
Ют ҫӗршыври ултавҫӑсем ҫынсене телефонпа темле майпа та улталаса укҫасӑр, хваттерсӗр хӑварнине пӗлетпӗр-ха. Маларах тӗрмери ҫынсем те ҫавӑн пек шӑнкӑравлаҫҫӗ тетчӗҫ. Анчах хамӑр патрисемех улталаса ҫӳрени тата та ытларах тӗлӗнтерет пек туйӑнать.
Акӑ, Элӗк районӗнчи пӗр арҫын карчӑк-кӗрчӗке улталаса пурӑннӑ. 33 ҫулти вӑйпитти Елчӗк районӗнче пурӑнакан ватӑсене улталаса ҫӳренӗ.
Социаллӑ ӗҫчен тесе вӑл ватӑсене пӗчӗк парнесем валеҫсе ҫӳренӗ, унтан налук тесе 20-шер пин тенкӗ ыйтнӑ.
Ҫапла майпа вӑл пилӗк кинемее улталама хӑюлӑх ҫитернӗ, вӗсенчен 97 пин тенкӗ ыйтса илнӗ.
Ҫынна суйма именмен, Турӑран та хӑраман, ватӑсене сума сума пӗлмен намӑссӑра ҫывӑх вӑхӑтра Елчӗкре суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

Шупашкарта 12 ҫулти арҫын ача ҫемье укҫи-тенкине ҫӑлас тесе... ултавҫӑсене 175 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
5-мӗш класра вӗренекен арҫын ача патне мессенджерта палламан ҫын ҫырнӑ, ашшӗ-амӑшӗн укҫине ҫӑлмалла тесе ӗнентернӗ. Вӑл килте укҫа ӑҫта упраннине пӗлнӗ. Ҫав вырӑнтан укҫана илнӗ те накама ним каламасӑр ҫывӑхри банкомата кайнӑ, унта палламан ҫын каласа тӑнипе 175 пин тенке «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарнӑ.
Ҫакна пурнӑҫласанах мессенджерта ҫырӑнни хуралнӑ. Арҫын ачан кун пирки амӑшне каласа пама тивнӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Красноармейскинче пурӑнакан 43 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче техника туянма тӑнӑ та 100 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Арҫын юр тасатмалли техника туянма тӑнӑ. Тавара тупсан вӑл заявка янӑ та хӑйӗн телефон номерне кӑтартнӑ. Сутуҫӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл ӑна 100 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Лешӗ трек-номер ярса пама шантарнӑ та ҫухалнӑ. Сайта та блокировка тунӑ.
Арҫын полицие кайнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ

Шупашкарти тухтӑр, 67-ри хӗрарӑм, ултавҫӑсене 3 млн тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Ӑна полицейскисем, банк ӗҫченӗсем, ӗҫтешӗсем укҫа куҫармалла мар тесе ӳкӗте кӗртме тӑрӑшнӑ. Анчах вӑл никама та итлемен. Ывӑлне кун пирки пӗр уйӑхран кӑна каласа кӑтартнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ ҫине тӑрса ӑна полицие кайма ыйтнӑ. Тинех килӗшнӗ вӑл.
Акӑ мӗн пулса иртнӗ: хӗрарӑм патне «пенси фончӗн ӗҫченӗсем», «Роскомнадзор, ФСБ, Тӗп банк ӗҫченӗсем» пӗр вӗҫӗм шӑнкӑравланӑ, ултавҫӑсем унӑн укҫине Укаринӑна пулӑшма ярасшӑн тесе хӑратса пӗтернӗ, счет ҫинчи пухнӑ укҫине, пӗлӗшӗсенчен кивҫен илсе йӑлтах «резерв фонда» куҫарма хушнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ҫынна ултавҫӑсем шӑнман пӑрпа самантрах лартса янӑ.
Пӗрне-пӗри пӗлекен ҫав ҫынсем патне пулӑшу ыйтса видеоҫыру ҫитнӗ. Ӑна вӗсен пӗлӗшӗ янӑ. Анчах тӗрӗссипе пӗлӗшӗ яман та иккен, видеона искусство интеллекчӗ хатӗрленӗскер пулнӑ. Унта самантлӑх укҫа куҫарса пама ыйтнӑ, икӗ-виҫӗ сехетрен каялла тавӑрса пама шантарнӑ.
Суя видеона ӗненсе 10, 27 тата 28 пиншер тенкӗ куҫарса панӑ. Тусӗн аккаунчӗпе ултавҫӑсем усӑ курни кайран ҫеҫ ҫиеле тухнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан икӗ хӗрарӑм чечек парнелессе шанса улталаннӑ.
45 ҫулти хӗрарӑм патне чечек лавккинчен текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхи этем ӑна пӗри чечек пырса пама ыйтни пирки ӗнентернӗ те хӑҫан илсе пырсан меллӗрех пирки шахвӑртма пуҫланӑ, смс-ҫырупа килнӗ кода курьера пӗлтермелле тесе каланӑ.
Хӗрарӑм каланине итленӗ. Унтан патшалӑх пулӑшӑвӗн порталне ун ячӗпе такам кӗни ҫинчен хыпарланӑ, ултавҫӑсенчен «сыхланмалли» номере ярса панӑ. Хӗрарӑм ҫапла вара хӑй унччен пухса пынӑ 100 пин тенке хӑрушсӑр счет ҫине куҫаратӑп тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
18 ҫулти хӗр вара ҫавӑн йышши юмах-халапа ӗненсе 200 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

Шупашкарта 22 ҫулти воспитатель ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл вӗсене 1 млн тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Палламан ҫын ун патне шӑнкӑравласа унӑн сим-карттӑпа усӑ курмалли вӑхӑт вӗҫленнине пӗлтернӗ. Килӗшӗве тӑсмалла тесе смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ.
Унтан пикепе воспитательпе банк тата ФСБ «ӗҫченӗсем» ҫыхӑннӑ. Такам унӑн ячӗпе кредит илнӗ-мӗн, укҫана Украинӑна куҫарасшӑн имӗш. Палламан ҫын укҫана сыхласа хӑвармали мел пирки те каланӑ, ҫапла воспитатель микрозаймсем тата пӗлӗшӗсенчен кивҫен илнӗ, ҫав укҫана пӗтӗмпех ултавҫӑсем каланӑ счетсем ҫине куҫарнӑ.
Ултав серепине лекнине ӑнлансан вӑл полицие кайнӑ.

Шупашкарти 15 ҫулти хӗрача ултавҫӑсене 370 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Йӑлтах палламан ҫын шӑнкӑравланинчен пуҫланнӑ.
Ҫак арҫын сим-карттӑ срокӗ тухнӑ, ӑна тӑсмалла тесе ӗнентернӗ, смс-ҫырупа килнӗ кода калама хушнӑ. Хӗрача пӗтӗмпех пӗлтернӗ. Ҫав кунах ун патне «Чӑваш Енри Тӗп ҫар округӗн Ҫар прокуратурин юстици советникӗ» шӑнкӑравланӑ, унччен шӑнкӑравланӑ палламан арҫын ултавҫӑ пулнине, вӑл хӗрача ячӗпе счет уҫнине, унти ҫур миллион тенке Украина ҫарӗсем валли куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Куншӑн хӗрачана явап тыттараҫҫӗ тесе хӑратнӑ. Анчах кун пирки никама та калама хушман. Хӗрача хӑраса ӳкнӗ, палламан ҫын хушнине пурнӑҫласа пынӑ — амӑшӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн телефонӗ урлӑ онлайн майпа 370 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна тӗрлӗ счет ҫине куҫарнӑ.
Аферистсем юлашкинчен хӗрачана тур паллисем тӑрӑх биометри тумалла тесе ӗнентернӗ, тумне хывса камера умӗнче ҫаврӑнма хушнӑ.

Шупашкарта фармацевтра ӗҫлӗкен хӗрарӑм ултавҫӑсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн 1,5 миллион тенкӗсӗр юлнӑ.
Малтан ултавҫӑсем унӑн хӗрӗпе ҫыхӑннӑ, ҫыхӑну операторӗпе килӗшӗве тӑсмаллине ӗнентернӗ. Кун хыҫҫӑн хӗрача смспа килнӗ кода пӗлтернӗ.
Кӑштахран электронлӑ почтӑна ҫыру килнӗ: такам «Госуслуги» порталти страницӑна ҫӗмӗрнӗ кӗнӗ-мӗн. Амӑшӗпе хӗрӗ ӗненнӗ, ҫырура кӑтартнӑ телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ.
Ултавҫӑсем 38 ҫулти хӗрарӑма Хусана кайса 1,5 миллион тенкӗ кредит илме, укҫана тӗрлӗ счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӑл кун пирки 2 уйӑх никама та каламан. Хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан икӗ хӗрарӑм Раҫҫейри юрӑҫӑн концертне кайса курас ӗмӗтпе ултавҫӑ капкӑнне лекнӗ. Вӗсем билета Интернет урлӑ туянас тенӗ. Пӗри 5 пин тенкӗ тӳленӗ, тепри — 2 пин тенкӗ. Анчах концерта лекме май килмен, билетсем суя пулнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Йӗрке хуралҫисем суя билет сутнӑ хӗрарӑма Мускав облаҫӗнче тытса чарнӑ. 32 ҫулти хӗрарӑм укҫан пӗр пайне халӗ тавӑрса панӑ.
