Канашри хӗрарӑм декретра ларнӑ чухне укҫа ӗҫлесе илме шутланӑ. Ун патне мессенджерта ӗҫ пирки сӗнӳ килнӗ. Ҫапла вӑл ӗҫлеме килӗшнӗ.
Кун хыҫҫӑн вӑл сайтра регистрациленнӗ, счет ҫине укҫа хунӑ та инструкципе килӗшӳллӗн тӗнче тетелне тишкернӗ, тӗрлӗ отеле бронь тунӑ. Куншӑн счет ҫинчен илнӗ укҫана ӑна тавӑрса пама шантарнӑ. Ҫитменнине – нумайрах, процентсемпе.
Хӗрарӑм укҫа ӗҫлесе илнӗ-ха. Вӑл 11 пин тенкӗ шалу илнӗ, 400 пин тенкӗ вара ҫухатнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче 20 пин тенкӗ тӑракан шӑнтмӑш туянас тенӗ. Хайхискер сайтра заявка хӑварнӑ.
Кӗҫех унпа менеджер ҫыхӑннӑ. Ҫапла хӗрарӑм вӑл каланӑ счет ҫине 20 пин тенкӗ куҫарнӑ. Менеджер шӑнтмӑша киле пырса пама шантарнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ - никам та нимӗн те илсе килмен.
Кун хыҫҫӑн тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче вӑл полицие пырса кун пирки каласа кӑтартнӑ.
Шупашкарти предприятире ӗҫлекен 43 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче савни тупнӑ та унпа ҫырӑннӑ. Арҫын Сирири ҫар ҫынни-мӗн.
Хӗрарӑм ӑна пуҫа ҫухатасла юратса пӑрахнӑ. Ӑна вӑл йӑлтах ӗненнӗ. Арҫын миллион доллар, хӑйӗн наградисене тата хаклӑ япалисене ярса парассине каласан та, таможня налукне тӳлеме ыйтсан та хӗрарӑм япӑххи пирки шутламан. Хайхискер миллионерша пулма ӗмӗтленсе 300 пине яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Ӑна вӑл кредит илнӗ. Анчах «савни» посылкӑна яма васкаман, каллех укҫа куҫарасса кӗтнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин хӗрарӑм хӑйне улталанине ӑнланнӑ.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк мар хӗрарӑм ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн ҫурринче хӗрарӑм патне ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. «Ырӑ» ҫын хӗрарӑма такамсем ун ячӗпе кредит илесшӗнни пирки «систернӗ». Улталанас мар тесен мӗн тумаллине вӗрентнӗ.
53 ҫулти хӗрарӑм кӗҫех банксене тухса чупнӑ. Икӗ банкра кивҫен илнӗ, тата онлайн мелпе кредит-карттиллӗ пулса тӑнӑ. Кредит учрежденийӗнче ӗҫлекенсене хӗрарӑм хӑйне укҫа кирлине ӗнентернӗ. 10 кунта хӗрарӑм 1 миллион тенкӗ ытлалӑх кивҫен укҫа илсе тултарнӑ, ҫавна йӑлтах ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне вӗҫтернӗ. пулӑшма ыйтнӑ.
Канаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан фермер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2019 ҫулта ҫав ҫамрӑк арҫын мӑйракаллӑ шултра выльӑх туянма тесе патшалӑхран 3 миллион тенкӗ грант илнӗ.
Нумаях пулмасть пакунлисем фермер отчёт валли суя документсем тӑратнине тупса палӑртнӑ. Улталаса арҫын 250 пин тенке вӑрланӑ-мӗн.
Йӗрке хуралҫисем тата Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те нимле ферма та курман.
Халӗ ял ҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 15-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Ен хӗрарӑмӗ пуяс тенӗ курӑнать те, анчах Forbes списокне лекеймен.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ хӗрарӑм халӗ Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнче пурӑнать. Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑван тӑрӑха килсен вӑл мессенджерсенчен пӗринче инвестици компанине укҫа хывма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ курнӑ. Хӗрарӑмпа «менеджре» та кӗҫех ҫыхӑннӑ. Газ организацийӗн акцине туянмалла тесе ӑнлантарнӑ хайхине. Ун валли телефонта ятарлӑ приложени вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫавӑнта хӗрарӑм 1,1 миллион тенкӗ ытларах хывнӑ. Вӑл шутран 800 пинне кредит илнӗ.
Укҫана каялла илме май ҫуккине ӑнланса илнӗ ыҫҫӑн хӗрарӑм пакунлсем патне васканӑ, вӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 72 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса ярайман. Ӑна вӗсем 900 пин тенкине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма 3 сехет ӳкӗтленӗ.
Юрать-ха, кинемей ултавҫӑсен хӑтланавӗсем пирки унччен илтнӗ, видеосюжетсем курнӑ, участковӑй каланине те манман. Ҫапла вӑл укҫи-тенкине упраса хӑварнӑ. Кайран вӑл полицие кайса хӑйӗн патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланине каласа кӑтартнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм «Барби» кинофильмра тӗп рольсенчен пӗрне вылянӑ Канада актёрӗн пултарулӑхӗпе питех те кӑсӑкланнӑ, вӑл фан-клуб членӗ те пулнӑ. Нумаях пулмасть хӗрарӑмпа «киноҫӑлтӑрӑн» ассистенчӗ ҫыхӑннӑ.
Хӑйӗнпе ҫавӑн пек паллаштарнӑ ют ҫын Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗпе актёр тӗл пулма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Артист пирӗн ҫӗршыва хӗр шучӗпе килесшӗн иккен. Савӑннӑ хӗрарӑм 300 пин тенкӗ куҫарса та панӑ, ҫав шутран пӗр пайне вӑл кредит илнӗ.
Хӑйне такамсем улталанине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗр пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринче тӑрӑшакан хӗрарӑм ултавҫӑсене 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Пӗр харӑс мар. Икӗ эрне хушшинче.
42 ҫулти хӗрарӑм патне утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче мессенджерсенчен пӗринче укҫана хывса пайта курма май пурри ҫинчен пӗлтерӳ ҫитсе выртнӑ. Хӗрарӑмпа «консультант» та ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑна укҫа куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, ыттине биржа ӗҫченӗсем хӑйсемех тӑвӗҫ тесе ӗнентернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен хӗрарӑм Краснодар, Волгоград тӑрӑхӗсенче тата Мускавра регистрациленнӗ номерсем ҫине 2 миллион ытла куҫарса панӑ.
«Биржӑна хывнӑ» укҫана каялла илме май килменрен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи 63 ҫулти арҫын биржӑра инвестор пек ӗҫлесе тупӑш тӑвас тенӗ те… 1 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ун патне мессенджера инвестици платформи ҫинче укҫа ӗҫлесе илме пулать тесе хыпар килнӗ. Ку утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчех пулнӑ. Кӗҫех ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та укҫа-тенке пысӑк процентпа проекта хывма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла арҫын уйӑх тӑршшӗпе ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. 800 пин тенки – кредит илнӗскер. Укҫа-тенке каялла кӑларма тӑрсан «инвесторсем» каллех укҫа хывма ыйтма пуҫласан тин арҫын хӑй ултавҫӑсене аллине лекнине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |