Ултавҫӑсене 215 пин тенкӗ куҫарса панӑ, вӗсен умӗнче ҫаппа-ҫарамас калаҫнӑ, килти чӳрече каррисене ҫунтарса янӑ. Ҫакӑ йӑлтах Шупашкарта вӗренекен студенкӑпа пулса иртнӗ.
Вӑл палламан ҫын шӑнкӑравласан ярса панӑ каҫӑ ҫине пусса «Госуслуги» портала кӗнӗ. Палламан ҫын ҫыхӑнурах пулнӑ. Хӗр «Украина» сӑмаха илтсен хӑраса кайнӑ та телефона сӳнтернӗ.
Кайран ун патне смс килнӗ: ун ячӗпе портала кӗреҫҫӗ-мӗн, «техпулӑшу» номерӗсене те ярса панӑ. Вӑл пӗринпе шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын, банк ӗҫченӗ тенӗскер, хӗре хӑратса пӗтернӗ: урӑх ҫӗршыва укҫа куҫарнӑшӑн ӑна тӗрмене нумай ҫуллӑха хупаҫҫӗ-мӗн. Студентка пухнӑ укҫине тата кредит илсе палламан ҫынна куҫарса панӑ. Кайран ӑна верификаци тума хушнӑ. Кун валли хывӑнмалла-мӗн, видеоҫыхӑнупа калаҫса сӑвӑ вуламалла. Тӗрӗслеве вӗҫлеме хваттерти чӳрече каррисене чӗртсе яма хушнӑ. Ҫулӑм тухсан тин вӑл тӑна кӗнӗ, пушара сӳнтерсе полицие кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти арҫын ултавҫӑсене ӗненсе машинине сутса янӑ, унсӑр пуҫне вӑл пухса пынӑ укҫана ҫеҫ мар, ҫынтан кивҫен илсех такамсене куҫарса панӑ. Ҫапла вара вӑл 3 миллион та 400 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Унччен хайхипе ултавҫӑсем икӗ эрне ытла ьтелефонпа калаҫса пурӑнна. Вӗсем хӑйсене Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тесе те паллаштарнӑ, Тӗп банкра ӗҫлетпӗр тесе те ӗнентернӗ. Вӗсем ӑна Украинӑна укҫа куҫарса панӑ тесе хӑратнӑ. Ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та пӑтӑрмах.
Шупашкарти патшалӑх организацийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен бухгалтер ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ.
Мессенджерсенчен пӗринче ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑм пурӑнакан ҫуртра домофона улӑштарассине пӗлтернӗ, СМСпа килнӗ кода ыйтнӑ. Вал вара патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗмелли код пулнӑ. Хӗрарӑм ыйтнине каланӑ.
Кӑштахран ун патне тата тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл хӑйӗнпе Росфинмониторинг ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑм кода ултавҫӑсене пӗлтерни пирки каланӑ май ун ячӗпе Украина ҫынни ячӗпе шанчӑк хучӗ ҫырса панине, ҫавна май ултавҫӑсем хӗрарӑм укҫипе усӑ курнисӗр пуҫне унӑн счёчӗпе террористла организацисене укҫан пулӑшассине ӗнентернӗ.
Ултавҫӑсене ӗненсе хӗрарӑм хӑйӗн кредит картти ҫинчи 230 пин укҫана банкоматра илсе ултавҫӑсен счёчӗ ҫине куҫарса янӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 44 ҫулти арҫын телефонпа вӑйӑ выляса ларнӑ чухне укҫа тума май пурри ҫинчен пӗлтерӳ асӑрханӑ. Ҫавӑнпа кӑсӑкланса кайнӑ арҫын хӑйӗн телефон номерне пӗлтернӗ. Унтан хайхи парне ултавҫӑсем (вӗсем хӑйсемпе финанс аналитикӗ тесе паллаштарнӑ) шӑнкӑравланӑ.
Хавхаланса кайнӑ вӑйпитти ултавҫӑсем каланӑ счёт ҫине 30 пин тенкӗ хунӑ. Унтан арӑмне автокредит илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кивҫен илнӗ 1,2 миллион тенке те унта куҫарса янӑ.
Укҫана илес тесен хайхисене ултавҫӑсем финанс партнёрӗ тупма сӗннӗ. Вӗсем тӑванӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Тӑванӗ ӑслӑ пулнӑ – ултавҫӑсен капкӑнне лекни пирки йӗрке хуралҫисене систерме сӗннӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 3 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав шутра килти укҫа та пулнӑ, кредит та илнӗ. Ҫавӑн чухлӗ суммӑна хӗрарӑм пӗр эрне хушшинче куҫарса панӑ.
Пӑтӑрмах почта уйрӑмне килмелли документсене йӑнӑша пула урӑх адреспа ярса панине ӗнентернинчен, урӑх ҫӗре ярса пама смспа килнӗ пароле ыйтнинчен пуҫланнӑ. Код мессенджерсенчен пӗринче бот урлӑ килнӗ. Хӗрарӑм ҫав кода ют ҫынсене пӗлтернӗ. Унтан ҫавсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи уйрӑм кабинета кӗме пултарнӑ.
Кайран хӗрарӑма укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса пама ыйтнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ют ҫынсем каланине йӑлт пурнӑҫланӑ.
Египета ҫитсе курма ӗмӗтленнӗ арҫынна палламан ҫынсем улталанӑ.
Вӑл Шупашкарта пурӑнать, 24 ҫулта.
Египетра канма ӗмӗтленекен арҫын интернетра суя пӗлтерӳ тӗлне лекнӗ, путевкӑна илме шутланӑ. Ҫавна май вӑл пӗр ушкӑнра хӑйӗн даннӑйӗсене хӑварнӑ. Унпа хӑйӗнпе «менеджер» тесе паллаштарнӑ ҫын ҫыхӑннӑ, килӗшӳ ярса панӑ. Арҫын 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑнах «туроператор» ҫухалнӑ. Арҫыннӑн полицие кайма тивнӗ.
Вӑрмар округӗнче пурӑнакан каччӑ ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл ӗненсе 300 пин тенкӗсӗр юлнӑ.
Ун патне хӑйӗнпе «ҫыхӑну операторӗ» тесе паллаштарнӑ палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер сим-карттӑпа усӑ курмалли вӑхӑт вӗҫленнине, килӗшӳ тумаллине пӗлтернӗ. Кайран смс-ҫырупа килнӗ кодсене калама ыйтнӑ.
17 ҫулти яш вӗсене йӑлтах ӗненнӗ, ҫапла темиҫе ҫул пухнӑ укҫана куҫарса панӑ. Хӑйне улталанине ӑнлансан вӑл полицие кайнӑ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан каччӑ улталас тенӗ те хӑй улталаннӑ.
23-ри каччӑ Ҫурҫӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ. Унӑн тракторист правине илес килнӗ. Ятарласа вӗренсе тухас темен вӑл, суя правана сутакана шыранӑ.
Тӗнче тетелӗнче ҫавӑн йышши пӗлтерӳ курсан вӑл савӑннӑ, праваллӑ пулас тесе 45 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Правана вӑл пӗлтерхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен кӗтсе пурӑннӑ, ултавҫӑсемпе пӗрмай ҫыру ҫӳретнӗ. Унтан... йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти ҫамрӑк амӑшӗ ултавҫӑсен аллине лекнӗ, вӑл 5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ
Ун патне «налук службин ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл 3-НДФЛ справка ярса памаллине, хӗрарӑма черетсӗрех йышӑнассине каланӑ. Ӑна смс-ҫырупа килнӗ пароле калама хушнӑ.
Кайран тепӗр смс килнӗ, унта ҫамрӑк амӑшӗн даннӑйӗсене вӑрланине пӗлтернӗ. Хайхи палламан ҫын хӗрарӑма пулӑшу сӗннӗ, куншӑн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм темиҫе кредит илнӗ, хӑй пухнӑ укҫине те хушнӑ. Ҫапла вӑл 5 млн тенкӗсӗр юлнӑ. Хӑйне улталанине ӑнлансан хӗрарӑм полицие кайнӑ.
Администраци ӗҫченӗ ултавҫӑсене 2 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ. ШӖМ ку хӑш муниципалитетра пулнине пӗлтермен.
Палламан ҫын унӑн ашшӗ патне шӑнкӑравланӑ, килти счетчике улӑштармаллине каланӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре (вӑл пӗр округ администрацийӗнче ӗҫлет) вӗсемпе хӑй калаҫнӑ.
Ҫав ҫынна ӗненсе арҫын тӗрлӗ счет ҫине 500 пин тенкӗ куҫарнӑ, унтан ашшӗпе амӑшӗ пухнӑ укҫана та куҫарса панӑ. 2 млн тенкӗсӗр юлсан тин хайхи тӳре ултавҫӑсен аллине ҫакланнине ӑнланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |