Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери Ҫӗр кунне уявлани пирки, ахӑртнех, нумайӑшӗ аса илмест. Анчах ку пӗлтӗрӗшлӗ уяв шутланать. Пирӗн планетӑра ӳсентӑран, чӗрчунсем, кайӑксем, ҫынсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Этемӗн тӗп тивӗҫӗ — ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упрасси. Ачасене те тӑван ҫӗре юратма пӗчӗкренех вӗрентмелле.
Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине ҫӳрекенсемпе воспитательсем вара Ҫӗр кунӗ пирки манман. Вӗсем ӑна хӑйне евӗр уявланӑ та.
Уяв тӗлне ача пахчин ӗҫченӗсем «Вӑрман кӳренни пирки» спектакль хатӗрленӗ. Ачасем юмахри сӑнарсемпе вӑрман лекнӗ. Лука асатте вӗсене вӑрманта хӑйсене мӗнлерех тытмаллине аса илтернӗ. Гришка каскӑн вара тӑван ҫутҫанталӑка упрамаллине ӑнланса илнӗ.
Ачасем юмаха пӑхса ларнӑ кӑна мар, унта хутшӑннӑ та. Пӗчӗкскерсене ҫутҫанталӑк ҫӑлавҫи пулма килӗшнӗ. Чи пӗчӗккисем те ҫутҫанталӑка, юмахри сӑнарсене юратнине палӑртнӑ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Шупашкарти троллейбуссенче салам хучӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫак транспортра ҫак эрне хушшинче ҫакӑнса тӑрӗҫ — акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен.
Уйрӑммӑн каласа хӑварас пулать — салам хучӗ ҫине чӑваш сӑвӑҫисен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла пӗлекен кашни ҫын вӗсене троллейбусра вулама пултарать.
«Ирӗклӗх» — чӑваш чӗлхине аталантарас тата сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлӗхӗ. Вӗсем ҫак акцисем ирттернипе палӑрнӑ: «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарнипе, тӗрлӗ кӑтартмӑшсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтарнипе (т-х: «Кайиччен ҫутта сӳнтерӗр») тата ыт. те. Пӗрлӗх час-часах тӗрлӗ учрежденисене чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗнекен ҫырусем ҫырать.
Иртнӗ шӑматкун виҫӗ район ентешлӗхӗ уява пухӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ҫав шутра елчӗксем те савӑчӗҫ.
Уяв 10 сехетре, спорт ӑмӑртӑвӗсенчен, пуҫланнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн спорт залӗнче «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» республика шайӗнчи турнир иртнӗ. Унта тӗрлӗ районтан килсе ҫитнӗ 120 ытла шкул ачи кире пукан йӑтассипе Елчӗк ен ентешлӗхӗн кубокӗшӗн ӑмӑртнӑ. Турнира уҫнӑ ҫӗрте Тӑван Ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине тата Афган Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансем пулнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Борис Миронов та пухӑннисене уявпа саламланӑ. «Ку ӑмӑртӑва йӗркелеме кире пуканӗ йӑтассипе Гиннес кӗнекинех лекме пултарнӑ Елчӗк ен мухтавлӑ ывӑлӗ Юрий Карпов чылай тӑрӑшрӗ», — тесе пӗлтерет спорт мероприятийӗ пирки Елчӗк хастарӗ Зоя Яковлева.
Спортсменсене Раҫҫейӗн пултаруллӑ купӑсҫи Арсений Яйцов хитре кӗвӗсемпе хавхалантарнӑ иккен. Пуҫтарӑннисем ӑмӑртнисӗр пуҫне ташланӑ та, юрланӑ та.
Унтах «Вилӗмсӗр полк» акци иртнӗ. Ачасем Тӑван ҫӗpшывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ аслашшӗ-асламӑшӗн аллӑ ытла сӑнӳкерчӗкне илсе килнӗ.
Пӗтӗмӗшле командӑсем хушшинче кире пуканӗ йӑтса Елчӗк, Йӗпреҫ, Шупашкар районӗсен командисем мала тухнӑ, «Елчӗк ен» ентешлӗхӗн парнисене тивӗҫнӗ.
Кӑҫал Мӑнкуна анлӑ уявлама палӑртаҫҫӗ. Мӑнастирсемпе храмсенче кӑна мар, ун тулашӗнче те. Ҫапла уява Шупашкар ҫыннисем те, хӑнасем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта Мӑнкун фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Ун чухне 50 ытла мероприяти пулмалла. Фестиваль Мӑнкунра, акан 12-мӗшӗнче, пуҫланӗ те акан 19-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ҫав тапхӑрта урамра, паркра, музейра, культура учрежденийӗсенче мероприятисем иртӗҫ.
Хулан тӗп урамӗсенче вара 2 метр ҫӳллӗш Мӑнкун ҫӑмартисем вырнаҫтарӗҫ. Христос ҫуралнӑ храм тӗлӗнче кашниех арт-объектсене сӑрлассине хутшӑнма пултарать.
Фестиваль Республика тӳремӗнче уҫӑлӗ. Унта чиркӳ хорӗсем юрламалла, ачасем валли ятарлӑ программа иртмелле. Хулари мӗнпар ӳнер шкулӗсенче куравсем, ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вулавӑшсенче Мӑнкун ҫӑмартине хатӗрлес енӗпе конкурссем иртӗҫ.
Ҫак кунсенче Мускаври «Хӗрлӗ Октябрь» культура ҫуртӗнче чӑваш наципе культурин автономийӗ «Ҫӑварни» ирттернӗ. Унта Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков та хутшӑннӑ.
Леонид Волков пухӑннисене уявпа саламланӑ, Михаил Игнатьев делегаципе пӗрле Крыма ҫитсе килни ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Леонид Волков ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене, тыткӑнра 4 ҫул пулнӑ Юрий Владимиров ҫыравҫа саламланӑ, чӑвашсен уявне килме май тупнӑшӑн тав тунӑ.
Вӑл ҫавӑн пекех нарӑсан 14-мӗшӗнче «Нарспи» поэма каҫне хутшӑннисене тав сӑмахӗ каланӑ. Леонид Волков Илпек Микулайне халалланӑ каҫ ирттерме сӗннине халӑх ырласа йышӑннӑ. Кӑҫал Илпек Микулайӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет-ҫке.
Ҫак ятпа ӗнер, пушӑн 26-мӗшӗнче, Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ.
Ҫур ӗмӗре ҫитнӗ халӑх театрне тӗрлӗ тӳре-шара саламларӗ, актёрсене хисеп хучӗсемпе чыславрӗ. Шупашкарти ытти театрсем те юбилярсене саламлама ҫиртӗҫ — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчен, «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗнчен, «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗнчен тата ыттисенчен.
И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче вырнаҫнӑ, унта пурӗ 30 ҫын ытла тӑрӑшать. Театра пуҫарса яраканӗ В. Ф. Горбунов. Труппӑра чи малтан Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче, хулари тӗрлӗ учрежденисенче вӑй хуракансем тата студентсем пулнӑ. Чи пӗрремӗш спектакле Мария Ухсайӑн «Ҫу, сумӑр, ҫу» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Театра уҫнӑранпа вылякан актёрсенчен хӑшӗ-пӗри халӗ те унтах вӑй хураҫҫӗ.
Халӑх театрне ертсе пыракан Нина Трифоновна Панина ҫак лава 1973 ҫултанпа 45 ҫул хушши туртать ӗнтӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл И. Максимов-Кошкинский ячӗллӗ халӑх театрӗ пӗр ҫул та канманнине палӑртрӗ, малтанхи утӑмсем пирки каласа пачӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ял-хулара Георги хӑйӑвне валеҫме пуҫласси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та ку акцие ирттерӗҫ. Шупашкарта хӑйӑва акан 22-мӗшӗнче валеҫме тытӑнӗҫ. Акци ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ таранах тӑсӑлӗ.
Шупашкар хула влаҫӗсем хӑйӑва валеҫмели вырӑнсене палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Тӗп вырӑн — Республика лапамӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсенче те ёна тивӗҫме май пур. Ҫӗнтреӳ кунӗнче «Ҫӗнтерӳ» паркра тата Хӗрлӗ лапамра парӗҫ. Хӑшӗсем ӑна автомашина ҫине ҫыхса хураҫҫӗ, теприсем — сумка ҫумне, ҫипуҫа Георги хӑйӑвӗпе капӑрлатакан та пур.
Пӗтӗмпе Шупашкарта кӑҫал 50 пине яхӑн хатӗрленӗ. Хӑю валеҫме волонтерсене явӑҫтараҫҫӗ.
Сӑмах май, акан 22-мӗшӗнче Шупашкарта Ҫӗнтерӳ Ялавне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫӗклӗҫ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ теме пулать — ӑна акан 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакна шута илсе Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ открытка кӑларчӗ — чӑвашлӑхшӑн ҫунакансемшӗн вӑл кӑмӑла каясса шанатпӑр. Открыткӑна «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ ыттисен пекех — 20 тенкӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе кӑларнӑ открыткӑра Геннадий Волковӑн сӑмахӗсене вырнаҫтартӑмӑр: «Чӑваш чӗлхи ... пирӗншӗн вӑл асаттесен пехилӗ, асаннесен кӗлли, пирӗншӗн вӑл вӑрман сулхӑнӗ, тӑп-тӑрӑ ҫӑлкуҫ шывӗ, пирӗншӗн вӑл чӗре таппи, чун хавалӗн чи ачаш хусканӑвӗсем, пирӗншӗн вӑл пурнӑҫ...»
«СУМ» лавккара ҫавӑн пекех ытти открыткӑсене, чӑвашла укҫа конверчӗ те туянма май пур. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе тата ҫуралнӑ кун ячӗпе парнелемелли чӑвашла открыткӑсем кӑларма шутлатпӑр.
Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Культурӑпа искусство деятелӗсем чунне парса пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗл пӗлтерӗшне тата вӗсем культура еткерлӗхне сыхласа упраса хушӑнтарса пырас, нацин хӑйне евӗрлӗ йӑли-йӗркине ҫирӗплетес ӗҫе хывакан витӗмлӗ тӳпене хаклама та май ҫук. Сирӗн пултаруллӑ ӗҫӗр халӑха ӑс-хакӑл енчен пуянланма, гуманизм тӗллевӗсене ҫирӗплетме, обществӑна этемлӗхӗн улшӑнми хаклӑхӗсем тавра пӗрлештерме пулӑшать.
Халӑх малашлӑхӗ культурӑсӑр пулма пултараймасть. Шӑпах ҫавӑнпа Чӑваш Республикинче культура сферине аталантарасси патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗсенчен пӗри шутланать. Культура еткерлӗхӗн объекчӗсене реставрацилес тата ҫӗнетес ӗҫ аван пурнӑҫланса пырать. Культура учрежденийӗсем юсанса ҫӗнелеҫҫӗ, вӗсем хальхи йышши оборудованипе, музыка инструменчӗсемпе пуянланаҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансен пултарулӑх вӑй-хӑватне уҫса пама, пултарулӑх анинчи ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан профильлӗ программӑсем тухӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ. Искусство шкулӗсенче вӗренекен ачасен тӳпи республикӑри ачасен пӗтӗм йышӗнче 13,5 процентпа танлашать, ку кӑтарту Раҫҫей Федерацийӗнчи вӑтам шайран пысӑкрах.
Ӗнер Шупашкарт Навруз уявӗ иртнӗ. Хӗвелтухӑҫ календарӗпе вӑл Ҫӗнӗ ҫул ҫитнине пӗлтерет. «Ҫуркунне пӗтӗм тӗнче чӗрӗлсе тасалнӑ вӑхӑтра тухӑҫ ҫыннисем пӗр-пӗринпе тӗл пулса уявпа саламлаҫҫӗ, каҫару ыйтаҫҫӗ, туслӑ пурӑнма тупа тӑваҫҫӗ», — ҫапла уҫӑмлатать ку уява Чӑваш наци конгресӗн прес-служби.
Пирӗн республикӑра ку уява Культура министерстви, Чӑваш наци конгресӗ тата кунти тухӑҫ халӑхӗсен автономийӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Хальхинче уяв унчченхинчен те анлӑрах иртнӗ-мӗн. Ытти ҫул пӗчӗк залсемпех ҫырлахнӑ пулсан кӑҫалхи уяв оперӑпа балет театрӗнче пулнӑ. Унта азербайджан, узбек тата таджик автономи пӗрлӗхӗсем, ют ҫӗршывран килнӗ, пирӗн вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакан студентсем тата хулара пурӑнакан ытти халӑх ҫыннисем те хутшӑннӑ.
Уява пухӑннисене Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, туслӑ ӗҫлесе савӑнма пӗлнишӗн мухтанӑ. Азербайджан, узбек тата таджик пӗрлӗхӗсен ертӳҫисене хастар пулнишӗн вӑл Тав туса Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |