Чӑвашла открыткӑсем кӑҫал сахал мар кун ҫути курчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ ку ӗҫе ҫак иртсе пыракан ҫулта пуҫарнӑччӗ — ҫулталӑк хушшинче эпир 6 тӗрлине кӑларма пултартӑмӑр. Ҫав шутра — Ҫӗнӗ ҫулпа саламламаллине те.
Хальхинче вара ҫак ӗҫе тепӗр ушкӑн — Мускаври «AVANклуб» калаҫу клубӗ хутшӑнчӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа тата Раштавпа саламламалли открыткӑсем туса кӑларчӗ. Тӗрлисене хатӗрленӗ: пӗчӗккине те, виҫҫӗлле хуҫланаканнине те, пысӑккине те. Вӗсене пурне те «СУМ» лавкка урлӑ туянма пулать. Хакӗсем: 30, 35 тата 40 тенкӗ. Открыткӑсене пурне те чӑвашла хатӗрленӗ, хуҫланаканнисенче чӑвашла салам сӑввисене вырнаҫтарнӑ.
Сӑмах май, «СУМ» электрон лавккара чӑвашла открыткӑсен йышӗ 18-тан та иртрӗ ӗнтӗ. Кунта эпир кӑларнисене те, «Ноу-хау» тунисене те, «Раҫҫей почти» хатӗрленисене те тупма пулать.
Мускаври чӑвашсем хастарлӑхпа вӗҫӗмех палӑраҫҫӗ. Хальхинче унти маттурсем литература каҫӗ ирттерме шут тытнӑ. Вӑл паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, иртӗ. Ӑна чӑваш ҫыравҫисене халалланине пӗлтернӗ «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи «Мускаври чӑвашсем» ушкӑнра.
Мероприяти кӗҫех пуҫланмалла. Ӑна 11 сехетре уҫмалла. Литература каҫне Мускаври Нацисен ҫуртӗнче пухӑнаҫҫӗ. Нацисен ҫурчӗ, сӑмах май, ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Ҫӗнӗ Басман урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Уявӑн ятарлӑ хӑнисем Елена Соловьева юрӑҫ тата Мускаври чӑвашсен «Атӑл» хорӗ пуласса хыпарлаҫҫӗ.
Литература каҫне каяс текенсен «Красные ворота» метрора тухмалла. Унта кӑмӑл пур ҫынна кирек кама та кӗртессине пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн администрацийӗ Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе корпоратив ирттермӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи влаҫ органӗсенче Юрий Васильев «Правда ПФО» интернет-кӑларӑма пӗлтернӗ. «Раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑччӗ, анчах пӑрахӑҫларӑмӑр. Кун пек тусан лайӑхрах пулать тесе шухӑшларӑмӑр», — тенӗ Элтепер Администрацийӗнчи тӳре-шара.
Ҫапах та Юрий Васильев корпоратив ирттернӗ чух ытти ҫул та хысна шучӗпе ӗҫсе-ҫисе савӑнманнине пӗлтернӗ. ЧР Элтепер Администрацийӗнче пысӑк вырӑн йышӑнакан ҫав тӳре-шара Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе йӗркелекен бала пыракансен билета хӑйсен кӗсйинчен тӳлеме тивнине ӗнентернӗ. Пӗр билет хакӗ 5 пин тенкӗ таран ларнине каланӑ вӑл. Кӑҫал, ав, уяв туса ларас темен.
Ыран, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тӗп чӑрӑша уҫӗҫ. Ун чухнех уяв бульварӗ те ӗҫлеме тытӑнӗ. Кӳлмекре Хӗл мучи резиденцийӗ ӗҫлеме пуҫлӗ.
Ҫапла, Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать! Уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем пуҫланӗҫ. Анчах… Ытти ҫулсенчи пек хулара пӑр кӳлепесем ҫук. Вӗсене ӑсталаса ӗлкӗрӗҫ-и — калама ҫук. Ара, ҫанталӑк май памасть-ҫке-ха.
Ҫанталӑк хӗллехи пек тӑнӑ пулсан ку таранччен кӳлмекре пӑр тӑвайкки пулмаллаччӗ. «Ҫеҫпӗл» Ҫӗнӗ ҫул академийӗ патӗнче ҫуналлӑ пӑлан тумаллаччӗ. Анчах пӑр ҫук.
Ҫанталӑк парсан, тен, кӑҫал хӗлле пӑланпа тӑвайкки пулӗҫ-ха.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр шкулта 5-мӗш класра ӑс пухакан Валерия Федоровӑна Кремльте иртекен Елкӑна чӗннӗ. 11 ҫулти хӗрача унта раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче кайӗ.
Ачасем хӑйсене Президент елкинче юмахри пекех туйӗҫ, киле парнесемпе таврӑнӗҫ. Уява ҫулталӑк тӑршшӗпе хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнӑ, спортпа туслӑ пулнӑ, вӗренӳре ҫитӗнӳсем тунӑ шӑпӑрлансене чӗнеҫҫӗ. Валерия та ку енӗпе палӑрса унта кайма тивӗҫ пулнӑ.
Валерия ирӗклӗ кӗрешӳпе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ. Вӑл тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Валерия ташлама тата юрлама юратать. Вӑл ача пахчинче воспитатель пулма ӗмӗтленет.
Станьял ялӗнче Хӗл Мучин резиденцине туса лартнӑ. Чӑвашла каласан, пӳртне темелле пуль-ха. Икӗ хутлӑскере районти культура ӗҫченӗсем капӑрлатнӑ.
«Чӑваш Енре кан» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче унта «Шупашкар районӗнчи этнохӗл» уяв иртмелле. Шупашкар районӗнчи клубсен централизациленӗ тытӑмӗнче программа кӑсӑк пулассине пӗлтереҫҫӗ. Такам кӑмӑлне те ҫӗклеме пултаракан аниматорсем хаваслантарӗҫ. Ҫунашкапа ярӑнма май килӗ. Наци кухнин апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ.
Станьялти Хӗл Мучи ҫуртне чӑвашла капӑрлатнӑ. Унти Хӗл Мучипе Юрпике те чӑвашла тумланнӑ. Вӗсемпе, сӑмах май, чӑваш телевиденийӗ те кӑсӑкланнӑ. Нумаях пулмасть тележурналистсем сюжет ӳкерсе кайнӑ.
Сӑнсем (20)
Чӑваш халӑх сайчӗ черетлӗ открытка кӑларчӗ, хальхинче ӑна эпир ҫитсе пыракан Ҫӗнӗ Ҫул уявне халалларӑмӑр.
Малтанхи открыткӑсен виҫи А6 форматлӑ пулсан кӑна эпир тӗнче стандарчӗпе — 11х22 см виҫепе — кӑлартӑмӑр. Шалта Ҫӗнӗ ҫулта саламламалли сӑвӑ йӗркисем те пур. Унӑн авторӗ — Владимир Андреев, сӑвӑ сӑмахӗсене Геннадий Дегтярёв редакцилесе парса.
Открыткӑна «СУМ» лавккара туянма пулать. Унан хакӗ — 30 тенкӗ. Ыттисем пекех кун открыткӑна йӑлт чӑвашла хатӗрленӗ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫал открыткӑсем сахал мар кӑларчӗ. Чи малтанхине эпир Тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе халӑх патне ҫитертӗмӗр. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ, Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе те пичетленӗччӗ. Унсӑр пуҫне уйрӑммӑн «Саламлатпӑр!» ятли те кун ҫути курнӑччӗ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫлани пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи Республика лапамӗнче 25 метр ҫӳллӗш пулать. Ҫӗнӗ чӑрӑша чӑваш орнаменчӗпе капӑрлатасшӑн тесе хула тӳре-шари пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ лапамра вара тухья евӗр конструкцисем вырӑн тупассине те эпир асӑннӑччӗ.
Халӗ Шупашкарти тӗп чӑрӑша вырнаҫтарса пӗтернӗ. 25 метр ҫӳллӗ елка ҫинче тӑван халӑхӑмӑрӑн элеменчӗсем те вырӑн тупнӑ. Вӗсем — 60 сантиметртан пуҫласа 140 сантиметр таран диаметрлӑ ҫуталакан ҫӑлтарсем, 60 штук вырнаҫтарнӑ. Вӗсем хӗвеле, килӗшӳпе ҫураҫӑва палӑртаҫҫӗ.
Чӑрӑша раштавӑн 19-мӗшӗнче ҫутатма тытӑнӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ елкӑна ҫутиччен савӑнӑҫлӑ лару-тӑрӑвах йӗркелеме палӑртать.
Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗнӗ шупашкарсене концертпа савӑнтарнӑ.
Ҫав кунта унта «Юри килтӗм юрлама» ятпа чӑваш халӑх юррисен концерчӗ иртнӗ. Ун пирки йӑлана кӗнӗ концерт тесе пӗлтереҫҫӗ.
Урай Макаҫри халӑх юррисен «Сарнар» ансамблӗ хутшӑннӑ уява пырса ҫитнӗ ушкӑнсем «Кӗр сӑри» уяв кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне чӑвашсен тумтирне кӑтартнӑ вӗсем.
«Сарнар» ансамбль чӑваш композиторӗсен юррисене шӑрантарнӑ, шӳтлӗ сценӑсем лартнӑ.
Концертра пулнисем хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсен сцена ҫинчи пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне чӑвашсен юрри-ташшине, йӑли-йӗркине ӑшшӑн йышӑннине, кашни номер хыҫҫӑн тенӗ пекех тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнине пӗлтереҫҫӗ.
Японин Раҫҫейри Посольствинчи официаллӑ йышӑну вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева тав туни пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗнсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Японин Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Тикахито Харада йыхравланипе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Японин Императорӗ ҫуралнӑ кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ. Тикахито Харада яппун тата Раҫҫей халӑхӗ туслӑ пурӑннине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Япони Императорӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума йыхравлани ҫав тери пысӑк пархатар пулнине каланӑ. «Эпир Чӑваш Ен илӗртӳллӗ чаплӑ республика пулнине курса ӗнентӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра бизнесӑн ытти енӗсене сирӗн патра аталантарма тӗллев лартнӑ», — тесе каланӑ Хироси Тадзима.
Сӑнсем (12)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |