Шупашкарти 1-мӗш гимназире Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен туслӑхне халалланӑ «Туслӑхпа тӑванлӑх — пирӗн пуянлӑх» фестиваль иртрӗ. Ҫак уявра вӗренекенсемпе чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тӗрлӗ халӑх чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштарчӗҫ. 8-мӗш класра вӗренекен Полинӑпа Аня сӗрме купӑспа илемлӗ чӑваш кӗвви каларӗҫ, 6-мӗш класра вӗренекен Вика мари чӗлхипе сӑвӑ вуласа пачӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Федорова Любовь Михайловна тутарла юрӑ юрларӗ. 10-мӗш класра вӗренекен Настя вырӑс халӑх юрри-ташшипе савӑнтарчӗ. Фестивале хутшӑнакансем куракансене ҫак халӑхсен тумтирӗсемпе тӗлӗнтерчӗҫ, наци апачӗпе хӑналарӗҫ, ӑна мӗнле пӗҫермеллине ӑнлантарчӗҫ. Уявра ачасем халӑхсен уйрӑмлӑхне пӑхмасӑр пӗр-пӗрне хисеплесе, ӑнланса, килӗштерсе, туслӑ пурӑнмаллине туйса илчӗҫ. Уяв пурне те килӗшрӗ.
Чӑваш Енӗн ҫыннисем -
Чӑвашсем те вырӑссем,
Марисемпе тутарсем,
Мордвасемпе пушкӑртсем.
Калаҫатпӑр чӑвашла,
Вырӑсла та мордвалла,
Тутарла та марилле
Туссемпе эпир пӗрле!
(Федорова Любовь Михайловна)
Филипп Лукин ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗ Филипп Лукин ятне ямасть. Унта ҫӳресе музыка жанрӗпе ҫывӑхланнӑ ачасем сумлӑ вӗренӳ учрежденийӗсене кӗме пултараҫҫӗ.
Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче унтан пӗлӳ туптаса тухнисенчен Арсений Васильев Хӳтӗлев министерствин Мускаври ҫарпа духовой училищӗне вӗренме кӗнӗ, Артем Фадеев — Чулухулари М.А. Балакирев ячӗллӗ музыка училищин фортепиано уйрӑмне, Мария Дашкова – Хусанти И.В. Аухадеев ячӗллӗ музыка училищин вокал уйрӑмне. Музыка шкулне 2012 ҫулта вӗренсе пӗтерсе хыҫҫӑн Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ӑсталӑха туптанисенчен Мускаври, Хусанти патшалӑх консерваторийӗсене, Мускаври тӗн академине кайса кӗнӗ.
«Эпир хамӑр выпускниксемпе чӑннипех те мухтанатпӑр», — терӗ шкул директорӗ Наталья Толокнова.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри энергоперекет фестивалӗ иртет. Ӑна «Пӗрле ҫутӑрах» ятпа йеркелӗҫ.
Ҫав кун Шупашкарти Лакрей вӑрманне пыма чӗнеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятие йӗркелеме ҫамрӑксен пуҫарӑвӗ хистенӗ.
Ӑна халӑха ҫутҫанталӑка упрама вӗрентес, Раҫҫейри экономика тытӑмӗнче усӑ куракан хальхи йышши энерготухӑҫлӑ технологисене кӑтартас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
8 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен усӑ курман батарейкӑсене пуҫтарӗҫ, лампочкӑсене ылмаштарӗҫ. Унта селфи тума та май пулӗ. Велосипеда телефона заряд тумалли генератор вырнаҫтарма май килӗ. Шкулта вӗренекен ачасем, ҫамрӑксем валли чылай конкурс иртӗ. Каҫ енне велочупу йӗркелӗҫ.
Ҫӗмӗрлере ҫарпа патриотизм клубӗсен тата параппанҫӗсен дефилине тата «Марш ансамблӗсен парачӗ» плац-концерт ирттермелле.
Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшне палӑртса хунӑ мероприятие хулан 100 ҫулхине халалланӑ. Мероприяти тӗллевне патриотизм воспитанине сарассипе ӑнлантараҫҫӗ.
«Паян строй хатӗрленӗвӗ, параппанҫӑсен колоннӑпа утса иртесси, ҫар ӳнерӗсен элеменчӗсем вӑйлӑ аталанаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та фестиваль-конкурс Чӑваш Республикинче патриотизмла ӳстерессин тӑсӑмӗ шутланать», — ӑнлантарнӑ Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн сайтӗнче.
Хулари ача-пӑча пултарулӑх центрӗ фестивале республикӑри ҫамрӑк армеецсен уйрӑмӗсене, ҫарпа патриотизм клубӗсене, параппанҫӑсене хутшӑнма чӗнсе калать. Ыйтса пӗлмелли тупӑнсан Юлия Жданович ятлӑ ҫын патне 8(905)46-81-51 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ пуҫласа иртет. Вӑл авӑн уйӑхӗн 19—23-мӗшӗсенче пулмалла.
«Сказочная палитра» (чӑв. Юмах палитри) театр форумне Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ республикӑн Культура министерстви пулӑшнипе йӗркелет. Фестивале Хусанти, Йошкар-Олари, Чӗмпӗрти, Шупашкарти ҫамрӑксен театрӗсем тата Саранскри наци драма театрӗ хутшӑнмалла. Театр форумӗ вӑхӑтӗнче спектакльсене наци чӗлхисемпе: чӑвашла, тутарла, ҫармӑсла — кӑтартӗҫ. Вӗсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ.
Фестивальти спектакльсене Мускавран, Ӗпхӳрен ятарласа чӗнсе илнӗ критиксемпе: ӳнер пӗлӗвӗн кандиадачӗ Ирина Мягковӑпа тата Пушкӑртстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗпе Дина Давлетшинапа — сӳтсе явӗҫ. Форума хутшӑннӑ спектакльсене тата артистсене тӗрлӗ номинаципе чыслассине те палӑртса хунӑ.
Воронеж облаҫӗнче нумаях пулмасть «Русь песенная, Русь мастеровая» (чӑв. Юрӑллӑ Руҫ, ӑсталлӑ Руҫ) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ халӑх культурине кӑтартнӑ май чӑвашсем те сумлӑ вырӑн йышӑннӑ.
«Чӗрӗ ремесло» курав-ярмӑрккӑна ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен ҫӗр ытла ӑста пухӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем тӑмран ӑсталаҫҫӗ, теприсем — тимӗрҫӗсем, виҫҫӗмӗшӗсем мамӑкран хитре япала ҫыхаҫҫӗ... Пирӗн республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн фольклор енӗпе тӑрӑшакан методисчӗ Светлана Тяхмусова хӑй те декоративлӑ прикладной ӳнер ӑсти пулнӑ май чӑваш наци тумтирӗпе паллаштарнӑ.
Фестивале уҫма 30 ытла ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӑл шутра Йӗпрӗҫ районӗнчи «Эревет» халӑх фольклор ушкӑнӗ те (ертӳҫи — Александр Федулов). «Эреветпе» пӗрле куракансем те ташша тухнӑ.
Чӑваш Енре уҫӑ тӳпе айӗнчи кинофестивале пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Малашне кунашкал мероприятие тӑтӑшах ирттересшӗн.
Проекта Раҫҫейри Кино ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Пӗрремӗш фильма авӑн уйӑхӗнче Шупашкарта кӑтартӗҫ. Кино-караван Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсене, Ҫӗнӗ Шупашкара та ҫитӗ. Фестиваль программине Никос Зервас кӗнеки тӑрӑх ӳкернӗ патриотлӑх фильмӗсене кӗртнӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене наци кинематографӗн ҫитӗнӗвӗсемпе те паллаштарӗҫ.
Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ.
Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ.
Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ.
Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 56-мӗш сезонне вӗҫлет. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, сезона оперетта фестивалӗпе хупӗҫ.
Театр ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, сезона савӑнӑҫлӑн хупмалла. Опереттӑра вара юмор, туйӑм нумай. Паян куракансем Кальманӑн «Сильва» опереттине курнӑ.
Кӑҫал фестивале Питӗрти музыка камичӗн театрӗн артисчӗсем килнӗ. Чӑваша «Ылтӑн маска» преми лауреачӗ Иван Корытов, РФ тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Лозовая ҫитнӗ. Солистсем Шупашкарта унччен те пулнӑ. Пирӗн республика вӗсене питӗ килӗшнӗ.
Ыран, фестиваль вӗҫленнӗ кун, гала-концерт пулӗ. Питӗрти хӑнасем те унта хутшӑнӗҫ. «Марица», «Мистер Икс», «Сильва», «Летучая мышь» опереттӑсен арийӗсем янӑрӗҫ. Сцена ҫине опера юрӑҫисем кӑна мар, балет артисчӗсем те тухӗҫ.
Паян, Республика кунӗ умӗн, Фейерверксен фестивалӗ пуҫланать. Кӑҫалхипе вӑл 9-мӗш хут иртет.
Паян Шупашкарти кӳлмекре пилӗк команда тӳпенелле фейерверк вӗҫтерӗҫ. Вӗсем — Шупашкарти, Мускаври, Сергиев Посадри, Беларуҫри Минск хулинчи, Казахстан Республикинчи организацисем пулӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине командӑсем «Ҫалтӑрлӑ ҫул» шоу кӑтартӗҫ, хӑйсен таварӗпе паллаштарӗҫ. 150 метр ҫӳллӗш вӗҫекен салют яма та палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Ун чухнех «Мухтан, Чӑваш Ен!» гала-кӑтарту пулӗ. Унта 350 метр ҫӳллӗш салют ярӗҫ.
Командӑсене пилӗк номинаципе палӑртӗҫ. Чи чаплӑ парне — Гран-при. Жюри йышӗнче ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников тата ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |