Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Чӑваш режиссерӗн Алекс Платӑн документлӑ ӗҫӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Лос-Анджелес хулинче иртнӗ кинофестивальте палӑрнӑ. «Запечатленные временем» ӗҫе «Marina del Rey Film Festival 2019» кинофестивальте «Лучший международный документальный фильм» (чӑв. Халӑхсем хушшинчи чи лайӑх документлӑ фильм) номинацире чысланӑ. ЧР Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале тӗнчери 300 ытла ӗҫе тӑратнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин вӑхӑтӗнчи нуша-терте ҫутатса паракан ӗҫ Америкӑри куракансене тыткӑнланӑ. Фильма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнӗ тӗле ӳкернӗ. Сценари авторӗ тата режиссерӗ – Алекс Плат, композиторӗ тата сасӑ режиссерӗ – Алексей Гордеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |