Шупашкар хулин кунӗнче юлашки ҫулта «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») пилот ушкӑнӗ халӑха савӑнтарать. Хальхинче вара ҫуралнӑ кун тӗлне тепӗр парне хатӗрленӗ.
Ҫурлан 13-мӗшӗнче Шупашкарта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлӗ. Вӑл «Стрижи» (чӑв. «Вӗршӗн») ятлӑ пулӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре «Стрижи» пилот ушкӑнӗ те хутшӑнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсемпе пӗрле хӗрлӗ хӑйӑва касӗҫ.
Ҫак кун урӑх объектсене те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Алькеш поселокӗнче Раҫҫей почтин ҫӗнӗ уйрӑмӗ алӑкӗсене уҫӗ. Сосновкӑра вара авариллӗ ҫуртри ҫемьесем ҫӗнӗ хваттер уҫҫисене тивӗҫӗҫ. 4-мӗш лицей вара ҫӗнӗ стадионлӑ пулӗ.
«Шупашкар: 500 ҫул» парка «Юратакансен пусми» илемлетӗ. Юханшыв портӗнче вара карапсем тунӑ Алексей Крылов академик палӑкӗ пулӗ.
Уяв яланхи пекех хускану тунинчен пуҫланӗ. Унтан ытти фестивальсем старт илӗҫ. Спорт енчен те пуян иртӗ уяв. «Звери» ушкӑн юрланӑ хыҫҫӑн уяв 22 сехетре салютпа вӗҫленӗ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкас ялӗнче ӗнер «Паттӑрлӑх кунӗ» уяв иртнӗ. Ун пирки Шупашкар район администрацийӗ «йӑлана кӗнӗ уяв» тесе палӑртать.
«Паттӑрсен кунне» пухӑннисем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ тутар-монголсене ҫӗнтернине халалласа пухӑннӑ. Йышра Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, художниксем, Тутарстанри, Пушкӑртстанри чӑваш диаспорин элчисем пулнӑ. Вӑрманкасри Фолькор ҫурчӗн «Парне» ушкӑнӗ уява йӗркелекенсене парне туса панӑ — юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Ку уяв пирки Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче, сӑмах май, кӑшт урӑхларах пӗлтернӗ. Унта «Чӳк» уявӗ иртни пирки каланӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулӗсенчен вара ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ уява Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров скульптор ертсе пынӑ. Шупашкар район сайтӗнче асӑннисемсӗр пуҫне Владимир Агеев художник, «Сӑвар» чӑваш культурин фончӗн ертӳҫи Владимир Тяпкин, Николай Фомиряков, Юрий Дядюков, Анатолий Павлов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Caкӑp ҫул каялла ҫaв вырӑнта Федор Мадуров ӑсталаса вырнаҫтарнӑ Юпа умӗнче кӑвайт чӗртнӗ.
Ыран строительсем професси уявне палӑртӗҫ. Ҫак ятпа вӗсене республика шайӗнче ӗнерех саламларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Унта республикӑри тӳре-шара — Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакантан пуҫласа министрпа депутатсем таранах хутшӑннӑ.
Унта строительство отраслӗн аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Мероприятие тӑлӑхсем, ҫамрӑк ҫемьесем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем те хутшӑннӑ. Вӗсем уяв епле иртнине залра кӑна сӑнаса ларман — сцена ҫине тухсах калаҫнӑ. Яна Владимирова тата Наталья Бурашникова тӑлӑхсем, нумай ачаллӑ Полоскунсен ҫемйи, Селезневсем ҫамрӑк ҫемйи тӳре-шарана, ҫав шутра правительствӑна, мухтаса хитре сӑмах каланӑ. «Мӑшӑрпа эпир патшалӑх пулӑшнине кура ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхатпӑр», — тенӗ, сӑмахран, Селезневсен ҫемйинчи кил хуҫи.
Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ пысӑк уявра савӑннӑ. Малтанах ял тӑрӑхӗн «Тӑват юман» ятла гимнне шӑрантарнӑ. Ӑна пурте тӑрса юрланӑ.
Ял ҫыннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А.Н.Поляков саламланӑ. Унтан ыттисем тухса калаҫнӑ. Ҫав шутра — Карӑклӑ шкул директорӗ те.
Уява Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнне чӗннӗ. Вӗсем карӑклӑсене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Аксарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.В.Семенов ахаль килмен, вӑл стенаран ҫакмалли сехет парнеленӗ.
Ачасен те савӑнӑҫ ҫитнӗ. Вӗсем батут ҫинче сикнӗ. Аслисем сӗтел хушшинче шӳрпепе сӑйланнӑ. Хашӗ-пӗри волейболла вылянӑ.
Уяв малалла ташӑ каҫӗпе тӑсӑлнӑ. Карӑклӑсене саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Карӑклӑсем ҫӗрлечченех уявра савӑннӑ. Тавралӑха каҫхи сӗм ҫапсан тӳпере салют ялкӑшнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи икӗ ял уява пухӑннӑ. Ясная Поляна тата Хурама Тӑвар ялӗсем пысӑках мар. Пӗрремӗшӗнче 19 кил кӑна, тепринче — 60 яхӑн.
Ясная Поляна ҫыннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов саламланӑ. Николай Иванович район тата ял тӑрӑхӗсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, унтан тӗллевсене палӑртнӑ.
Вӗсен уявӗ ҫавра сӗтелпе вӗҫленнӗ. Унта кашниех вӗри шӳрпе, пулӑ шӳрпи, тутлӑ ытти ҫимӗҫе тутанма пултарнӑ. Вӗсем пӗрле ҫырларан тата курӑкран вӗретнӗ чей ӗҫнӗ.
Хурама Тӑварта ял кунне ҫӗнӗрен 2001 ҫултанпа уявлама тытӑннӑ. Унта та халӑх чунтан савӑннӑ, тутлӑ апатпа сӑйланнӑ.
Сӑнсем (24)
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ялӗнче те пысӑк уяв иртнӗ. Унти халӑх та ял уявне паллӑ тунӑ. Кӑҫалхипе вӗсем ӑна ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Чи малтанах сцена ҫине ялти сумлӑ ватӑсене кӑларнӑ. Вӗсем чӑвашсен йӑлине пӑхӑнса «Асран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнӑ. Унтан хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, килте вӗретнӗ сӑрапа сӑйланӑ.
Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Кудряшов, ЧР салтак амӑшӗсен комитечӗн председателӗ Лариса Егорова тата депутатсем ентешӗсене ҫак уявпа саламласа нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Уява Элӗк районӗнчи Тушкасси ялӗнчи «Ҫутӑ ӗмӗт» эстрада ушкӑнӗ килнӗ. Атӑлъялӗнчи «Ҫамрӑк хунавсем» те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Самай пӗрӗхекен ҫумӑр кипечкассисене хӑратман. Уявра хуран яшкипе сӑйланнӑ вӗсем, тулли сӗтел хушшине ларса савӑннӑ.
Сӑнсем (7)
«Ял кунне паллӑ тӑватпӑр, анчах хӑрушсӑрлӑх пирки манмастпӑр!» ҫакӑн пек ятпа иртнӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗн уявӗ. Ҫав кун тӳрех темиҫе мероприяти иртнӗ унта: мини-футболла вылянӑ, районти пушар тӗрӗслевӗн аслӑ лейтенанчӗ Геннадий Димитриев халӑхпа профилактика тӗлпулӑвӗ ирттернӗ.
Официаллӑ пай вӗҫленсен МЧС офицерӗ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал районта 27 пушар тухнӑ. Унта 1 ҫын вилнӗ. Геннадий Димитриев ытларах чухне инкек пирус туртнине пула тухнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа ҫынсене тимлӗрех пулма ыйтнӑ.
Унтан «Ҫулӑм» ансамбль халӑха юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ. Чӑваш наци шӳрпине нумайӑшӗ юратса ҫинӗ. Ҫав кунах юнашарти ялта, Красноармейски районӗнчи Пшонкӑра, уяв иртнӗ. «Ҫулӑм» вӗсене те юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Вӑрмар районӗнчи Чӗкету ялӗ пысӑках мар. Унта ҫын та сахал пурӑнать. Хӗл каҫакансен йышне вара шутлама пӗр алӑри пӳрне те ҫитет. Анчах чӗкетусем ял уявне ҫулсерен паллӑ тӑваҫҫӗ. Ун чухне халӑх нумай пухӑнать.
Кӑҫал вӗсем ҫурлан 1-мӗшӗнче уява пухӑннӑ. Уяв лапамне илемлетнӗ, сӗтел вырнаҫтарнӑ. Уява кунта ҫуралнӑ Наталья Владимирова уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ.
Чӗкетусене Кӗлкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Борцов саламланӑ. Вӑл чи хастаррисене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Юрий Иванов чӗкетусене водоканал ятӗнчен 5 пин тенкӗлӗх сертификат парнеленӗ.
Уява чӑваш эстрада артисчӗсем те килсе ҫитнӗ. Вӗсем хаваслӑ юррисемпе савӑнтарнӑ.
Ҫав кун ҫумӑр ҫунӑ пулсан та уяв хаваслӑ иртнӗ, ҫынсем килӗсене саланма васкаман.
Сӑнсем (28)
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗ уявне паллӑ тунӑ. Халӑх чи илемлӗ вырӑна, пӗве хӗррине, пухӑннӑ.
Мероприятие Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Н.Павлов уҫнӑ. Вӑл уявпа саламланӑ май маттур ҫынсене грамотӑсемпе, тав хучӗсемпе чысланӑ. Мӑнтокшиксене саламлама район администрацийӗнчен те килнӗ.
Ял старости Г.Никитин ӗҫ-хӗл пирки каласа кӑтартнӑ. Яткассинче пурӑнакан Егор Васильев хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе паллаштарнӑ.
Сӗтел ҫине халӑх ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль, шӳрпе лартнӑ. Уявра чи хӑтлӑ ҫурт хуҫисене, ӑмӑртусенче мала тухнисене, ветерансене тата ыттисене чысланӑ.
Мӑн Токшике ҫынсене саламлама чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те килнӗ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. К.Антоновӑн ҫекӗлпе ҫыхнӑ ӗҫӗсем чылайӑшне илӗртнӗ.
Сӑнсем (22)
Ҫӗмӗрле районӗнче те ял кунӗсене паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Утӑн 24-мӗшӗнче Мулкачкасси ҫыннисем уява пухӑннӑ. Вӗсем уяв лапамне илемлетнӗ, кӗвӗ янӑраттарнӑ.
Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Николаев ентешӗсене нумай ырӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов Евгения Отнюковӑна, Мария Игнатьевана район аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Никитина та нумай ҫул пӗрле пурӑнакан Александрпа Людмила Козловсене, Петрпа Алевтина Андрюшкинсене саламланӑ.
Унтан пултарулӑх ушкӑнӗсем концертпа савӑнтарнӑ. Ҫынсем пӗр-пӗрне уявпа саламласа чун каниччен савӑннӑ.
Сӑнсем (24)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |