Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫулсерен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене тата «вӑрҫӑ ачисене» Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн тӳлев параҫҫӗ. Кӑҫал та ӑна пама палӑртнӑ. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 120 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем, ача чухне концлагерьте тата геттӑра пулнисем, фронтовиксен тӑлӑх арӑмӗсем 10-шар пи тенке тивӗҫӗҫ. Тыл ӗҫченӗсене тата «вӑрҫӑ ачи» статуса тивӗҫнисене 3-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Сӑмах май, республикӑра 35 вӑрҫӑ сусӑрӗ тата ветеранӗ, Ленинград блокадине тӳснӗ 21 ҫын, ача чухне концлагерьте пулнӑ 27 ҫын пурӑнать. Вӑрҫӑ вӗтеранӗсен тӑлӑх арӑмӗ – 633 ҫын. 180 ҫыннӑн – тыл ӗҫченӗн статусӗ. «Вӑрҫӑ ачи» статуса вара 36 пине яхӑн ҫын илнӗ.
