Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ҫеҫпӗл кӑвайчӗсем» иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.10.2019 18:45 | 1488 хут пӑхнӑ
Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче пӗлтерӗшлӗ мероприяти иртнӗ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫитнине халалланӑ.

Кризис вӑхӑтӗнче Ҫеҫпӗл кӑвайчӗсем сӳннӗ, халӗ вӗсене ҫӗнӗрен чӗртме вӑхӑт ҫитнӗ. «Ҫеҫпӗл кӑвайчӗсем» поэзи фестивалӗ Валери Туркай пуҫарнипе йӗркеленнӗ. Пӗрремӗш хутчен вӑл 1996 ҫулта иртнӗ. Фестиваль пулас поэтсен шкулӗ пулса тӑнӑ.

Кӑҫал фестивале сӑвӑ вулама тӗрлӗ районтан килнӗ. Хӑнасене Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унтан пурте шала кӗнӗ, поэт пултарулӑхӗпе тата пурнӑҫӗпе паллашма та ӗлкӗрнӗ.

#культура, #фестивальсем, #Канаш районӗ, #Ҫеҫпӗл

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.10.27 08:38
ҪАКНА тепӗр хут тунӑшӑн питӗ савӑнатӑп!
ЭСИР туса пӑхӑр-ха!...
Татса калатӑп: ЭСИР кун пеккине тӑваймастӑр!..
Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Степанова пысӑк тав!
ЫТТИЕСЕНЕ Ҫеҫпӗл те, Чӑваш Литературин пуласлӑхӗ те КИРЛӖ МАР!!!
МӖНЛЕ республикӑра пурӑнатпӑр эпир?!
КАМ пире "Ҫутӑ пуласлӑх" патнелле ертсе пырать?! КАМ?!

АЧАМӐРСЕМ вара - ылтӑнсем! Генисем!
ҪАКӐ савӑнтратать! ҪАКНА пула тундрӑна тухса тармастӑп эп. Пурнатпӑр-ха! УЛШӐНУСЕМ пулаҫҫех!
Валери Туркай 89278555480
Иван Петрович // 9259.3.8429
2019.10.28 19:54
Ялта. Кун пек "мероприяти" хулара,Шупашкар ачисемпе ирттерсен мухтанма юрать. Улшӑнусем халлӗхе чӑваша хирӗҫлисем кӑна. Кун пирки калакан ҫук,Мӗншӗн тесен паян "элита" чӗлхесӗр.
Иван Петрович // 9259.3.8429
2019.10.28 20:24
Ҫакна ? Пӗр енче пӑхсан чӑнах та Улӑп,анчах та,анчах пӗтӗмпех килӗшме ҫук. Туркай пуҫаруне мӗншӗн Республика пуҫлӑхӗ, вӗрентӳ министри ,наци телевидени нимӗнле витӗм паман? Тепӗр ыйту. Туркай паян кам ,политикӑна хутшӑнман сӑвӑҫ е влаҫ мар, пӗтӗмпех хамӑр айӑплӑ текен влаҫӑн шаннӑ ҫынни ? Кунта Микула каланӑччӗ тахҫан ырӑ шухӑш ,ырӑ йӑла пуҫламалли ҫинчен,пур калаҫӑва та, халӑх , чӗлхе пирки пынӑ чух ҫак сӑмахсемпе вӗҫлемелле тесе,"унсӑр пуҫне ,эпӗ шутлатӑп,Шупашкарта тата ытти хуласенче чӑвашла ӳстермелли ача сачӗсем пулмалла" .
Туркая кирлӗ ун пек ача пахчисем е чылайрах фестивальсем кирлӗ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем