Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.6 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Персона
Ирина Шоркина архивӗнчи сӑн
Ирина Шоркина архивӗнчи сӑн

Республика кунӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Шоркина та килнӗ. Вӑл хальхи вӑхӑтра Мускавра пурӑнать.

Артистка ятарласа Мускавран уява Етӗрне хулине килнӗ. Вӑл ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ.

«Республика кунӗ Шупашкарта кӑна мар, тӑван Етӗрнере те иртрӗ. Унта вӑрттӑн, никама систермесӗр кайрӑм. Ҫапах ҫынсем палласа сӑн ӳкерӗнме пычӗҫ», - ҫапла ҫырнӑ юрӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13769
 

Культура
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти ватӑсем Республика кунӗпе хавхаланса республика гимнне шарантарнӑ.

Хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗстрекен комплекслӑ центрти стационарта пурӑнакан ватӑсем валли паян викторина ирттернӗ, республика кун-ҫулӗпе паллаштаракан документлӑ фильм кӑтартнӑ.

Викторинӑна ирттерекен Наталья Фадеева каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ватӑсем викторина ыйтӑвӗсене кӑсӑкланса хуравланӑ. Гимна юрлама ҫӑмӑлах пулман пулин те пурте тӑрӑшса шарантарнӑ.

 

Хулара
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал та Фейерверксен фестивалӗ пулмӗ. Вӑл уяв программинче ҫук. Фестиваль пӗлтӗр те иртмен.

Фестиваль пӗрремӗш хут 2008 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче пулнӑ. Кайран ӑна Республика кунӗнче ирттерме тытӑннӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче иртнӗ. Пӗлтӗр вара фестивале хӑрушсӑрлӑха пула йӗркелемен. Кӑҫал та ҫаплах.

Аса илтерер: уявра Шупашкара Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Татьяна Куртукава килет. Кунсӑр пуҫне Зыкина ячӗллӗ «Раҫҫей» ансамбль юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗ.

 

Республикӑра
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятисен программи пуян.

Аса илтерер: кӑҫал Шупашкарсӑр пуҫне Республика кунӗ Етӗрне округӗнче иртӗ. Уявра йӑлана кӗнӗ мероприятисем пулӗҫ: «Руҫ ӑстисем», «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Эпӗ – хӗрарӑм»… Ҫӗртмен 23-мӗшӗнче чӑваш юстрада артисчӗсен концерчӗ пулӗ. Вӑл 21 сехетре пуҫланӗ, унта Сергей Павлов, Алина Федорова, Валентина Кузнецова, Алексей Шадриков, Катя Петрова, Сергей Лекеров тата ыттисем юрлӗҫ.

Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче вара каҫхине Хӗрлӗ тӳремри сцена ҫинче Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Татьяна Кортукова концерт лартӗ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашкарта Акатуй иртессине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл Хӗрлӗ лапамра 15 сехетре пуҫланӗ. Уява ака-суха ӗҫӗ вӗҫленнине тата Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.

Унта Чӑваш Енри чи пултаруллӑ коллективсем ҫеҫ мар, Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Санкт-Петербургри, Чулухлари, Пушкӑртстанри, Мари Элти тата Тутарстанри коллективсем килсе ҫитӗҫ.

Чӑваш академи драма тата Ҫамрӑксен театрӗсен коллективӗсем те унта хутшӑнӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑвашсене кӑҫал та Уява чӗнеҫҫӗ.

Тутарстанра йӑлана кӗнӗ Уяв кӑҫал утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртет. Ҫав, вырӑнтах: Элкей районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче. Ҫитсе курӑр!

Уява кашни ҫулах ирттересси йӑлана кӗнӗ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесре тӗпленнӗ чӑвашсем хутшӑнаҫҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_13621
 

Культура
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Паян Чӑваш наци музейне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.Анчах унта пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗпе килмелле. Ку акцие Раҫҫей кунне халалланӑ. «Шапочное знакомство» курав вара авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗччен ӗҫлет. Унта – 36 япала: кокошник, очипок, тюбетейка, тастар, кичка, дьябака… Паллашма питӗ кӑсӑклӑ.

Музея паян кӑнӑ тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Васкӑр! Наци пуҫ хатӗрне тӑхӑнма ан манӑр. Музей паян 20 сехетчен ӗҫлет.

 

Ял пурнӑҫӗ
Алекна Алексеева архивӗнчи сӑн.
Алекна Алексеева архивӗнчи сӑн.

Етӗрне тӑрӑхӗнчи Вӑрманкас Етӗрнере пурӑнакансем ял уявӗнче савӑннӑ.

Хӑнасем Патшалӑх истори архивӗнчи документсемпе паллашма пултарнӑ. 1911 ҫултанпа упранакан хутсенче ҫемьесенче миҫе ҫын, миҫe выльӑх пулнине ҫырса кӑтартнӑ. Ку ҫынсемшӗн питӗ кӑсӑклӑ пулнӑ.

Ял пурнӑҫне уйрӑмах хастар хутшӑнакансем вара Етӗрне округӗн пуҫлӑхӗн Станислав Трофимовӑн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Ҫак йышра 6 ҫын пулнӑ.

 

Раҫҫейре

Ку эрне ӗҫлекенсемшӗн кӗске пулӗ. Виҫӗ кун ӗҫлемелле те тепӗр тӑватӑ кун канмалла.

Ку Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ. Кӑҫал пушӑн 8-мӗшӗ шӑматкуна лекнӗ, ҫавна май канмалли куна эрнекун ҫине куҫарнӑ. Ҫапла Раҫҫей кунӗпе ҫыхӑннӑ канмалли кунсем тӑсӑлӗҫ.

Юнкун, уяв умӗнхи кун, ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскелӗ. Тепӗр уяв Республика кунӗ пулӗ. Ун чухне, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ҫынсем канӗҫ.

 

Чӑвашлӑх
 «Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илне сӑнӳкерчӗк
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илне сӑнӳкерчӗк

Ҫӗршывӑмӑрӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланса тӗпленнӗ йӑхташӑмӑрсем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине тытса пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ.

Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче Акатуя пуҫтарӑннӑ. Унта облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗ те хутшӑннӑ. Вӑйӑ картине Чӑваш, Тутар, Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем тӑнӑ. Хӑнасене наци апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланӑ.

Ленинград облаҫӗнчи Бугры хулин Тӗп тӳремӗнче те Акатуй кӗрленӗ. Уява вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлӗхӗ, Питӗрти наципе-культура автономийӗ хатӗрленӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 179
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 06

1897
129
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1996
30
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
21
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи