприятисемпе учрежденисене, коллективлӑ тата фермер хуҫалӑхӗсене, коммерцилле майпа ӗҫлекен фирмӑсене пама пултараҫҫӗ.

Премипе пӗрле лауреата ҫакна ҫирӗплетекен Диплом тата лауреатӑн ятарлӑ паллине (медальне) параҫҫӗ. Вӗсене Неҫтӗр Янкаса халалланӑ пӗрлӗхӗн савӑнӑҫлӑ каҫӗнче чаплӑ лару-тӑрура парса чыслаҫҫӗ.

#премисем, #Красноармейски районӗ, #культура, #чӑвашлӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://nesterjankas.ucoz.ru
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем