Культура
![]() Марина Карягина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Марина Карягина режиссер тата сценари авторӗ пулса ӳкернӗ фильмсемпе Пӗтӗм тӗнчери кинофестивальсене пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. 2013 ҫулта режиссер евӗр вӑл Гран-при те илнӗ. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Пӗтӗм тӗнчери «Кунаки» кинофестивальте унӑн ӗҫӗ «Российская газета» хаҫатӑн дипломне тивӗҫнӗ. Ҫак кунсенче вӑл Питӗрте иртнӗ «Влюбленные в искусство» (чӑв. Ӳнере юратакансем) Пèтèм тӗнчери фестивальте пулнӑ. Унта документлӑ фильмсем кӑна мар, илемлӗ картинӑсемпе анимаци хайлавӗсем те хутшӑннӑ. Сумлӑ комисси 340 ӗҫрен 32-шне суйласа илсе конкурс программине кӗртнӗ. Ҫав шутра «О чем молчат куклы деда Тероша?» та пулнӑ. Унта Марина Карягина сценарист тата режиссер пулса Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Дверенин ӳнерҫе кӑтартса панӑ. Шӑпах ҫак ӗҫе «Документлӑ кино» номинацире лауреат дипломӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |