Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: уявсем

Ҫул-йӗр

Раҫҫей кунӗ тӗлӗнче ҫынсем виҫӗ кун канаҫҫӗ. Ҫавна май инҫе ҫула кайса килес текенсем те йышланма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланӑ курӑнать «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗ» акционерсен уҫӑ обществи.

Паянтан пуҫласа компани Мускавран тӗрлӗ хулана хушма пуйӑссем ярать. 87 рейса 60 пуйӑс хушнӑ. Ҫав шутра Шупашкара та пӑхса хӑварнӑ. Хушма пуйӑссене паянтан пуҫласа ҫӗртмен 16-мӗшӗ таран кӗртӗҫ.

Хушма пуйӑссене Мускавран Санкт-Петербурга, Пскова, Льгова, Курска, Белгорода, Новозыбкова, Брянска, Хусана, Йошкар-Олана, Тольяттине, Саранска, Ижевска, Вологдӑна, Тамбова, Самарӑна, Пензӑна, Чӗмпӗре, Сартӑва, Волгограда тата ытти хӑш-пӗр хулана яраҫҫӗ. Унтан каялла Мускава таврӑннӑ чух та пуйӑс шучӗ ытларах пулӗ, апла тӑк ытларах пассажир вырнаҫайӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче Акатуй иртнӗ. Халӑх «Урмарская» обществӑра ҫураки вӗҫленнине паллӑ тунӑ. Кайӑк-кӗшӗк фабрикин ӗҫченӗсем ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ.

Малтанах пурне те Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин саламланӑ. Вӑл ҫынсене малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме ӑнӑҫу суннӑ.

Районӑн социаллӑ экономика пурнӑҫне тӳпе хывнӑшӑн, чунпа парӑнса ӗҫленӗшӗн, общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн кайӑк-кӗшӗк фабрикин директорне Николай Петрова район администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ.

Фабрикӑра кайӑк-кӗшӗке пӑхакан Николай Иванова та пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшӑн Вӑрмар район администрацийӗн Хисеп хутне панӑ.

Уяв малалла концертпа тӑсӑлнӑ. Кивӗ вӑрмарсене ҫураки вӗҫленнӗ ятпа саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем ҫитнӗ.

Сӑнсем (25)

 

Республикӑра

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 70-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче Сапантуя паллӑ тунӑ. Унта ҫӗр ӗҫченӗсене саламламашкӑн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов та ҫитнӗ.

Тутар Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Нагим Хасянов ентешӗсене ҫураки вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ.

Уяв Коранри аятсене вуланинчен пуҫланнӑ. Унтан ял тӑрӑхӗнчи чи маттур та хастар ҫынсене Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысланӑ.

Уява малалла Тутарстан Республикинчи паллӑ артистсем тӑснӑ. Вӗсемпе танах вырӑнти пултаруллӑ ҫынсем те ташланӑ-юрланӑ.

Чи вӑйлисем спорт ӑмартӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Ҫав кун Тутар Сӑкӑт ялӗ хаваслӑхпа тулса кӗрленӗ. Пурте лайӑх тыр-пул пуласса шанса савӑннӑ.

Сӑнсем (78)

 

Республикӑра

Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Элӗк районӗнче Акатуй иртнӗ. Элӗксене ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ ятпа саламламашкӑн тӗрлӗ тӳре-шара ҫитнӗ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ҫуракине пӗтӗмлетнӗ. Малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме ӑнӑҫусем суннӑ.

«Раҫҫейри ял хуҫалӑх центрӗнче» ӗҫлекен Людмила Андреевӑна, «Новый путь» ЯХПКн тӗп бухгалтерне Алевтина Егоровӑна тата механизаторне Станислав Филиппова, Ульянов ячӗллӗ ЯХПК механизаторне Константин Порфирьева, район администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн пуҫлӑхне Анатолий Прохорова РФ Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. «Новый путь» ЯХПКн водительне Валерий Васильева, машинист трактористне Николай Кузьмина, монтаж ӗҫӗсен мастерне Виталий Орлова, тӗп экономистне Светлана Андреевӑна ведомствӑн тав хучӗпе чысланӑ.

Маттуррисене чысланӑ хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Унтах алӗҫ куравӗсем ӗҫленӗ. Уявра пурте чӑваш наци апатне тутанма пултарнӑ.

Спорт лапамӗнче волейбол, бокс, шахмат, кире пуканне йӑтас енӗпе ӑмӑртусем иртнӗ.

Сӑнсем (98)

 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗнче ӗнер ҫӑлкуҫ уявӗ йӗркеленӗ. Унта Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ те хутшӑннӑ.

Комитет пайташӗ Раиса Сарпи поэт асӑннӑ ял хӗрарӑмӗ Римма Михайлова ыйтнипе Тапанарти Чашлама ятлӑ ҫӑлкуҫа мухтаса сӑвӑ ҫырнӑ. Тапса тӑракан ҫӑлкуҫ йӗри-тавра Михайловсен ҫемйи тӑрӑшнипе ытарайми илем-юмах тӗнчи туса хунӑ. Тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра усӑ курса кайӑк-кӗшӗк, чӗрчунсен кӗлеткисене тата ыттине те ӑсталанӑ иккен. Юнашар пӗчӗк ҫеҫ часавай лартнӑ.

Хӑнасем хушшинче «Чӑваш хӗрарӑмӗн» хастарӗсем Нина Петрова, Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Елена Хӗвелпи, Евдокия Андреева, Людмила Кинер, Нина Димитриева пулнӑ.

Конгресс хастарӗсем ял ҫыннисене хӑйсен сӑввисемпе паллаштарнӑ, юрӑсем юрланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/393.html
 

Ял пурнӑҫӗ

Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш юнкунӗнче «Юнкун пуххи» ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал та мӑншетмӗсем ҫӗртмен 3-мӗшӗнче ярмӑрккӑна пухӑннӑ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Шестакова, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Петр Павлова, Аркадий Лебедева К.Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сӑнарсем Сетнерпе Нарспи ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн «Алран кайми аки-сухи» юрра, Раҫҫей, Чӑваш Ен тата Красноармейски районӗн гимнӗсене янӑраттарнӑ.

Сцена ҫинчен юрӑ-ташӑ кайман. Мӑн Шетмӗ клубӗ ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ», Йӗпрем ялӗнчи «Чамыш», Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пултарулӑх ушкӑнӗ, Красноармейски районӗнчи Пикшик ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ юрласа-ташласа халӑха савӑнтарнӑ.

Ӗҫре палӑрнисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков тата Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Полина Николаева грамотӑсемпе чысланӑ.

Сӑнсем (49)

 

Чӑваш чӗлхи

Мускавра Чӑваш чӗлхи кунӗсене ирттернӗ. Ӑна Иван Яковлев ҫуралнӑранпа — 167 ҫул, Константин Иванов ҫуралнӑранпа — 125 ҫул, Илпек Микулайӗ кун ҫути курнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Мускаври чӑвашсем Ваганьковӑри масара пухӑннӑ. Унта — Иван Яковлевӑн вилтӑпри. Митинга Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков уҫнӑ.

Митинга хутшӑннисем Иван Яковлевӑн юнашар пытарнӑ тӑванӗсен ятне ҫырнӑ стела тума шутланӑ. Мероприяти вӗҫленсен Патриархӑн вилтӑпри ҫине чечексем хунӑ.

Унтан пурте Мускаври национальноҫсен ҫуртне кайнӑ. Унта чӑваш композиторӗсене халалланӑ каҫ иртнӗ. Куракансем ЧР халӑх артисчӗ Валерий Иванов, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки Елена Соловьева, Мускаври «Атӑл» чӑваш халӑх хорӗ шӑрантарнӑ юрӑсене киленсе итленӗ.

Уяв каҫӗнче социологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Ким Шилин «Живой университет Г.Н.Волкова» кӗнекепе паллаштарнӑ.

Сӑнсем (39)

 

Культура

Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун умӗн Чӑваш кӗнеке издательствинче чи пӗчӗккисем валли кӗнекесем тухнӑ.

Чӑвашла кун ҫути курнӑ «Савӑк вӑхӑт» кӗнекене Николай Ытарай сӑввисем тӑрӑх хывнӑ юрӑсем кӗне. Кӗвве Илья Степанов композитор хывнӑ. Савӑк юрӑсем кӑмӑла хӑпартаҫҫӗ, вӗсемпе уявсенче те усӑ курма пулать. Тӗрӗссипе, кӗнеке аслисемшӗн те, ачасемшӗн те интереслӗ. Ӑна И.Е.Калентьева ӳкерсе илемлетнӗ.

Раиса Воробьеван «Чарусӑр ҫӗрҫисем» кӗнеке вырӑсла та, чӑвашла та кун ҫути курнӑ. Унта вулакансем сӑвӑсенчи сӑнарсемпе, арҫын ачасемпе тата хӗрачасемпе паллашаҫҫӗ. Кӗнекене А.В.Семенова ӳнерҫӗ илемлетнӗ.

Ачасем валли хатӗрленӗ икӗ кӗнеке те 1000 экземплярпа тухнӑ.

 

Хулара Мария Соловьева тунӑ сӑн
Мария Соловьева тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Тӗкӗрҫ ращи» культурӑпа кану центрӗнче мини-зоокӗтес уҫӑлнӑ. Унта ятарлӑ вольерсем лартнӑ, тӑватӑ пакша илсе килнӗ.

Зоокӗтес паян, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.

Ку — ҫӗнӗ шупашкарсемшӗн пысӑк савӑнӑҫ. Вольерсене хӑш чӗрчуна вырнаҫтарассине нумай шутланӑ. Кайран пакша яма шут тытнӑ. Ку — Ҫӗнӗ Шупашкар палли. Малашне унта чӗрчунсем хутшӑнасса пӗлтерет тӳре-шара.

Уява килнӗ ачасем питӗ савӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри пакшана вӑрттӑн та ачашлама пултарнӑ. Анчах малашне вӗсене тыттарма, ачашлаттарма чарӗҫ. Ку — чӗрчунсен тата ҫынсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн. Хӗлле вольерсене хӑтлӑлатӗҫ, ӑшӑрах тӑвӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/1214
 

Чӑвашлӑх

Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мурманск облаҫӗнчи таврапӗлӳ музейӗнче К.Ивановӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ конференци ирттернӗ. Ӑна «Чӑваш ен» чӑваш культурипе обществи йӗркеленӗ. Унта Североморск, Мончегорск тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем те ҫитнӗ.

Мероприятие «Чӑваш ен» чӑваш культурипе обществин председателӗ уҫнӑ. Вӑл общество организацийӗ мӗнле ӗҫленине каласа кӑтартнӑ, хастаррисене — Александрпа Ирина Федоровсене, Петрпа Ольга Клементьевсене, Роза Мокшинана, Дина Агеевана, Сергей Осипова — хисеп грамотисемпе чысланӑ.

Роза Мокшина Константин Ивановӑн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ кӗске пулнӑ пулсан та сехечӗ-сехечӗпе калаҫма пулать. Дина Агеева унӑн вилӗмсӗр «Нарспи» поэми пирки калаҫнӑ.

Конференци вӗҫленсен пурте халӑх юррине шӑрантарма, такмак калама, ташлама пухӑннӑ. Ҫапла Мурманск чӑвашӗсем пӗр-пӗринпе паллашнӑ кӑна мар, малашнехи плансене те сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/389.html
 

Страницӑсем: 1 ... 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, [112], 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, ... 157
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ака, 30

1909
115
Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ.
1914
110
Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1929
95
Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ