Шупашкарта пурӑнакан 21 тата 22 ҫулсенчи икӗ хӗр-тус комментари ҫырса укҫа тӑвас тенӗ. Анчах вӗсем 900 пине яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Укҫана кивҫен илнӗ.
Капкӑна малтан туссенчен пӗри ҫакланнӑ. Тӗрӗссипе, капкӑн иккенне вӑл тавҫӑрса илеймен-ха. Ун патне «финанс аналитикӗ» шӑнкӑравласа «интернет урлӑ укҫа ӗҫлесе илме» сӗннӗ. «Комментари ҫыр та укҫаллӑ пулӑн», — сӗннӗ хайхи.
Савӑнса кайнӑ хӗр валюта счёчӗ уҫнӑ. Унтан кредит илнӗ. Ку вӑл кивҫен укҫана епле майпа панине ӑнланса илме кирлӗ пулнӑ иккен. Кивҫене вӑл хӑйӗн счёчӗ ҫине куҫаратӑп тесе шаннӑ. Мӗнпур утӑма вӑл «аналитик» сӗннипе тунӑ.
Укҫа тума май пурри ҫинчен тусне те пӗлтернӗ хӗр. Лешӗ те савӑнсах килӗшнӗ.
Ултавҫӑсем налук службин ӗҫченне те шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑмӑн полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.
Ӑна та стандартлӑ схемӑпах улталанӑ. Мессенджерта ун патне пуҫлӑх ятӗнчен ҫыру килнӗ, унпа кӗҫех йӗрке хуралҫисем ҫыхӑнаҫҫӗ-мӗн. Лешсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн укҫине такамсем террористсене куҫарса парасшӑн. Вӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм палламан счетсем ҫине 3 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ. Ку укҫа- банкра кредит илни.
Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче почта уйрӑмне ертсе пынӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Канашри почтамта пӑхӑнса тӑракан почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ хӗрарӑм сутма панӑ таварпа тата ӑна сутса тунӑ укҫапа хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланнӑ. Вӑл 200 пине яхӑн тенке хӑйӗн кӗсйине пӗтӗрсе чикнӗ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май хӗрарӑмӑн килӗнчен полицейскисем 150 пин тенкӗ укҫа илсе тухса кайнӑ, ӑна шар курнӑ ене тӑкака саплаштарма панӑ.
Пуҫиле ӗҫе Йӗпреҫ районӗнчи суда ярса панӑ.
Чӑваш Енре кашни иккӗмӗш преступление тенӗ пек информаципе телекоммуникаци технологийӗпе усӑ курса тӑваҫҫӗ. Кун пирки республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков канашлура пӗлтернӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ эренесерен ирттерекен канашлура финанс енчен улталакансене хирӗҫ тӑрас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче регистрациленӗ 1969 преступленирен 974-шне, е 49,5 процентне, информаципе телекоммуникаци технологийӗпе усӑ курса тунӑ. Пӗлтӗр ҫавӑн пек майпа тунӑ преступленисенчен 30-а яхӑн тӗслӗхре ултавҫӑсем хӑйсемпе банк ӗҫченӗ е прав тытӑмӗнче тимлекен тесе улталанӑ. Тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне улталаннисем — 14 процент, телефон е банк карттине ҫухатнӑран шар курнисем — 10 процент, валюта тата криптовалюта биржисенче улталаннисем — 7 процент.
Юлашки вӑхӑтра ҫул ҫитмен ачасем те улталанаҫҫӗ.
Шупашкарти стоматолог патне мессенджерта пульницӑн тӗп тухтӑрӗ ҫырса янӑ. Аватаркӑра унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑран хӗрарӑм чӑннипех те вӑл ҫырнине ӗненнӗ.
Хайхи ҫын ун патне часах йӗрке хуралҫисем шӑнкӑравлассине, унӑн счечӗпе усӑ курса такамсем Украинӑна укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Ҫак операцисене пӑрахӑҫлас тесен кредит историне нульпе танлаштармалла-мӗн. Хӗрарӑм кредитсем илсе виртуаллӑ счет ҫине 1 миллион та 70 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ултавҫӑсем 1 миллион та 700 пин тенкӗлӗх кредит илме сӗнсен тин стоматолог хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине ӑнланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан упӑшкипе арӑмӗ ултавҫӑсенчен шар курнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене пула ҫемье хысни 65 пин тенкӗ катӑлнӑ.
Вӗсене тӗрлӗ ҫынсем улталанӑ. 51 ҫулти арӑмӗ инвестиципе ӗҫлесе илес тесе палламан счет ҫине 45 пин тенкӗ куҫарнӑ. 52-ри упӑшки вара ултавҫӑсен серепине кӑшт маларах лекнӗ. Вӑл пахча валли чуччу туянас тенӗ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тупнӑ. Мессенджер урлӑ вӑл сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна укҫа куҫарма QR-код ярса панӑ. Арҫын 20 пин тенкӗ куҫарсан хайхискер телефонне тытма пӑрахнӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Лапсар посёлокӗнче пурӑнакан хӗрарӑм сусӑр кӳмине сутас тесе 1,5 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки вӑл йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайчӗ урлӑ вӑл сусӑр кӳмине тата матрас сутас тенӗ.
Хӗрарӑм парне кӗҫех палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл тавара туянасшӑн пулнине, анчах йӑнӑшпа 200 пин ытла тенкӗ куҫарса панине ӗнентернӗ. Кӳме сутакана ятарлӑ приложени вырнаҫтарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ун урлӑ хӗрарӑм ют ҫынна икӗ ӑстрӑмпа 200 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Вӑл укҫана ултавҫӑсем кредит шучӗпе илнӗ.
Укҫана куҫарса панӑ чухне банк операцие икӗ хутчен те чарса хунӑ. Анчах хӗрарӑм банк ӗҫченӗсем патне шӑнкӑравласа укҫана куҫарса пама ыйтнӑ. Унран та ытларах – вӑл инҫет ҫыхӑну мелӗпе тепӗр банкра кредит илнӗ. Ют ҫынсене Лапсар хӗрарӑмӗ пӗтӗмпе 1,5 миллион ытларах тенкӗ куҫарса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм 4 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗр самантрах темелле. Ҫав укҫана вӑл кивҫен илсе тултарнӑ.
Маларах хӗрарӑм тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ӗҫ шырани пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех шӑнкӑравлакан та тупӑннӑ. Унпа мессенджерсенче пӗринче ҫыхӑну тытнӑ. Ют ҫын хӗрарӑма интернет-магазинсенчен пӗринче укҫа ӗҫлесе илме май пур, тавар туянма укҫа хывмалла, ӑна пысӑк процентпа тавӑрса парӗҫ тесе ӗнентернӗ.
Хӗрарӑм темиҫе банкра кредит илнӗ, пӗлӗшӗнчен укҫа ыйтнӑ, ҫывӑх тусне кивҫен илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ют ҫынсене ҫапла майпа 4 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
.
Канаш муниципаллӑ округӗнчи пёр хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине икӗ хутчен ҫакланнӑ. Пӗрремӗшӗнче, кӑрлач уйӑхӗнче, вӑл 9 пин те 500 тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ, хальхинче – 850 пин тенкӗсӗр.
Ултавҫӑсен аллине 49 ҫулти хӗрарӑм ҫакланнӑ. Хальхинче ӑна такамсем кредит илесшӗн, операцие пӑрахӑҫлас тесен кивҫен илсе шанчӑклӑ счёт ҫине куҫарса пама сӗннӗ. Хӗрарӑм итленӗ. 850 пин тенке ют ҫынсене самантрах куҫарса панӑ.
Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче пуӑнакан пӗр хӗрарӑм кӗтмен-туман ҫӗртен парӑма кӗрсе кайнӑ. Ун ячӗпе вырӑнти микрозайм организацийӗн ӗҫченӗ хӑйне валли кивҫен илнӗ.
Хӗрарӑм ҫавӑнта унччен кивҫен илнӗ-ха. Кӑштахран пӑхать те парӑм ӳссе кайнӑ. Хӗрарӑм прокуратурӑран пулӑшу ыйтать.
Надзор органӗ кредит менеджерӗ ҫын ячӗпе суя виҫӗ килӗшӳ, пурӗ 25 пин тенкӗлӗх, тунине палӑртать. Укҫана ҫав ҫын хӑйне илнӗ.
Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Николай Карай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |