Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхлӗ ҫемйи» фестиваль иртӗ. Курава тата концерта Шупашкарти пултарулӑх ушкӑнӗсем тата республикӑри наци культурин пӗрлӗхӗсем хутшӑнӗҫ.
Уяв программи Хӗрлӗ лапамра та иртӗ. Ҫавӑн пекех Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн вулавӑшсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Шкулсенче вара патриотлӑх концерчӗсем иртӗҫ.
Хула администрацийӗнче халӑха хӗлле мӗнле кантармалли пирки те шутлаҫҫӗ. Конькипе тата йӗлтӗрпе ярӑнассине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Хоккей лапамӗсене нумайлатма та палӑртнӑ.
Хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнмалли 17 йӗре хута ярӗҫ. Вӗсем Берендей вӑрманӗнче тата Атӑл леш енче те пулӗҫ. Леонид Черкесов йӗлтӗр йӗрӗсене шкул стадионӗсенче те тумаллине каланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче опера фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл 25-мӗш хут иртӗ. фестивале чӳк уйӑхӗн 20–29-мӗшӗсенче йыхравлаҫҫӗ.
Фестиваль Гаэтано Доницеттин «Любовный напиток» оперипе уҫӑлӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче курма май пулӗ.
Чӳкӗн 25-мӗшӗнче Джузеппе Вердин «Бал-маскарад» опери сцена ҫине тухӗ. Унта Мускаври чи лайах солистсем юрлӗҫ. Ричард сӑнарне Пысӑк театрӑн тенорӗ, петӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Максим Пастер калӑплӗ.
Чӳкӗн 26-мӗшӗнче классика курма май пулӗ. Вӑл — «Четыре короля оперной сцены». Контратенорӗ — Василий Хорошев, тенорӗ — Георг Эннарис, баритонӗ — Владимир Целебровский, басӗ — Олег Бударацкий.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Чулхула артисчӗсем тухӗҫ. Вӗсем кӑҫал Моцртӑн «Так поступают все» оперине кӑтартӗҫ.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче гала-концертра ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври ҫӗнӗ ҫӑлтӑрсем сцена ҫине тухӗҫ. Палӑртма кӑмӑллӑ: раштавӑн 2-мӗшӗнче театр артисчӗсем Пӑрачкавра пулӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артисчӗсене Ирина Садовниковӑна тата Николай Булаткина асӑнса «Асамлӑ чаршав» фестиваль пуҫланнӑ. Ҫак икӗ актер та Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ.
Кашни ял тӑрӑхӗ паллӑ чӑваш драматургӗсен е ҫыравҫисен пьесисем тӑрӑх спектакль лартӗ.
Юпан 15-мӗшӗнче, ав, Штанашри культура ҫуртӗнче Николай Угаринӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Савнӑ кин» спектакль лартнӑ. Постановка пӗр пӗрне юратакан Шурикпа Феня тата Вовчикпа Нюра пирки. Аслисем сӑмсине чикнине, ҫамрӑксем хӑйсем пӗр пӗрне ӑнланманнине пула шӳтлӗ самантсем сиксе тухаҫҫӗ. Рольсене Надежда Егорова, Владимир Париков, Николай Майоров, Ираида Семенова, Елена Майорова, Надежда Шипеева, Евгений Майоров калӑпланӑ.
Сӑнсем (23)
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӗмпӗр хулинчи культура ҫуртӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата Чӑваш Республикинчи ӑстасем хатӗрленӗ япаласене, халӑх стилӗпе хатӗрленӗскерсене, кӑтартӗҫ. Унта чӑваш наци костюмне халалланӑ «Нарспи» фестивалӗ иртӗ. Ӑна К.Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Фестиваль пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна наци тумне аталантарас, ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Унта ӳнерҫӗсен, ӑстасен чи лайӑх коллекцийӗсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче Зинаида Вороновӑн ӗҫӗсем те пулӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивальте «Паха тӗрӗ» фабрика ӗҫӗсем те пулӗҫ. фестивале Чӑваш Енри «Асамат» эстрада ушкӑнӗ те хутшӑнӗ.
Хусанта телерадиопрограммӑсемпе фильмсен «Ҫын тата ӗненӳ» Пӗтӗм Раҫҫейри иккӗмӗш фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри телерадиокомпанийӗ йӗркеленӗ.
Конкурса 70 регионтан 200 ӗҫ тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне «Чӑваш Ен» ПТРК та кӗнӗ. Николай Муляновӑн «С нами Бог» радиопрограмми «Слово веры несущие» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ку кӑларӑм эфира 15 ҫул тухать. Паян ӑна Максим Курленко иерей ертсе пырать.
Ку номинаци чи йывӑррисенчен пӗри пулнӑ. Тӗп тӗллев — пупсемпе ӗҫлесси. Кунта Максим аттен тӳпи пысӑк. Вӑл тӗн пирки пурне те ӑнланмалла калаҫать.
Фестивальте ҫавра сӗтелсем, ӑсталӑх класӗсем иртнисӗр пуҫне культура программи анлӑ пулнӑ. Хӑнасем Сӗвере пулнӑ, Пӑлхар хулине курнӑ.
Литература ҫулталӑкӗнче Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен республика вулавӑшӗ юпан 13–15-мӗшӗсенче ҫулсерен ирттерекен «Чӑваш Ен 21 — пӗрле вулатпӑр!» фестивале йӗркелет.
Вӑл «Сасӑпа вуламалли кун» акцирен пуҫланӗ. Фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсем, журналистсем, Чӑваш кӗнеке издательствин специалисчӗсем, Шупашкарти ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн театр ушкӑнӗ тата ыттисем хутшӑнӗҫ.
Фестиваль программипе килӗшӳллӗн ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем иртӗҫ. Унта Евгения Басова, Галина Белгалис, Любовь Петрова килӗҫ. Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийӗсен техникумӗн вӗренекенӗсем Анатолий Хмытпа курнӑҫӗҫ.
Юпан 15-мӗшӗнче Лев Кадкин, Валентина Серебряная, Галина Белгалис Шупашкар районне ҫитӗҫ. Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗсем Денис Шулепов ҫыравҫӑ фантастпа тӗл пулӗҫ.
Вун-вун мероприяти иртӗ фестивальте. Вӗсемпе вулавӑш сайтӗнче паллашма пулать.
Юпан 7-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен «Белгородская забава» фестивалӗнчен таврӑннӑ. Вӑл авӑнӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 5-мӗшӗччен иртнӗ.
Фестивальте чӑваш артисчӗсем «Спящая красавица» спектакль кӑтартнӑ. Кӑҫал фестивале Раҫҫейри хуласенчен 20 ытла ушкӑн килсе ҫитнӗ. Унта Витебскран, Гомелирен, Донецкран, Анкараран, Пловдивӑран та килнӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фестивале Раҫҫейри чи лайӑх театрсене ҫеҫ чӗнеҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем унта маттурлухӗпе палӑрнӑ. Вӗсен пултарулӑхӗ куракансене савӑнӑҫ, киленӳ парнеленӗ.
Чӑвашран фестивале ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Елизавета Абрамова, ЧР тава тивӗҫлӗ артисткисем Алевтина Тимофеева, Юлия Мельник, Алина Каликова тата Ольга Тарасова, Ирина Можаева, Дмитрий Львов, Петр Петров артистсем кайнӑ.
Хусанта ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 2-мӗш фестивалӗ старт илнӗ. Унта 10 ытла тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑваш Енрен фестивале «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ хутшӑнать.
Кунсӑр пуҫне мероприятие азербайджансем, турккӑсем, пӑлхарсем, казахсем, кӑркӑссем, нухайсем тата тӗрӗк халӑхӗсен ытти ҫыннисем килнӗ. Фестиваль программи анлӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Тутарстан чиновникӗсемпе тӗл пулӗҫ, экскурсисем ирттерӗҫ, семинарсемпе хӑтлавсем йӗркелӗҫ.
Фестивале «Атӑл» центр, тутарсен наци культурин федераци автономийӗ тата Тутарстанри ҫамрӑксен ӗҫӗпе тата спорт енӗпе ӗҫлекен министерство йӗркеленӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пулӗ.
Аса илтерер: 1-мӗш фестиваль те Хусанта иртнӗ. Ун чухне те унта чӑваш организацийӗсем хутшӑннӑ.
Юпан 17-мӗшӗнче Шупашкарти Камера театрӗнче чӑвашсен тата удмуртсен «Аптӑра-фест» фестивалӗ пӗрремӗш хут иртет.
Ку Чӑваш Еншӗн ҫӗнӗлӗх. Пирӗн кӳршӗсем, удмуртсем, дизайн, электронлӑ кӗвӗ, хулари наци культурине йӗркелес енчен малта пыраҫҫӗ. Ӳнерӗн тепӗр енӗсем вара пачах тепӗр май — Чӑвашра аталаннӑ.
Чӑвашсемпе удмуртсен пӗр-пӗринчен вӗренмелли пур. Фестиваль программинче — чӑваш живопиҫӗн куравӗ, вулавсем, концертсем, модӑ кӑтартӑвӗ, ташӑ каҫӗ. Унта Праски Виттин, Владимир Ишутовӑн, Игорь Улангинӑн, Георгий Фомиряковӑн ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ. Литература пайӗнче Богдан Анфиногентов (Удмурт Республики), Дмитрий Воробьев (Чӑваш Ен), Алеша Прокопьев (Мускав-Чӑваш Ен), Иосиф Трер (Чӑваш Ен) тухса калаҫӗҫ.
Музыка пайӗнче «Ҫиларман» тата Dukes (Удмурт Республики) ушкӑнсем пулӗҫ.
Авӑнӑн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ элчин тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Леонид Волков Пӗтӗм Раҫҫейри кӗске метражлӑ киносен «Арткино» фестивальне хутшӑннӑ. Вӑл ҫулсерен авӑн уйӑхӗнче Мускавра уҫӑлать та ҫулталӑкӗпех Раҫҫейри 50 ытла хулара иртет.
Конкурса 30 минутран ытла мар тӑсӑлакан фильмсем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене киношкулти студентсемпе выпускниксем хатӗрлеҫҫӗ. 8-мӗш фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗрте 7-мӗш фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. 25 фильм хушшинче профессионал жюри Николай Котяшӑн «Каждый первый» картинине чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.
Куракансем вара, Раҫҫейри тӗрлӗ хулари сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Евгений Корчагинӑн «Феликс и его любовь» фильмне суйланӑ. Евгений — пирӗн ентеш, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ.
Леонид Волков Евгений Корчагина саламланӑ. Палӑртса хӑварар: «Феликс и его любовь» фильм кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче АПШра иртнӗ пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте ҫӗнтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ярдыкова Зоя Дмитриевна, театр актриси, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ананьев Николай Ананьевич, хирург-травмотолог, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тухрӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» (халӗ «Ҫӗнтерӳшӗн») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |