Тунтикун, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан тӗп шкулӗнче Вячеслав Еремеев кубокӗшӗн тупӑшрӗҫ — волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.
Чи малтанах турнира килнӗ спортсменсене Васан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Ильин саламланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл районта ҫамрӑксене спорта явӑҫтарас тӗлӗшпе сахал мар ӗҫ туни пирки каланӑ. Тӗслӗх пек ҫак волейбол ӑмӑртӑвне илсе панӑ.
Шкул спортзалне пурӗ виҫӗ команда тухнӑ — Васан ушкӑнӗ, Чӑваш Республикин министерствисен тӳре-шарисем тата Каҫал тӑрӑхӗнчи Урмаел тутар ялӗнчи ушкӑн. Пӗрремӗш вырӑна васансем йышӑннӑ, иккӗмӗшӗсем министерство ӗҫченӗсем пулнӑ, виҫҫӗмӗшсем — урмаелсем. Вӗсене кашнине хисеп хучӗсемпе тата парнесемпе тивӗҫтерчӗҫ.
Вячеслав Еремеев турнирӗ — кашни ҫул иртекен район шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвӗ. Вячеслав Еремеев вара вырӑнти усламҫӑ, ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ.
Сӑнсем (14)
Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӗве — утӑрья!» акци старт илнӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.
Акципе килӗшӳллӗн «1945» номер ҫине шӑнкӑравласа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи кӗвӗсенчен пӗрине карас телефонӗн шӑнкӑравӗ ҫине лартма пулать: «Темная ночь», «Прощание славянки», «Катюша», «Синий платочек». Шӑнкӑрав тӳлевсӗр.
Ҫак номерпех шӑнкӑравласа «Этот День Победы» сериала итлеме, 70 ҫул каялла фронтра мӗн пулса иртнине пӗлме май пур. Ҫавӑн пекех «Ҫӗнтерӗве — утӑрья!» акци эмблемине тӗнче тетелӗнчен уҫламашкӑн каҫӑ илме пулать.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӗве — утӑрья!» акци пулӑшнипе Ҫӗнтерӳ историйӗпе тӗплӗнрех паллашма май пур. Ку акци пӗрремӗш хут 2010 ҫулта иртнӗ. Унта 20,9 миллион ҫын хутшӑннӑ.
Акци пирки may9.ru сайтра тӗплӗнрех пӗлме пулать. Унта «МТС», «Билайн», «Мегафон», «Теле 2» ҫыхӑну операторӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Чӑвашсем Ҫӑварнине ӗлӗкех уявланӑ. Йӑлана халӗ те тытса пыма тӑрӑшаҫҫӗ, ялсенче пӗрле пухӑнса хӗле ӑсатаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен каҫару ыйтаҫҫӗ, катемпи тавра ташлаҫҫӗ-юрлаҫҫӗ, вӑйӑсем выляҫҫӗ.
Вӑрнар районӗнчи Ҫавалкасра Ҫӑварние ҫулленех ирттереҫҫӗ. Ӑна уявласси ҫирӗпленсех пырать. Кӑҫал та ял-йыш пӗрле пухӑннӑ, пӗрле савӑннӑ. Ялти организацисен ҫыннисем командӑна пухӑнса ӑмӑртусенче тупӑшнӑ.
Ҫӑварние апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе тухнӑ, алӗҫӗсен конкурсне ирттернӗ, такмаксем юрланӑ. Карл Маркс ячӗллӗ кооператив ӗҫченӗсен команди пуринчен те маттур пулса пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен хушшинче чӑваш тумӗ тӑхӑннисем те курӑнкаланӑ.
Уява ертсе пынӑ Юлия Михайлова кӑҫал тыр-пул ӑнса пултӑр тесе ЯХПК ертӳҫине Валерий Шумилова алӑпа ӑсталанӑ «ҫӑкӑр вӑчӑрине» ҫакнӑ. Уяв яланхи пекех катемпие ҫунтарнипе вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (21)
Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Толиккасси ялӗнче (Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗ) Ҫӑварни иртрӗ. Ку уява ялӗпех пуҫтарӑнчӗҫ. Ача-пӑча тӑвайккинчен ҫунашкасемпе ярӑнса савӑнчӗ, ҫамрӑксемпе ватӑсем юрӑ юрларӗҫ, ташларӗҫ.
Хӗле ӑсатса ҫуркуннене йыхӑрса сценка та хатӗрленӗ. Клуб заведующийӗ Михайлова Р.А. тӑрӑшнипе тӗрлӗ вӑйӑ, ӑмӑрту иртрӗ уявра. Икӗ урам тупӑшса канат та туртрӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе чысларӗҫ. Чи тутли вара ҫак уявра — Ҫӑварни икерчи. Ӑна кашни килтенех илсе тухнӑ та, сӑйларӗҫ пӗр-пӗрне ял ҫыннисем.
Юлашкинчен хӗл катемпине чӗртсе ячӗҫ, кӑвайт урлӑ сике-сике каҫрӗҫ, ҫуркуннене чӗнсе юрӑ шӑрантарчӗҫ. Ҫынсем ӑшӑ кунсем ҫывхарнипе савӑнчӗҫ, кулчӗҫ, вылярӗҫ.
Толиккассисем Роза Анатольевнӑна ҫакӑн пек уяв туса панӑшӑн тав сӑмахӗсем каларӗҫ, пӗрле пухӑнма май пулнишӗн питӗ хӗпӗртерӗҫ.
Нарӑсӑн 22-мӗшӗнче Красноярск крайӗнчи Чӑваш наци культура автономийӗ чӑваш уявне – Улаха – пухӑннӑ. Малтанах ҫак уява «Юманлӑх» чӑваш фольклор ансамблӗ йӗркелеме шухӑшланӑ. Халӑх тетелӗнче мероприяти пирки пӗлтерсен ытти районтан та ҫитнӗ.
Улах лармаран пуҫланнӑ. Халӑх ахаль те хыттӑн алӑ ҫупнӑ, «Юманлӑх» чӑваш юррисене шӑрантарма тытӑнсан вара ура ҫине тӑрса пӗрле юрланӑ.
Уяв концерта ҫаврӑннӑ. «Ҫеҫпӗл» вокал ансамблӗ сцена ҫине тухсан халӑх ташша яра панӑ.
Виҫӗ сехет пӗр минут пек иртсе кайнӑ, анчах ҫынсем килӗсене саланма васкаман. Ансамбльсен пӗрлешетрнӗ хорӗ тата пухӑннӑ халӑх «Эй, тӑвансем, тӑвансем» юрра шӑрантарнӑ. Унтан Красноярск крайӗнчи ЧНКн президенчӗ Геннадий Храмов 2015 ҫулти плансемпе паллаштарнӑ. Вӑл акан 25-мӗшӗнче пурне те Чӑваш чӗлхин кунне уявлама чӗннӗ. Чӑваш эстрада артисчӗсем те ҫав кун килмелле.
Акатуя вӗсем ҫӗртме уйӑхӗнче паллӑ тума палӑртнӑ. Мероприяти вӗҫленсен «Юманлӑх» пурне те чей ӗҫме чӗннӗ. Артистсем икерчӗ пӗҫернӗ, чӑваш наци ҫимӗҫне хатӗрленӗ. Сӗтел ҫинче сӑра та пулнӑ. Чӑваш юррисем сӗтел хушшинче те шӑпланман.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, П.Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Хӗрарӑмсен канашӗ пуҫарнипе тата Шупашкар хула администрацийӗ пулӑшнипе «Чи лайӑх атте» хула конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал ҫак ята илессишӗн 9 арҫын тупӑшнӑ.
Ашшӗсем ҫемье архивӗнчи кадрсемпе паллаштарса «Эпӗ пурӑнакан тӗнче» темӑпа килӗшӳллӗн роликсем кӑтартнӑ. Финалра вара яланхи пекех «Эпир пӗрле, эпир юнашар» темӑпа килӗшӳллӗн пултарулӑх конкурсӗсем иртнӗ. Унта кашниех хӑйне чи лайӑх енчен кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Антон Бельский хӑй ҫырнӑ сӑвӑсемпе тата юрӑсемпе тӗлӗнтернӗ. Алексей Семенов ҫемьери пӗр куна кӑтартнӑ. Эдуард Порфирьев ҫемье чӑмӑртаннӑ историпе паллаштарнӑ. Сергей Михайлов ывӑлӗсене патриотлӑх туйӑмне вӗрентни пирки каласа кӑтартнӑ. Степановсен вара Ҫӑварнине уявласси йӑлана кӗнӗ-мӗн.
Кӑҫал конкурсра «Чи лайӑх атте» номинацире «Элара» савучӗн станоксен операторӗ, виҫӗ ывӑл ашшӗ Серей Михайлов ҫӗнтернӗ.
Паян сутлӑха Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе тепӗр чӑвашла открытка хатӗрлесе кӑлартӑмӑр! Ку уяв хӑш кун уявланине пӗлменнисем ҫук пулӗ те, ҫавах та асаилтерер — вӑл пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килет.
Открытка хакӗ ыттисем пекех — 20 тенкӗ. Ӑна А5 калӑпӑшпа хатӗрленӗ, хуҫлатсан А6 пулса тӑрать.
Аса илтеретпӗр, унччен эпир ҫывхарса килекен Тӑван чӗлхе кунӗ (нарӑс, 21) тата Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ (нарӑс, 23) ячӗпе чӑвашла открыткӑсем хатӗрлесе кӑлартӑмӑр. Вӗсене пурне те «СУМ» лавккара туянма пулать. Ҫавӑн пекех малалла укҫа конверчӗ тата Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе тепӗр открытка кӑларма шутлатпӑр.
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Пашьел ялӗ культура ҫуртне уява пухӑннӑ. Культура ҫурчӗн тата вулавӑш ӗҫченӗсем «Манӑн ял — манӑн савӑнӑҫ» концерт тата алӗҫӗсен куравне хатӗрленӗ.
Литература тата К.Иванов ҫулталӑкӗсене уҫнӑ май мероприяти пуҫламӑшӗнче сӑвӑсем вуланӑ.
Пӑлапуҫ Пашьел ҫыннисене ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Никитин, Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов, Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Олег Мешков саламланӑ.
Чӑван наци конгресӗн вице-президенчӗ Валерий Клементьев Светлана Никитинӑна тата Вера Козловӑна чӑваш йӑли-йӗркипе культурине сыхласа хӑварас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн хисеп грамотипе чысланӑ.
Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Алексей Емельянов чи нумай пурӑнакан ҫынна тата ялти чи кӗҫӗн ачана парнесем кӳнӗ. Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ тата «Матрешки» ташӑ ансамблӗ пухӑннӑ халӑх умне юрӑ-ташӑпа тухнӑ.
Сцена ҫине Валерий Клементьев, чӑваш эстрада артисчӗсем те тухса юрланӑ.
Сӑнсем (34)
Халӑх ыйтнипе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак кунсенче чӑвашла открыткӑсем кӑларчӗ. Чӑн та лавккасенчи сентресем йӑлтах вырӑслисемпе кӑна тулса ларнӑ — хӑйсен тӗсӗсемпе 100 яхӑн тӗрлӗ открытка илӗртет. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашлисем пачах та ҫук. Ку ҫитменлӗхе пӗтерес тесе ҫулталӑк тӑршшӗпех уявсем ячӗпе открыткӑсем кӑларма палӑртатпӑр.
Чи малтанах эпир Тӑван чӗлхе кунне халалланине кӑларас терӗмӗр. Ӑна нарӑсӑн 21-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра ҫак уяв питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатпӑр — чылай ҫемьере хӑйсен ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ.
Иккӗмӗш черете Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне халалланине тӑратрӑмӑр — вӑл та ҫак кунсенче пичетрен тухрӗ. Ӑна эпир чӑвашла тата вырӑсла хатӗрлерӗмӗр. Открыткӑсене, иккӗшне те, «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ пысӑк мар — 20 тенкӗ кӑна. Нумай тиражпа кӑлармарӑмӑр — кашнине 100 штук кӑна.
Ҫитес вӑхӑтра «Саламлатӑп» ятпа укҫа конвертне тата Хӗрарӑмсен кунне халалланӑ открытка кӑларма планлатпӑр. Вӗсем ҫак эрнерех пичетленсе тухасса шанатпӑр.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче Литература ҫулталӑкне уҫнӑ ятпа район центрӗнче вырнаҫнӑ Культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.
Уява килнисем ӑна тӗплӗ хатӗрленине курчӗҫ. Ак, сӑмахран, хӑнасене те фойере «Нарспи» поэмӑри сӑнарсем кӗтсе илчӗҫ. Кунтах район центрӗнчи вулавӑш ӗҫченӗсем йӗркеленӗ тӗрлӗ куравсем: «Вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене вула», «2015 ҫулхи юбиляр писательсем», «2015 ҫулти юбиляр кӗнекесем», «Чӑваш ҫыравҫисем- юбилярсем», «Вырӑнти талантсем» тата ыттисем те. Кунтах Константин Ивановӑн вилӗмсӗр хайлавӗсем. Иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкасен айккинчи стенасем ҫине паллӑ ҫыравҫӑсемпе сӑвӑҫсен илемлӗ сӑнӗсене вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти поэтсемпе ҫыравҫӑсем вара — Зоя Сывлӑмпи, Светлана Яруткина, Галина Зотова, Лев Медведев, Александр Трофимов, Оксана Коракова — хӑйсен кӗнекисен куравӗсене йӗркеленӗ. Вӗсен кӗнекисемпе хӑнасем интересленех паллашрӗҫ.
Литература ҫулталӑкне уҫма чӑваш халӑх ҫыравҫи, Чӑваш Республикин ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Юхма Мишши килсе ҫитнӗ, вӑл пухӑннисене хӑйӗн сумлӑ хайлавӗсен пуххипе паллаштарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |