Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.7 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Культура
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫак уйӑхӑн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче пирӗн республикӑра Чӑваш пичечӗн кунне уявлаҫҫӗ. Ӑна тӑван халӑхӑмӑрӑн пӗрремӗш хаҫачӗ, «Хыпар», тухма пуҫланипе сӑлтавланӑ.

Чӑваш журналисчӗсем професси уявне хальхинче «Роланд» ресторанта уявланӑ.

Чӑваш Енӗн Роскомнадзорӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра 142 массӑлла минформаци хатӗрӗ, вӗсенчен 81-шӗ — пичет кӑлӑрӑмӗсем.

 

Тӗн
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӑшарни ҫитет. Кӑҫал Чӑваш Енре вакра шыва кӗмелли 118 вырӑн хатӗрлеме палӑртнӑ. Вӗсенчен 96-шӗ чиркӳсен ҫывӑхӗнче пулӗ.

Шупашкарта шыва кӗмелли вырӑнсене Сосновка тата Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ патӗнче хатӗрлӗҫ. 7-мӗш маршрут ҫур ҫӗр иртни 2 сехетчен ҫӳрӗ. Ҫав вырӑнсенче трапсем тӑвӗҫ, ӑшӑ палаткӑсем лартӗҫ. Вӗри чейпе, кукӑльпе сӑйланма та май пулӗ.

Ҫӑлавҫӑсем асӑрхаттараҫҫӗ: кӑҫал ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑран пӑр ҫӳхе.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_19067
 

Хулара

Шупашкар хулинче пурӑнакан хастар ватӑсем паян кивӗ Ҫӗнӗ ҫула уявлама Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче пуҫтарӑннӑ.

Унта хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ташлама ҫӳрекен ватӑсем те хутшӑннӑ. Вӗсем хаваспах ташланӑ, савӑннӑ, пӗр-пӗринпе калаҫса йӑпаннӑ.

«Ватӑ ҫынсене ташлани питех усӑ кӳрет, вал вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетет», — тет Шупашкарти социаллӑ центра ташлама ҫӳрекен тава тивӗҫлӗ канури врач-терапевт Раиса Евсеева.

 

Персона
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян – Раҫҫейри пичет кунӗ. Чӑваш Ен Элтепере Олег Николаев «журналистсене, фотокорреспондентсене, верстальщиксене, редакторсемпе тӗп редакторсене – информацие хатӗрлесе сарма хутшӑнакан тата ӑна республикӑра пурӑнакансем патне ҫитерсе тӑракан мӗн пур ҫынна» Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсемпе саламланӑ.

«Сирӗнтен нумайӑшӗ пӗтӗм пурнӑҫне халалланӑ пархатарлӑ ӗҫӗр чӑннипех пысӑк яваплӑ. Професси ӑсталӑхӗ, анлӑ тавра курӑм, ҫынпа хутшӑнма тата тишкерӳ тума, информацин анлӑ юхӑмӗнче чи пӗлтерӗшлине тата ҫынсене кирлине шыраса тупма пӗлни, кӑткӑс темӑсене пурте ӑнланмалла уҫса пама пултарни – ҫакӑ пурте сирӗн ӗҫӗр пире, республикӑра пурӑнакансене, питӗ кирлине кӑтартса парать. Сире пула эпир тӗнчере, ҫӗршывра тата республика пурнӑҫӗнче пулса иртекен пулӑмсене тӗрлӗ енлӗн те тӗрӗс хак пама пултаратпӑр, тӗплӗн шухӑшласа пӗтӗмлетӳсем тӑватпӑр, хамӑра пурнӑҫра кирлӗ информаципе усӑ куратпӑр», — тенӗ саламра.

 

Чӑвашлӑх
sosh40-gcheb.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
sosh40-gcheb.edu21.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи 40-мӗш вӑтам шкулта «Чӑваш чӑрӑшӗ» ятпа Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртнӗ.

Унти шкулта ӗҫлекен Александр Степанов учитель халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлка илемлӗ пулнӑ. Уява капӑрланса пынӑ ачасем чӑвашла сӑвӑсем каланӑ, юрласа та ташласа савӑннӑ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта кӗмӗл волонтёрсем валли ёлка ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенни — Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр.

Хастар ватӑсене социаллӑ учрежденири «Палан» хор тата коллективӑн солисчӗсем Зинаида Никифорова, Галина Осипенко тата Вячеслав Судаков хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Центра ташлама ҫӳрекенсем те уява кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Эльвира Зеленкова ятлӑ хастар ватӑ «Жизнь» сӑвва вуласа панӑ май юрӑ-кӗвӗ, хавас кӑмӑл тӗрлӗ йывӑрлӑха ҫӗнме пулӑшнине палӑртса кӑтартнӑ.

 

Раҫҫейре

Кӑҫалхи юлашки эрне пуҫланчӗ. Хальхинче эпир 6 кун ӗҫлӗпӗр. Кайран каникул пуҫланӗ – 11 куна тӑсӑлӗ.

Шӑматкун кӗске ӗҫ кунӗ пулмӗ. Раштавӑн 29-мӗшӗнче канма пуҫлӑпӑр та кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче ӗҫе тухӑпӑр. Кайран икӗ кун ӗҫлӗпӗр те каллех икӗ кун канӑпӑр.

2025 ҫулта вӑрӑма тӑсӑлакан канмалли кунсем пулӗҫ: ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-15-мӗшӗсенче, чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче.

 

Персона
t.me/alenaelizarova каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/alenaelizarova каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче пурӑнакан ачана министр гитара парнеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Ӗмӗтри ёлка» акци ҫӗршывӗпех иртет. Унта усламҫӑсем, тӳре-шара, ырӑ кӑмӑллӑ ытти ҫын хутшӑнать.

Чӑваш Енӗг ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова

Шупашкарти Кондратьевсен ҫемйинчи ачана савӑнтарнӑ. 12 ҫулти Дарья музыкант пулма ӗмӗтленет иккен. Вӑл гитара пирки ӗмӗтленнӗ, министр ӑна ҫак музыка инструментне туянса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/alenaelizarova/2383
 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пуҫарса янӑ «Ҫӗнӗ ҫула кашни киле» уяв акцийӗ малалла пырать.

Асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗсем пӑхса тӑракан пенсионерсемпе сусӑрсене ҫулталӑкри чи асамлӑ уяв умӗн Хӗл Мучипе Юрпике саламласа ҫӳреҫҫӗ.

«Пирӗн социаллӑ ӗҫченсен саламӗ ватӑҫемпе сусӑрсене хавхалантарасса шанатпӑр», – теҫҫӗ центр ӗҫченӗсем.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Муркаш округӗнчи Шурча ялӗнче пурӑнакан Хозлеевсем ҫур ӗмӗр каялла пӗрлешнӗ. Вӗсем ылтӑн туя туя паллӑ тунӑ.

Аркадий Афанасьевичпа Вера Пантелеймоновна пурнӑҫне тӑван тӑрӑха халалланӑ, колхозра ӗҫленӗ. Вӗсем «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫнӗ.

Хозлеевсем икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ виҫӗ мӑнукӗн ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12351
 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, ... 179
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ сирӗн унччен ӗҫленин кӑтартӑвӗсемпе савӑнма вӑхӑт ҫитнӗ. Юлашки уйӑхсенче тӗллев патне талпӑннӑ тӑк халӗ кӑтарту курӑнӗ, Анчах эрне пуҫламӑшӗнче таврарисене сӑнӑр — тен, такам хӑй те пӗлмесӗр сирӗн ӗҫе чарса пырать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче вӑя тӑкакламалла: спорт пулӑшӗ.

Утӑ, 06

1897
129
Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1939
87
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1996
30
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2005
21
Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ