Паян уяв умӗн ҪҪХПИ ӗҫченӗсем чи лайӑх троллейбус водительне Тав ҫырӑвӗ тата чечек ҫыххи парнеленӗ. Кӑҫалхи икӗ уйӑха пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх вара ку ята Надежда Князева тивӗҫнӗ.
Надежда троллейбус управленине 5 ҫул каялла ӗҫе вырнаҫнӑ. Унтанпа вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус водителӗнче ӗҫлет. Надежда Князева Тав ҫырӑвне ҫул-йӗр правилисене пӑсмасӑр ҫӳренӗшӗн тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче «Весенняя капель» (чӑв. Ҫурхи тумлам). музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ.
Ҫуркуннехи пӗрремӗ уявпа Чӑваш патшалӑх симфони капелли саламлӗ. Хормейстерӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Татьяна Давыдова.
Уява Илья Резник поэтӑн «Гимн семье» хайлавӗпе уҫӗҫ. Уявра тӑван ҫӗршыв эстрадин ылтӑн хичӗсем тата классика музыки янӑрӗ, кинофильмсенчи юрӑсемпе авторсен композицийӗсем пулӗҫ.
Музыкӑпа поэзи каҫӗ ыран, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 18 сехетре, пуҫланӗ.
Чӑваш академи драма театрӗнче Йӗпреҫ ентешлӗхӗ хӑйӗн черетлӗ уявне ирттерчӗ. Ӑна ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ.
Пухӑннисене ентешлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки А. Краснова, Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗн администраци ертӳҫи И. Семенов, Чӑваш патшалӑх Канашӗн ялхуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ Р. Алексеев, Республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ С. Павлов, ветерансене пӗрлештерсе тӑракан обществӑлла организацисен тата тӗрлӗ ентешлӗхсен представителӗсем ӑшшӑн саламларӗҫ, ентешлӗх ӗҫне хастар хутшӑнакансене, салтак амӑшӗсемпе мӑшӑрӗсене тата ӗҫре палӑрнисене Хисеп хучӗсем тата парнесем парса чысларӗҫ.
Уявра Йӗпреҫ поселокӗнчен, Хурамал, Туҫа, Кӗлемкасси, Ирҫе Ҫармӑс тата ытти ялсенчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем, Йӗпреҫри ачасен музыка шкулне ҫӳрекенсем чӑваш, вырӑс, ирҫе юрри-ташшипе куракансене савӑнтарчӗҫ.
Шел пулин те, пухӑннисене калаҫтарнӑ пӗр ҫитменлӗх пирки те каласа хӑвармалла. Халиччен республикӑри ентешлӗх уявӗсем тӑван чӗлхепе иртекенччӗ. Хальхинче Йӗпреҫсем ҫак хӑнӑхнӑ йӑлана уясшӑн пулмарӗҫ.
Кӑҫал Чӑваш Енӗн тӗп хули 555 ҫулхи юбилея кӗтсе илме хатӗрленет. Ҫав ятпа Шупашкарта «Русские авиационные гонки» (чӑв. Вырӑс авиаци ӑмӑртӑвӗ) мероприяти пуҫласа иртӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен ҫӗршыври чи маттур пилотсен хӑйсен пултарулӑхне пирӗн патӑмӑрта кӑтартӗҫ.
Ӑмӑртӑвӑн ҫулӗ шыв ҫийӗн пулӗ, шывран 20-25 метр ҫӳллӗшӗнче. Пилонсене Атӑл юханшывӗн хӗрринче, Мускав ҫыранӗ ҫумӗнче ирттерӗҫ.
Шупашкар 555 ҫул тултарнине халалласа ирттерекен мероприятисен шутӗнче сывлӑшра вӗҫекен аппаратсен «Чебоксарское небо» (чӑв. Шупашкар пӗлӗчӗ) фестивалӗ те пулӗ. Сывлӑшри хӑмпӑсен илемӗпе киленнипе пӗрех вунӑ шартан пӗрин пассажирӗ пулса тӑма май килӗ. Унпа улӑхсан Шупашкар илемӗпе ҫӳлтен киленме май пур.
Тӗрлӗ ҫулхисем валли фестиваль вӑхӑтӗнче кӑсӑклӑ программа хатӗрлеме шантараҫҫӗ. Ҫав шутра — концертсем, ал ӑстисен куравӗсем, ӑсталӑх лаҫҫсем, фудкорт зони, сӑн ӳкерӗнме хитре вырӑнсем хатӗрлӗҫ.
Мускавра ирттерекен чӑваш Акатуйне кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, «Сокольники» паркра йӗркелӗҫ. Уяв утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче иртӗ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви Мускаври Акатуя хутшӑнас ӗмӗтлӗ аграририсенчен заявкӑсем йышӑнать. Вӗсем унта хӑйсен продукцине сутайӗҫ.
Акатуя чӑвашсем мӗн ӗлӗк-авалтан хирти ӗҫ-пуҫа пуҫтарса пӗтерсен уявланӑ. Халӗ те ӑна хресчен манӑҫа кӑлармасть.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ тӗлне республикӑри культура учрежденийӗсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ.
Паян Чӑваш академи драма театрӗнче 18 сехет те 30 минутра «Инкеклӗ телей» спектакль кӑтартӗҫ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗнче «Аттепе — театра» акци иртет, Пукане театрӗнче Д. Андроновӑн «Жди меня» постановкине курма май килӗ, Вырӑс драма театрӗнче — «Повесть о настоящем человеке» спектакле, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Двенадцать стульев» мюзикла.
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Чӑваш наци музейӗ Уҫӑ алӑксен кунне тата ушкӑнсем валли экскурсисем ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫав кун Ҫар мухтавӗн музейне тата «Чӗмсӗр чикӗсен хӳтӗлевҫисем» мемориала тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗн тытӑмӗнчи ытти музей ҫав кун «Родина Zа нами» куравпа тӳлевсӗр паллаштарӗ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлӗ.
Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ тӗлне Чӑваш академи драма театрӗ акци ирттерӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 18:00 сехетре кӑтартакан «Инкеклӗ телей» спектакле курма икӗ е тата ытларах билет туянакансене билет хакне 23 процент йӳнетсе сутӗҫ.
Билетсене сайт урлӑ туяннӑ чух CHUVDRAM23 промокодпа усӑ курмалла.
«Инкеклӗ телей» спектакле спектакльти ӗҫ-пуҫ 1938-1945 ҫулсенче пулса иртет. Тӗп герой, Аркадий, вӑрҫӑран аманса яла таврӑнать. Хӑйӗн ҫемйи ҫак тӑватӑ ҫул хушшинче мӗнле пурӑнни ҫинчен вӑл нимӗн те пӗлмест. Инсцинировкӑна
Юлия Николаева калавӗ тӑрӑх Сергей Павлов хатӗрленӗ.
Шупашкар хули кӑҫал 555 ҫул тултарассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: паллӑ куна хатӗрленсе кӗтсе илессипе ӗҫлекен ятарлӑ ушкӑн та туса хунӑ.
Кӑҫал хулара 65 объект уҫма палӑртнӑ. Ҫав шутра «Хӗвеллӗ», «Садовӑй», «Университетский-2» микрорайонсенче шкулсем хута ямалла, «Берёзка» уйлӑхра — ҫӗнӗ корпус, Спортӑн хӗллехи тӗсӗсен центрӗнче — йӗлтӗр роллер трасси, футбол енӗпе ӗҫлекен спортшкулта — футбол манежӗ тата футбол уйӗ, Ҫӗнӗ хулара — искусствӑлла пӑртан каток, «Труд» стадион тата ытти те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |