Шупашкарта Республика кунӗнче пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫав кун Чӑваш Ене Раҫҫейри 34 регионти чӑвашсем килсе ҫитнӗ.
Ав Анатолий тата Николай Архипкинсем — Пенза облаҫӗнчен. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, унта 7000 чӑваш пурӑнать. Вӗсем те наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ Шупашкара яланах хаваспа килеҫҫӗ.
Анатолий Архипкин каланӑ тӑрӑх, килте вӗсем вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Чӑваш Ене килсен вара вырӑссемпе те чӑвашла пуплеҫҫӗ.
Чӑваш Ен тулашӗнче пурӑнса наци йӑли-йӗркине сыхласа хӑварма ҫӑмӑл мар. Хакас Республикинчен килнӗ хӑнасем вара чӑваш халӑх йӑлине ӳсекен ӑрӑва парса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Хакас Республикинчен килнӗ Любовь Николаева каланӑ тӑрӑх, вӗсен ялӗнче чӑваш музейне, чӑваш центрне уҫнӑ. Ҫапла вӗсем ҫамрӑксене илӗртме, чӑваш культурине сыхласа хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.
Акатуйра концерт иртнӗ. Чӑваш драма театрӗн сцени ҫинче чӑваш ушкӑнӗсем юрланӑ. Наци музейӗ патӗнче вӑй виҫнӗ, Анне монуменчӗ патӗнче вара этноял пулнӑ. Унта наци апатне тутанма, алӗҫӗсене курма май пулнӑ.
Акатуйра мӗнпур хӑна вӑйӑ картине тӑрса ҫаврӑннӑ.
Республика кунӗнче фейерверксен фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та салютсем тӳпене икӗ кун ялкӑштарчӗҫ. Анчах ӗнер, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, салют палӑртнӑ вӑхӑтран 15 минут маларах пуҫланнӑран чылайӑшӗн унта кая юлса ҫитнӗ-мӗн. Халӑх, паллах, кӑмӑлсӑрланнӑ…
Кӑҫал фестивальте камсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫни паллӑ ӗнтӗ. Унта пӗтӗмпе Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи 5 команда хутшӑннӑ. Шупашкара Сергив Посадри «Пиро-Росс», Болгарири «Энигма фойерверк», Беларуҫри «Кальвин», Мускаври «ГлавСпецСалют» килсе ҫитнӗ. Шупашкар чысне «Пироснаб-Поволжье» хӳтӗленӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне жюри куракансен сасӑлавне те шута илнӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев фейерверксен фестивалӗн Гран-прине «Пироснаб-Поволжье» командӑна тыттарнӑ.
Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗ «Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен» девизпа иртнӗ. Анчах шоу маларах пуҫланнӑ.
Шупашкарта «Сӑваплӑ Александр Невский» Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль пуҫласа иртнӗ.
Шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Александр Невский кнеҫ ҫуралнӑранпа 800 ҫул ҫитнине 2021 ҫулта уявласси пирки Хушу кӑларнӑччӗ. Руҫе ертсе пынӑ ҫак ҫын Нева тата Чудь кӳлли ҫинчи ҫапӑҫусенче ҫитӗнӳ кӳнӗ. Ӑна пултаруллӑ полк ертӳҫи, ӑслӑ политик тата дипломат тесе хаклаҫҫӗ.
Вырӑс кнеҫне халалланӑ Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль программине Президент хушӑвне пурнӑҫланӑ май хатӗрленӗ иккен. Унӑн авторӗ тата пурнӑҫа кӗртекенӗ — «Невский» продюсер центрӗ тата «Сӑваплӑ Александр Невский» фонд.
Фестиваль ӗнер республикӑн тӗп хулинче уҫӑлнӑ. Паянах Шупашкарта «АТТАКА» культ ушкӑнӗ, «Если» ушкӑнӑн хард-рок солисчӗ Стас Бертенев хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. «Ангел Руҫӗн сасси» халӑх премийӗн лауреачӗ Владимир Нелюбин та унта хутшӑннӑ.
Паянпа ыран Шупашкарта тата Канаш районӗнче Республика кунне халалланӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкарти заливра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех йӗркелекен пиротехника шоувӗ. Ӑна кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл паянпа ыран пулӗ. Фестиваль хальхи шучӗпе — саккӑрмӗш.
Паянхи те, ыранхи те 22 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Иккӗшне те Чӑваш наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен www.cap.ru официаллӑ порталӗ те ӑна тӳрех пӑхма май туса парӗ.
Пиротехника шоувне хамӑр тата ют ҫӗршывсенчи 5 ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен хушшинче хуласенчи уявсене кӑна мар, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ тата Сочире иртнӗ Олимп вӑййи ячӗпе салют кӑтартнисем те пур иккен.
Шупашкарти фестивале хутшӑнакансем кӑҫалхи тӗп теми — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни.
Паян, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, ҫитес ҫул хӑш кунсенче канни паллӑ пулнӑ. «Раҫҫей хаҫачӗн» сайтӗнче правительство 2016 ҫулта хӑш кунсене канмалли кун йышӑнни пирки хыпар тухнӑ. Ҫитес ҫул пӗтӗмпе уявсенче 29 кун канӑпӑр.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн 10 кун канӑпӑр — кӑрлачӑн 1-10-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Кӑрлачӑн 2-3-мӗшӗсем шӑматкунпа вырсарникун пулнӑ май вӗсене ҫу уйӑхӗн 3-мӗшне тата пушӑн 7-мӗшне куҫараҫҫӗ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче 3 кун кантараҫҫӗ — 21-23-мӗшӗсенче. Анчах нарӑсан 20-мӗшӗнче шӑматкун ӗҫлемелле. Кӗске ӗҫ кунӗ шутланӗ.
Пушӑн 8-мӗшӗнче 4 кун, 5-8-мӗшӗсенче ӗҫе тухмӑпӑр. Ҫуркунне Ӗҫлӗх уявӗнче тӑватӑ канмалли кун пулӗ. Акан 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кантараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 7-9-мӗшӗсенче канӑпӑр.
Раҫҫей кунӗнче каллех 3 кун ӗҫлемелле мар — ҫӗртмен 11-13-мӗшӗсенче канӑпӑр. Чӳк уйӑхӗнче каллех 3 кун ӗҫе тухмастпӑр. Ун чухне 4-6-мӗшӗсенче кантараҫҫӗ.
Аса илтерер, Чӑваш Республикинче ҫавӑн пекех ҫӗртмен 24-мӗшӗ канмалли кун шутланать. Ыранхи кун, ҫӗртмен 24-мӗшне лекнӗрен, та канмалли шутланать.
Паян Шупашкарта Пӗтӗм чӑвашсен культурӑпа экономика форумӗ иртмелле. Ӑна Республика кунне халаллаҫҫӗ. Форума Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнӑ.
Мероприятие регионсенчен тата ют ҫӗршывсенчен килнӗ чӑваш наципе культура автономийӗсен ертӳҫисемпе тата хастарӗсене тата xaмӑp тӑрӑхри ӗҫлӗ ҫынсене кӗтеҫҫӗ. Ӗҫлӗ тӗлпулу 17 сехетре Шупашкар хула администрацийӗнче пуҫланать.
Форум тӗллевӗ пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби ҫапларах ӑнлантарнӑ: «xaмӑp республикӑна экономика, наука тата культура тӗлӗшӗнчен лайӑхрах аталантарас, ҫӗpшывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ӗҫлӗ чӑвашсемпе тачӑ ҫыхӑнса, пӗp-пӗрне пулӑшса ӗҫлес тӗллевпе ирттереҫҫӗ». Кунсӑр пуҫне «ку ҫыхӑну Чӑваш наци конгресӗн шайне ӳстерме, хамӑрӑн культурӑпа йӑла-йӗркене анлӑрах аталантарма» май пapасса шанаҫҫӗ.
Шупашкарта пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ.
Уява Чӑваш наци конгресӗ пуҫарнипе йӗркеленӗ. Кӑҫал унта Беларуҫри «Хамӑр ял» фольклор ансамблӗ, Мускав чӑвашӗсен «Атӑл» хорӗ, Тутарстанри Пӑва районӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Уяв» фольклор ушкӑнӗ, Пушкӑртстанри Кармаскалӑ районӗнчи Суук-Чишма культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шевле» халӑх ансамблӗ, Самар облаҫӗнчи Исаклӑ районӗнчи Пысӑк Микушка ялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫӑлкуҫ» халӑх фольклор ансамблӗ, Сарӑту облаҫӗнчи Калмантай культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пилеш» фольклор ансамблӗ, Иркутск облаҫӗнчи ачасен пӗрремӗш фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисем, «Туслӑх хӗлхемӗ» ушкӑн, Ӗренпур облаҫӗнчи Абдулино районӗнчи Артемьевск салинчи «Лейся, песня» халӑх фольклор ансамблӗ, Пенза облаҫӗнчи халӑх юррисен «Шӑпчӑксем» ансамблӗ, Чулхула облаҫӗнчи Вӑратин районӗнчи Лысогорскри «Илем» фольклор ушкӑнӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш юррин «Савӑнӑҫ» халӑх ансамблӗ, Хакас Республикинчи Усть-Абакан районӗнчи «Палан» чӑваш ушкӑнӗ хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ.
Иртнӗ шӑматкун Чӗмпӗрте чӑваш наци уявӗ Акатуй иртнӗ. Унта Тутарстанри, Чӑваш Енри, Пушкӑрт Республикинчи, Самар, Сарӑту, Ӗренпур облаҫӗсенчи 30 ытла ушкӑн хутшӑннӑ. Паллах, Чӗмпӗр хулинчи тата облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те пулнӑ.
Уяв икӗ лапамра иртнӗ: «Ҫӗнтерӳ» паркра тата хула ипподромӗнче. Акатуй ипподромӑн тӗп сцени ҫинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Унта Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпернаттӑрӗ Сергей Морозов хутшӑннӑ. Вӑл пурне те ҫураки вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ май Чӗмпӗр облаҫӗнчи кашни вуннӑмӗш ҫын чӑваш пулнине палӑртнӑ.
Официаллӑ пай вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем концерт пуҫланӑ. Акатуйра Чӑваш Ен те пулнӑ. Чӗмпӗр сцени ҫинче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнчи «Ямаш» фольклор ансамблӗ юрласа чӗмпӗрсене савӑнтарнӑ.
Сӑнсем (17)
Республика кунне уявланӑ май Канаш районӗнче «Уй-хир кунӗ» иртет. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприятие республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви йӗркелет.
Республикӑри курав-кӑтартӑва ҫӗршывӑн 7 регионӗнчен килсе ҫитмелле. Вӗсен хушшинче ял хуҫалӑх техникине, вӑрлӑх туса илекенсем, ӳсентӑрана хӳтӗлемелли хатӗр, минераллӑ кӑларакансем хутшӑнмалла. Курава ҫӗнӗ йышши 100 ытла ял хуҫалӑх техники илсе пымалла.
Ял хуҫалӑхӗнчи ҫӗнӗ йышши таварпа район пуҫлӑхӗсене, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсене, фермерсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене чӗннӗ.
«Уй-хир кунӗ» вӑхӑтӗнче утӑ ҫулакансен конкурсне тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту ирттерме палӑртса хунӑ.
Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫул» паркра ачасен Акатуйӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Пӗччӗккисем те ҫураки вӗҫленнине уявласа савӑннӑ.
Акатуя шкул ҫумӗнчи уйлӑхсене ҫӳрекен 700 яхӑн ача хутшӑннӑ. Вӗсемпе конкурссем ирттернӗ, вӑйӑ выляттарнӑ. Фестиваль Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ.
«Чӑваш юрри тата ташши» номинацире «Веселые нотки» ансамбль 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Лайӑх ташланӑшӑн 35-мӗш шкулти Артем Семенова, Арина Семеновӑна 2-мӗш вырӑн панӑ. 14-мӗш шкулти «Асамат» ушкӑн 3-мӗш пулнӑ.
К.Ивановӑн поэминчи сыпӑка вуланӑшӑн Екатерина Петрушкина 1-мӗш вырӑна тухнӑ. 2-мӗш вырӑнта Галина Васильева пулнӑ, 3-мӗшӗнче — Павел Николаев.
Ҫавӑн пекех арҫын ачасем вӗрен туртмалла тупӑшнӑ. Унта ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртса чысланӑ.
Кӑҫал Акатуйра интерактивлӑ 4 лапам ӗҫленӗ: «Тискер кайӑк», «Ҫӗрӗ», «Йокс», «В лычки». Куравсем те ӗҫленӗ: «Ялти йӑла-йӗрке театрӗ» тата «Пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |