Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.0 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Мускавра «Кӗр сӑри» иртнӗ

Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Паллашу 45-50 ҫулсенчи арҫынпа паллашатӑп. Аслӑ пӗлӳллӗ, вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп.
Сутатӑп Алӑпа тунӑ ҫӗнӗ ача сӑпки сутатӑп.
You can also read this news in English
Софья Савнеш 09.11.2015 09:54 | 853 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Мускаври «Хӗрлӗ октябрь» культура ҫуртӗнче чӑвашсен наци уявӗ «Кӗр сӑри» иртнӗ. Ӑна Мускаври чӑвашсен наци культурин автономийӗ Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелехӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.

Леонид Волков пухӑннисене иртсе кайнӑ уявсемпе саламланӑ, Мускавра иртнӗ чӑваш кросне хутшӑнакансене тав тунӑ. Хастар ентешсене Леонид Волков Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

«Кӗр сӑрине» уявламашкӑн культура ҫуртне 500 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсем унта концертпа киленнӗ, чӑвашсен тутлӑ апатне тутаннӑ. Мускаври чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Мускавра чӑваш ентешлӗхӗ наципе ҫыхӑннӑ чылай мероприяти ирттернӗ. Ҫав шутра — Акатуй та.

«Кӗр сӑри» уявӗнче чӑваш юррисем вӗҫӗ-хӗррисӗр янӑранӑ. Леонид Волков Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май Мускавра чӑваш литературин каҫне йӗркелеме палӑртнине каланӑ. Ӑна Илпек Микулайӗ, Куҫма Турхан, Хӗветер Уяр ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Уява Мускаври нацисен ҫуртӗнче раштав уйӑхӗнче ирттерӗҫ.

#Кӗр сӑри, #уявсем, #чӑвашлӑх, #Мускав, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org