Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: уявсем

Раҫҫейре

Ку эрне вӑрӑм пулӗ: 6 кун ӗҫлемелле. Ку Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунипе ҫыхӑннӑ. Ҫакӑ эрнере 5 кун ӗҫлекенсене пырса тивет. Вӗсен шӑматкун та, чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ӗҫе тухмалла. Уяв умӗнхи кун пулӗ вӑл, ҫавна май ӗҫ вӑхӑчӗ 1 сехет кӗскелӗ.

Кун хыҫҫӑн 3 кун кантарӗҫ: вырсарникун, тунтикун тата юнкун (чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче).

 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене професси уявӗпе саламланӑ.

«Шкул – ӗҫ кӑна мар, вӑл - чи яваплӑ тивӗҫ. Эсир вӗҫӗ-хӗррисӗр пӗлӳ тӗнчин алӑкне уҫса ачасене ӑс паратӑр, вӗсен кӑмӑл-туйӑмне ҫирӗплететӗр. Сирӗн кулленхи ӗҫ- чӑтӑмлӑх, ӑс-хакӑл тата ӗҫе чунпа парӑнса пурнӑҫланине ҫирӗплетекен тӗслӗх.

Пирӗн республикӑра тӑхӑр пин ытла педагог ӗҫлет. Эпир вӗсен профессири ҫитӗнӗвӗсемпе мӑнаҫланатпӑр. Чӑваш Енри вӗрентекенсем ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем пулса тӑраҫҫӗ, педагогсен пӗрлӗхӗшӗн ҫул кӑтартакансем шутланаҫҫӗ», — тенӗ республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ саламра.

 

Раҫҫейре

Ҫитес уйӑхра, чӳкре, Раҫҫейре пурӑнакансене виҫӗ куна тӑсӑлакан канмалли кунсем кӗтеҫҫӗ.

Чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш эрнинче 5 кун ӗҫлекенсем 6 кун ӗҫе тухӗҫ: тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен (юпан 27-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 1-мӗшӗччен). Ун хыҫҫӑн вара 3 кун канӗҫ.

Халӑх пӗрлӗхӗсен кунӗ, чӳкӗн 4-мӗшӗ, ытларикуна лекнӗрен шӑматкунхи кану кунне (чӳкӗн 1-мӗшне) тунтикун ҫине (чӳкӗн 3-мӗшӗ) куҫарнӑ. Виҫӗ кун каннӑ хыҫҫӑн кӗске ӗҫ эрни пулӗ: чӳкӗн 5-7-мӗшӗсенче.

 

Раҫҫейре

Пирӗн ҫӗршывра ҫитес ҫулхи производство планне ҫирӗплетнӗ.

2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗсенче канӑпӑр.

Унсӑр пуҫне канмалли кунсем ҫапларах пулӗҫ: нарӑс уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче, пуш уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче тата ҫу уйӑхӗн 9-1-мӗшӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче, чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче.

 

Раҫҫейре
life.er.ru сайтри сӑн
life.er.ru сайтри сӑн

Агродиктант ҫырса пӗлӗве тӗрӗслес килет-и? Апла Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑнӑр.

Вӑл юпа уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче пӗрремӗш хут иртӗ. Ӑна кирек мӗнле те ҫырма пулать: лапама килсе те, агродиктант.рф сайтра онлайн майпа та.

Акцие Ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунне халаллӗҫ. Унта хутшӑнакансен 30 ыйтӑва хуравлама тивӗ: вӗсем ӳсен-тӑран ҫитӗнтерессипе, выльӑх ӗрчетессипе, хальхи агротуризмпа тата органика ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15282
 

Раҫҫейре

Раҫҫей Федерацийӗнче паян пӗрремӗш хут Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне уявлаҫҫӗ.

Ку уяв чи ҫамрӑк уявсенчен пӗри — йӗркелессе ӑна кӑҫал ҫӗртмен 5-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Уяв кунӗ валли Расул Гамзатов ҫуралнӑ кунне суйланӑ.

Уява йӗркеленӗ май Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене упрасси тата вӗсене аталантарасси, патшалӑх енчен системӑллӑ пулӑшу парасси, ҫӗршывӑн чӗлхе уҫлӑхне пӗтӗмӗшле хӳтӗлесси питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулнине асӑннӑ.

Эпир те, Чӑваш халӑх сайчӗ, сире ҫак уявпа саламлатпӑр! Пирӗн чӑваш чӗлхи ытти чӗлхесемпе тан аталанса пытӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр!

Тӗплӗнрех уяв ҫинчен РУВИКИн чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать.

Сӑмах май, ӗнер, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ 20 ҫул тултарчӗ. Икӗ уяв ҫумма ҫуммӑн пыни пирӗн халӑхшӑн питӗ аван пулӑм пулнине палӑртмалла.

 

Культура
chgign.ru сӑнӳкеочӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкеочӗкӗ

Юнкун, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 95 ҫул тултарнине паллӑ тӑвӗ.

Ларура институт директорӗ Юрий Исаев заведени утса тухнӑ кун-ҫулпа паллаштарӗ. Юбилейпа саламлама республика Элтеперӗ Олег Николаев, Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева; чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, культура министрӗ Светлана Каликова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров пырса ҫитӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ лару 14 сехетре пуҫланӗ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Никольский залӗнче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6251.html
 

Культура
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗчи Кӳкеҫре фольклор уявӗ иртнӗ. Вӑл ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пулнӑ.

Фольклор уявне Кӳкеҫ поселокӗн кунне палӑртнӑ май йӗркеленӗ. Унта Шупашкар тӑрӑхӗнчи фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнса пынӑ.

Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи «Шупуҫ» фольклор коллективӗ те хутшӑннӑ. Коллектив ертӳҫи — Иван Васильев.

 

Хулара
Just Brass ушкӑн
Just Brass ушкӑн

Ыран Ҫӗнӗ Шупашкар хули 65-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Концерт 16 сехетре пуҫланӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем, артистсем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх бульварӗ тата фудкорт ӗҫлӗҫ.

20:10 сехетре Just Brass ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 21 сехетре фейерверк вӗҫтерӗҫ те ун хыҫҫӑн уҫӑ тӳпе айӗнчи ташӑ каҫӗ пуҫланӗ.

Ҫавӑн пекех Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗнче тата Тӗкӗрҫ ращинче те лапамсем ӗҫлӗҫ.

 

Политика
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта ӗҫ кунне «Под одним флагом» (чӑв. Пӗр ялав айӗнче) флешмобран пуҫланӑ. Ӑна Раҫҫейӗн патшалӑх ялавӗн кунне хаалланӑ.

Центрӑн пресс-служби ӗнентернӗ тӑрӑх, учрежденире Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн элемӗпе ҫыхӑннӑ кунсене яланах чыслӑн уявлаҫҫӗ. Чӑваш тӗррин, Чӑваш чӗлхин кунӗсене те унта тӗрлӗ мероприти ирттерсе палӑртаҫҫӗ ҫеҫ мар, ватӑ ҫынсем чӑваш ушкӑнӗсенче юрлаҫҫӗ, чӑваш ташшисене вӗренеҫҫӗ, чӑваш эрешӗсемпе тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ.

Центрта хыпарланӑ тӑрӑх, паянхи флешмоба Олег Газмановӑн «Вперёд, Россия!» юррипе ирттернӗ. Хусканусене тума ятарласа никам та малтан вӗренмен те, вӗрентмен те. Физкультура инструкторӗ флешмоб умӗн кӑтартнӑ та — астуса та юлнӑ. Килтен хӗрлӗ, кӑвак тата шурӑ тӗслӗ футболка илсе килмеллине ҫеҫ пӗлнӗ центр ӗҫченӗсем.

Флешмоб хыҫҫӑн пурте пӗрле тӑрса ялав евӗр тӑрса тухса сӑн ӳкерӗннӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, ... 174
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 27

1914
112
Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1914
112
Иван Ивник, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1937
89
Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1939
87
Архипов Дмитрий Архипович, «Константинопольти чӑвашсем» очерка ҫырнӑ ҫыравҫӑ вилнӗ.
1944
82
Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи фронтра пуҫне хунӑ.
1970
56
Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем