ЧНК ҫурчӗн аялти хутӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» кафере «Сӑвар» фонд ирттерекен Сурхури уявӗ пулчӗ. Вӑл кашни ҫул кӑрлач уйӑхӗнче чӑвашсем паллӑ тӑвакан Сурхури уявӗ вӑхӑтӗнче иртет. Яланхи пекех кафен пысӑках мар банкет пӳлӗмӗнче халӑх йышлӑн пухӑнчӗ.
Сурхури уявне «Сӑвар» фонд ертӳҫи Тимӗр Тяпкин пуҫларӗ. Йӑли-йӗркине вара Виталий Станьял ӑсчах-таврапӗлӳҫӗ тытса пычӗ. Уявӑн сунӑм сӑмахӗсене каланӑ май вӑл ҫавра ҫӑкӑр касса пухӑннисене валеҫсе пама ыйтрӗ. Сурхури ҫакрине пурте тутанса пӑхрӗҫ. Ҫавӑн пекех сӑра куркине те пуҫласа ӗҫсе пачӗ.
Уяв кӗрекинче Виталий Станьял, Праски Витти тата Муркаш ҫӗрӗнчи икӗ паллӑ таврапӗлӳҫӗ ларчӗҫ — Мартыновпа Морозов. Сурхури уявне кӑҫал ентешлӗх пуҫлӑхӗсем те килчӗҫ. Вӗсен ячӗпе Юрий Зорин тухса калаҫрӗ, ҫулталӑк хушшинче ентешлӗхсем тӑрӑшнипе мӗнле ӗҫсем туни пирки каласа пачӗ. Мускаври чӑвашсен пӑлхар обществин ертӳҫи Владимир Болгарский тухса сӑмах каларӗ ҫеҫ мар, Праски Виттин пӗр картинине туянса ватӑ ӳнерҫе пулӑшу кӳчӗ.
Пухӑннисем Сурхури ячӗпе тутлӑ шӳрпе ҫирӗҫ, Николай Фомиряков тӗрлӗ инструментсеме кӗвӗ каланине итлесе савӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫула кӗрсенех, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, православи тӗнне ӗненекенсем Христос Ҫуралнине уявлаҫҫӗ. Ҫак куна халалласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗн культура ҫуртӗнче Раштав Уявне ирттерчӗҫ.
Хӑнасене культура ҫурчӗн фойинче чӑрӑш лӑссисемпе, теттесемпе илемлетнӗ экспозици — Таса Мария Хӗрпе сӑпкари тин ҫуралнӑ Христос кӗтсе илчӗҫ.
Уява Пучинке шкулӗн вӗренекенӗсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем, кукамӑшӗсем, асламӑшӗсем килнӗ. Пухӑннисене культура ҫурчӗн ертӳҫи Роза Ильинична Клементьева Раштав уявӗ ячӗпе чун-чӗререн ӑшшӑн саламларӗ, сцена ҫине Уява йӗркелеме пулӑшнӑ хастарсене чӗнчӗ. Чи малтан салам сӑмахне Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Георгиевич Федоров илчӗ. Вӑл Христос Ҫуралнӑ кун — ҫулталӑкри чи илемлӗ те ҫутӑ кунсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. Раштав уявӗ мӗн авалтан ҫынсене ҫутӑ туйӑмсем, шанчӑк, ӗненӳ парса тӑрать. Уяв ячӗпе пӗтӗм ял-йыша телей, ӑнӑҫусем, ырлӑхпа юрату сунчӗ. Ун хыҫҫӑн Пучинкере Ҫветтуй Троица тата Богоявлени турӑшӗн часавайне тӑвассипе ӗҫлекен попечительсен канашӗн председателӗ Николай Васильевич Осипов ял-йыша уяв ячӗпе саламларӗ.
Раштав уявӗнче Атӑл хӗрринче, Шупашкарта, пӑтӑрмах пулнӑ. 39 ҫулти арҫын, «моржсен» клубне ҫӳрекенскер, шывра чӑмпӑлтатма килнӗ.
Анчах арҫын чӑмнӑ та каялла ишсе тухайман. Кун хыҫҫӑн ҫӑлавҫӑсем шырав ирттернӗ. Паян 10 сехет ҫурӑра арҫыннӑн виллине шывран кӑларнӑ. Унӑн кӗлетки ҫинче суран йӗрӗ палӑрман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын шыва чӑмнӑ та каялла ишсе тухмашкӑн вакка тупайман. Ҫавӑнпа вӑл шывпа чыхӑнса вилнӗ.
Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртмашкӑн судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоз лаптӑкӗнчи Тури Ачак ялӗнче XIX ӗмӗрти ӗлӗкхи хресчен хуҫалӑхне сӑнлакан уҫӑ музей пур. Ӗлӗк Ҫӗнӗ Ҫула хресченсем еплерех кӗтсе илнӗ, мӗнле вӑйӑсем вылянӑ? Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче иртнӗ «Ӗлӗкхи хресченсен вӑйӑ-кулли» уява 500 ытла ҫын пуҫтарӑннӑ.
Хӑнасем хушшинче ЧР Министерсен Кабинечӗн ҫумӗ Алла Салаева, культура министрӗн ҫумӗ Иван Иванов, Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Альбина Егорова тата ыттисем пулчӗҫ. Чи малтанах вӗсем «Ленинская искра» колхоза чылай ҫул хушши ертсе пынӑ, ҫак музея уҫнӑ Аркадий Павлович Айдакӑн палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ.
Хӑнасем уява тӗрлӗ ҫӗртен пуҫтарӑннӑ. Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Муркаш, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсенчен, ҫавӑн пекех Тури Ачакри Хӗл Мучи уявӗнче савӑнма Питӗртен, Тутарстанран, Марий Элтен, Киров облаҫӗнчен тата ытти вырӑнтан та ҫитнӗ.
Хӗл Мучипе пӗрле пухӑннисене «Виръял» тата «Ладушки» ансамбльсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра паян Шупашкар районӗн Елки иртрӗ. Влаҫрисем ӑна «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панӑ.
Уяв Вӑрманкас-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче иртнӗрен ҫак тӑрӑхра вырнаҫнӑ кашни ял тенӗ пекех (мӗншӗн тесен хӑшӗ-пӗрин картишӗ пуш-пушахччӗ, юрпа витӗннӗскер выртатчӗ) хӑйсен картишне Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе тата Сурхурипе капӑрлатма ӗлкӗрнӗччӗ. Ку ӗҫе вӗсем сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑр темиҫе кун хушши тунӑ. Кашни ял тӑрӑхӗ унсӑр пуҫне хӑй тӑрӑхӗнчи техӗмлӗ апатпа хатӗрлеме тӑрӑшрӗ. Уява пынӑ кашни хӑна тенӗ пекех вӗсен техӗмлӗ апатне тутанма пултарчӗ, вӗри чейпе картишре пӗҫернӗ тӗрлӗ апат сивӗ ҫанталӑкра шӑннӑ ҫынсене ӑшӑнма май пачӗ.
«Этнозима» уява ирттерекенсем вырӑсла хатӗрленӗ — ертсе пырассине те, юрӑ-кӗвӗпе илемлетессине те. Чӑвашла юрӑ-ташӑ та пурччӗ, анчах вӗсем уявра тӗп вырӑнта пулмарӗҫ.
Тӳре-шарасенчен уява Министрсен Кабинечӗн Председатель ҫумӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ Андрей Николаев тата район администрацийӗн ертӳҫи Георгий Егоров ҫитнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫулленех йышлӑ ҫемьери тата йывӑр пурнӑҫпа пурӑнакан ачасене Ҫӗнӗ Ҫул уявӗпе савӑнтараҫҫӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов пулӑшать. Кӑҫал та районти ачасем Хӗрлӗ Чутая уява пуҫтарӑнчӗҫ.
Малтанах вӗсене Пукане театрӗн артисчӗсем спектакльпе савӑнтарчӗҫ. Пухӑннисене 2016 ҫулпа Чӑвашпотребсоюз председателӗ Валерий Павлов саламларӗ, вӗсене вӗренӳре, спортра ӑнӑҫусем сунчӗ. Хӗрлӗ Чутай администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров ачасен ашшӗ-амӑшне пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе малалла талпӑнма ырлӑх-сывлӑх сунчӗ. Унтан ачасем чӑрӑш тавра юрласа-ташласа савӑнчӗҫ. Хӗл Мучипе Юрпике, Фунтик, Беладонна тата ытти юмах сӑнарӗсем уява илемлетрӗҫ.
Паллах, кашниех Хӗл Мучи парнине илме тивӗҫлӗ пулчӗ.
Сӑнсем (37)
Чӑваш Енре пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттернӗ чухне эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури уявӗсенче те ҫак йӗркене пӑхӑнӗҫ.
Ку — ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, массӑллӑ мероприятисен, ярмӑрккӑсен вӑхӑтӗнче эрех-сӑра сутма юрамасть.
Ҫӗнӗ ҫулта, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 17 сехетрен пуҫласа карлачӑн 1-мӗшӗнчи ирхи 8 сехетчен, алкоголь шӗвекӗ сутма юрамӗ. Ку — массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ вырӑнта кӑна. Ҫакӑ Шупашкарта Ярославль, Ленинград, Карл Маркс, К.Иванов, К.Ефремов, Воробьев композиторсен урамӗсенче, Ехрем купса бульварӗнче, Президент бульварӗнче, Юханшыв порчӗн лапамӗнче Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫнӑ суту-илӳ предприятийӗсене пырса тивет.
Ҫавӑн пекех Сурхури уявӗнче, карлачӑн 6-мӗшӗнче 17 сехетрен пуҫласа тепӗр кунхи ирхи 8 сехетчен эрех-сӑра сутма чарӗҫ.
Шупашкарта Юрпикене суйланӑ. Кӑҫал «Юрпике — 2016» коронӑна кам тивӗҫнӗ-ха?
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче финал кастингӗ иртнӗ. Унта 15 пике хутшӑннӑ. Чи маттурри вара Шупашкарти 54-мӗш шкулта ӑс пухакан Анастасия Васильева пулнӑ. Вӑл жюрие сӑнарӗпе кӑна мар, тумӗпе те килӗшнӗ.
Пӗлтӗр Юрпике ятне тивӗҫнӗ Наталья Изотова ӑна коронӑна панӑ. Анастасия гитара енӗпе музыка шкулне пӗтернӗ. Вӑл вокалпа кӑсӑкланать. Настя сноубордпа та кӑсӑкланать.
«Юппике» ята тивӗҫнӗ Анастасия Васильева хулара иртекен мероприятисенче Юрпике пулӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен курма май пулӗ.
Шупашкарти чӑрӑш Раҫҫейри чи хаклисен списокне кӗни пирки пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова хак пирки ӑнлантарса панӑ. Унччен «Рен-тв» телеканалпа Шупашкарти чӑрӑш ҫинчен сюжет та тухнӑ пулнӑ.
— Лапамра юлашки ҫулсенче лартнӑ ёлка юрӑхсӑра тухнӑ, каркасӗ деформациленнӗ. 2006 ҫулта ӑна «Комманаллӑ технологисем» хулана парне пек туянса панӑ. Пӗлтӗр ҫынсем: «Ёлка ӳкмест-и?» - тесе те ыйтнӑ, — тенӗ Людмила Маркова.
Ҫапла кӑҫал ҫӗнӗ ёлка туянма палӑртнӑ. Вӑл 6,6 миллион тенке кайса ларнӑ. Анчах тата хаклӑрах пулайнӑ вӑл. Ӑна туяннӑ чухне 900 пин тенкӗ перекетлеме те май килнӗ-мӗн.
Ёлка укҫин 60 проценчӗ — хыснаран, 40 проценчӗ — ытти ҫӑлкуҫран. Сюжет ӳкернӗ журналистсем ҫӗнӗ ёлкӑна 9 ҫуллӑха илнӗ. Хитре ёлкӑпа кӳршӗ регионсенчи кӑна мар, Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗнчи туристсене те илӗртесшӗн.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ачасем Хӗл мучи патне ҫыру шӑрҫалаҫҫӗ, ӗмӗчӗсем пирки пӗлтереҫҫӗ. Авӑ Ҫӗмӗрлери интернат шкулта пурӑнакансен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.
Ҫак кунсенче вӗсем парнесем илнӗ. Хӗл мучирен ыйтнисене. Ӗмӗчӗсене пурнӑҫланма вара Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем пурнӑҫлама пулӑшнӑ.
Ачасем Хӗл мучи патне ҫыру ҫырнӑ. Акӑ халӗ Хӗл мучи вӗсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫланӑ. Андрей Федоров юлашки кунчченех иккӗленнӗ: Хӗл мучи унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлайӗ-и? Ӑна ҫырнӑ футболка кирлӗ пулнӑ. Интернатри чи пӗчӗк хӗрача вара магнит хӑми пирки ӗмӗтленнӗ.
Интернатра – 80 ача. Кашнинех ӗмӗчӗ тӗрлӗрен. Списокра кролик валли читлӗх ыйтакан та пулнӑ. Ҫапах пурин те ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |