Шупашкарти патшалӑх организацийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен бухгалтер ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ.
Мессенджерсенчен пӗринче ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ, хӗрарӑм пурӑнакан ҫуртра домофона улӑштарассине пӗлтернӗ, СМСпа килнӗ кода ыйтнӑ. Вал вара патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗмелли код пулнӑ. Хӗрарӑм ыйтнине каланӑ.
Кӑштахран ун патне тата тепӗр ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл хӑйӗнпе Росфинмониторинг ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑм кода ултавҫӑсене пӗлтерни пирки каланӑ май ун ячӗпе Украина ҫынни ячӗпе шанчӑк хучӗ ҫырса панине, ҫавна май ултавҫӑсем хӗрарӑм укҫипе усӑ курнисӗр пуҫне унӑн счёчӗпе террористла организацисене укҫан пулӑшассине ӗнентернӗ.
Ултавҫӑсене ӗненсе хӗрарӑм хӑйӗн кредит картти ҫинчи 230 пин укҫана банкоматра илсе ултавҫӑсен счёчӗ ҫине куҫарса янӑ.