Шупашкарта йӗркеленӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» фестиваль туризм тытӑмӗнче «Russian Event Awards» наци премине панӑ конкурсӑн финалӗнче ҫӗнтернӗ.
Йӗркелӳҫӗсем проекта «Халӑх йӑли-йӗркине тата алӗҫне сарас енӗпе чи лайӑх турист пулӑмӗ» номинацире палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна 2018 ҫулти чи лайӑх наци пулӑмӗн ятне панӑ. Кунсӑр пуҫне «IntourMarket» турист куравӗн ятарлӑ парнипе савӑнтарнӑ.
Раҫҫейри 65 регион 700 проект тӑратнӑ. Финала вӗсенчен 197-шӗ тухнӑ. Экспертсем «Раҫҫей тӗрӗкӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале пысӑк хак панӑ. Аса илтерер: вӑл кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Шупашкарта иртнӗ. Унта 14 регион хушӑннӑ. Ку проект ҫитес ҫул тӗнче шайӗнчи пулаять.
Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗчӗн тӗп корпусӗнче Пӗтӗм тӗнчери чӗлхесен фестивалӗ иртет.
Мероприяти тӗнчери 50 чӗлхене пӗрлештерӗ. Ют ҫӗршывсем, наци республикисем хӑйсен лингвохӑтлавӗпе паллаштарӗҫ. Вӗсен йышӗнче куҫ курманнисемпе хӑлха илтменнисен чӗлхи те пулӗ.
Ку фестивальте унччен пӗлмен-илтмен чӗлхесемпе паллашма, тӗрлӗ халӑх ҫыннипе калаҫма май пулӗ. Фестиваль интернационаллӑ концертпа вӗҫленӗ.
ЧППУра пурне те 10 сехетре хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла: чӗлхесен фестивалӗ Чӑваш Енре кӑҫалхипе 22-мӗш хут иртӗ.
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртет. Аса илтерер, пӗлтӗр ӑна авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче йӗркеленӗччӗ.
«Сказочная палитра» (чӑв. Асамлӑ палитра) театр канашлӑвне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркеленеччӗ. Хальхинче Театр ӗҫченӗсен Раҫҫейри пӗрлешӗвӗ те укҫа уйӑрать.
Кӑҫалхи фестивале Якут Республикинчен те килӗҫ. Театр канашлӑвӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе кӑтартӗҫ. Вӗсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарӗҫ.
ТурСтат тишкерӳ агентстви кӑҫал кӗркунне Раҫҫейре иртнӗ чи лайӑх фестивальсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Ӑнкарма йывӑр мар ӗнтӗ: чи пӗрремӗш йӗркене халӗ Сочире иртекен Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен фестивалӗ йышӑннӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: танлаштарӑмӑн 8-мӗш йӗркине Шупашкарта иртекен М.Д.Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ лекнӗ. Вӑл кӑҫал Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 27-мӗш хут иртӗ. Куракансен умне П.Чайковскин «Евгений Онегин», Г.Доницеттин «Любовный напиток», Дж.Вердин «Риголетто» оперисене каларӗҫ, «Тенор XXI века» концерт тата гала-концерт иртӗ.
Танлаштарӑмӑн иккӗмӗш йӗркине Мускав облаҫӗнче иртекен «Подмосковные вечера искусств» фестиваль йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта – Екатеринбургра йӗркеленекен «Евразия» фестиваль.
Сочире иртекен ҫамрӑксемпе студентсен Пӗтӗм тӗнчери фестивальне Чӑваш Енри 18-35 ҫулсенчи 125 ҫамрӑк кайнӑ. Яш-хӗр кӑнтӑр енне вӗҫиччен вӗсемпе ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ.
Михаил Васильевич вӗсене конкурс витӗр тухнӑ ятпа саламланӑ. Сочие ӗҫлекен ҫамрӑксем, студентсем, студент организацийӗсен элчисем кайнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗн Сергей Кудряшовӑн шухӑшӗпе, вӗсем фестивальте Чӑваш Ен чысне тивӗҫлипе хӳтӗлӗҫ.
Кӑҫалхипе 19-мӗш хут иртекен фестиваль юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Раҫҫейре вӑл 3-мӗш хутчен йӗркеленӗ. Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем тӗрлӗ лапамра хӑйсен проекчӗсемпе паллаштарӗҫ.
Студентсем вара Элтепере тав тунӑ. Чӑваш студенчӗсем Сочие хаваслӑ кӑмӑлпа, тапса тӑракан вӑй-халпа кайнӑ.
Шупашкарта Швед киновӗн фестивальне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Культура мероприятийӗ юпа уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑҫта? «Полигон» культура пространствинче.
Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ лайӑх фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче мелодрамӑсем, хоррорсем, ҫамрӑксен драмисем, документлӑ фильмсем пур.
Ҫак фильмсем пурте тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Вӗсене курнӑ чухне йӑлтах ӑнланмалла пулӗ: субтитрсене вулама май пур.
Палӑртмалла: ку проект «Содружество» регион аталанӑвӗн фончӗ «Кино музейӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ӑна Швецин Мускаври посольстви тата Швед институчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Аса илтерер: М.Д. Михайлов ячӗпе хисепленет.
Хальхинче фестиваль чӳк уйӑхӗн 17—21-мӗшӗсенче иртӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен: Италипе Румынирен, Китайпа Казахстанран, Беларуҫран тата Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывран килсе ҫитӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Любовный напиток» оперӑна йыхравлӗҫ. «Риголетто» оперӑна чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче лартӗҫ.
Фестиваль «Евгений Онегин» оперӑпа уҫӑлӗ. Кӑҫалхи сумлӑ мероприяти вӑхӑтӗнче «XXI ӗмӗрти тенорсем» концерт пулмалла. Унта пухӑннӑ куракансене тӗрлӗ хайлавпа паллаштарӗҫ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Унта ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи сцена ӑстисем пухӑнӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче иртнӗ наци театрӗсен «Кееда» фестивальне хутшӑннӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксем валли лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ.
Театр форумӗ юпа уйӑхӗн 1—5-мӗшӗсенче Элиста хулинче иртнӗ. Фестиваль Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртнӗ. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркелеме пулӑшнӑ. Фестивале Мӑкшӑ Республикинчи, Мари Элти, Ҫурҫӗр Осетинчи, Азербайджанри тата Чӑваш Енри театрсем хутшӑннӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче С. Беловӑн тата С. Куваевӑн «Не хочу быть собакой!» юмахне лартнӑ. Элиста хулинче иртнӗ фестивальте чӑваш артисчӗсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртӗ. Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви йӗркеленӗ кинофестивале кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Хальхинче кинофильмсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Чӑваш киноискусствине аталантарма тӳпе хывнӑ фильмсене уйрӑм номинаципе палӑртӗҫ.
Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта уҫӗҫ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ мероприяти: фильм авторӗсемпе тӗл пулусем, хӑтлавсем тата мастер-классем — ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Фестиваль фильмӗсене Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче, «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта тата Электрон документацийӗн архивӗнче тӳлевсӗр кӑтартӗҫ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнче кӑмпа фестивалӗ иртнӗ. Кун пирки ЧР Культура министерстви пӗлтерет, ӑна йӗркелесси пирки эпир те маларах хыпарланӑччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Баскак поселокӗнче халӑх йышлӑн пухӑннӑ. Унта кӑмпа татма юратакансем пуҫтарӑннӑ. Мероприяти интереслӗ, хӑйне евӗр иртнӗ. Унта пухӑннисене кӑмпаран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫпе, ятарлӑ кӗнекесемпе паллаштарнӑ.
Хӑнасемпе «Ку мӗнле кӑмпа пулнине пӗл» ӑс-тӑн вӑййи ирттернӗ. Ҫавӑн пекех «Вӑрманта» викторина йӗркеленӗ. Шӑмӑршӑ районӗнчи Тӗп вулавӑш «Кӑмпа коктейлӗ» кӗнеке куравӗ ирттернӗ.
Юлашкинчен пухӑннисене кӑмпа пирки ҫырнӑ пӗчӗк кӗнекесем, буклетсем валеҫсе панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |