Канаш район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ пилӗк ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк укҫа йӑкӑртнӑ.
Раҫҫей следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ акӑ епле пулнӑ: 2011 ҫултан пуҫласа 2016-мӗшӗччен хайхи пуҫлӑх райадминистраци ертӳҫи ирӗк памасӑрах, саккуна пӑсса 10 хушу кӑларнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — хӑйне преми парассипе, тепӗр ҫиччӗшӗ материаллӑ пулӑшу кӳрессипе ҫыхӑннӑ. Ҫак хушусене пурнӑҫласа бухгалтери ӗҫченӗсем хыснари 97 пин тенке ӑна куҫарса панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, пай пуҫлӑхӗ саккуна пӑснине следстви комитечӗн тата Шалти ӗҫсен министерствин экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пайӗн ӗҫченӗсем пӗрле ҫыхӑнса ӗҫленӗрен тупса палӑртнӑ.
Чӑваш следователӗсем 32 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкереҫҫӗ. Чӑваш Ен ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна питӗ пысӑк укҫана кӗсйине чикнӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, министерствӑн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн ӗҫченӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм пулӑшу кассин ертӳҫинче вӑй хунӑ май кассӑран 9 миллион тенке яхӑн йӑкӑртнӑ та унпа хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ҫак укҫаран ҫамрӑк хӗрарӑм ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ хаклӑ йышши ҫӑмӑл машина тата пурӑнмалли кӗтес туяннӑ.
Унсӑр пуҫне палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ: айӑпланакан хӗрарӑмӑн халӗ аякка ниҫта та тухса ҫӳреме юрамасть, следовательсем вара уголовлӑ ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем иртнӗ ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни, тӑкаклани тата харпӑрлӑхри ҫурчӗ-хваттерӗ пирки деклараци панӑ. «Халӑх тарҫисенчен» чи пуянни Андрей Углов пулса тӑнӑ, чи сахал ӗҫлесе илекенни вара — Вячеслав Соловьев. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи «Элара» пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗн Андрей Угловӑн тупӑшӗ пӗлтӗр 38,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унсӑр пуҫне депутатӑн харпӑрлӑхӗнче «Porshe Panamera» ҫӑмӑл машина тата икӗ хваттер пур.
2016 ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе республикӑри чи пуян депутат пулнӑ Олег Мешков вара ку хутӗнче унчченхинчен виҫӗ хут сахалрах тупӑш кӑтартнӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти эрехпе ликер савучӗн тата «Агро-Инвест» пӗрлӗхӗн ертӳҫи 6 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ пек курӑнать. Унӑн харпӑрлӑхӗнче — 28 пин тӑваткал метр ҫӗр, 811,7 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ пурӑнмалли ҫурт, тӑватӑ хваттер, вунӑ хуралтӑ, чукун ҫул, йывӑр тиевлӗ тӑхӑр машина, автовышка, автобус, икӗ автофургон тата тӑватӑ прицеп. Арӑмӗн енчӗкне вара иртнӗ ҫул 41,4 миллион тенкӗ кӗнӗ. Унӑн 27 транспорт хатӗрӗ пур.
Депутатсенчен чи сахал укҫа ӗҫлесе илнӗ Вячеслав Соловьев вара «Песок» пӗрлешӳре юрист пулса ӗҫлет, унӑн тупӑшӗ — 140 пин тенкӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ хальхи йышши пилӗк троллейбус туянасшӑн. Кун пирки ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ирттернӗ пресс-конференцире тӗп хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каланӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хула хыснинче Шупашкарти троллейбус управленийӗ валли ҫӗнӗ троллейбуссем туянма укҫа пӑхса хӑварнӑ. Шӑпах ҫавӑнпа тӳре-шара мӑйракасӑрах ҫӳрекен пилӗк транспорт туянма палӑртнӑ.
Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, пӗлтӗр Хула кунӗ умӗн кун йышши троллейбуса Шупашкара тӗрӗслеме тесе илсе килнӗччӗ, ун чухне мӑйракасӑр троллейбус Шупашкар урамӗсемпе ҫаврӑнса Ҫӗнӗ хулана, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитнӗччӗ.
Чӑваш Енри таксистсен ҫынсене ҫул ҫӳревшӗн терминал урлӑ тӳлеме майсем туса памалла. Унсӑр пуҫне ҫӑмӑл машинӑна ахаль транспортран уйӑрмашкӑн сӑрлама, ятарлӑ паллӑсемпе, хатӗрсемпе тивӗҫтерме тивӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ саккун проектӗнче ҫырнӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсене таксипе илсе ҫӳрекенсен машина салонӗнче ҫул ҫӳревшӗн электронлӑ майпа тӳлеме май паракан терминала саккунра палӑртнипе килӗшӳллӗн вырнаҫтармалла. Ку транспотӑн сарӑ тӗслӗ пулмалла, машинӑн айккинче таксие палӑртакан ӳкерчӗклӗ йӗр (сӑнӳкерчӗкри пек), ҫийӗнче хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ хунар пулмалла, ҫав хунарӑн ҫула тухнӑ чухне ҫутӑлмалла.
Палӑртса хӑвармалла, саккун проектне йышӑнсан малашне республикӑра такси шутне те тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Енчен те вӗсен хисепӗ 3 пин те 500 машинӑран иртсен ыттисен пассажирсене илсе ҫӳрес тесен аукцион витӗр тухса ирӗк илме тивӗ.
Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем Вӑрмар районӗнчи арҫынран сунарҫӑ пӑшалне туртса илнӗ. Хайхискер банк умӗнче пысӑк парӑма кӗнӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суд приставӗсем патне банк умӗнче 180 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ ҫитнӗ. Ҫавна пурнӑҫласа приставсем ухтару тунӑ, кивҫенрен тухайман арҫыннӑн килӗнче пулнӑ пӑшала туртса илнӗ. Пакунлисем ӑна вырӑнти полици уйрӑмне управа панӑ.
Палӑртса хӑвармалла, халӗ специалистсем пӑшал хакне палӑртаҫҫӗ. Енчен те парӑмҫӑ банка укҫа хывмасан хайхи пӑшала аукцион ирттерсе сутӗҫ, укҫине вара банка куҫарса парӗҫ.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ фирмӑна ертсе пыракан арҫын приставсем туртса илесрен хӑраса хаклӑ йышши ҫӑмӑл машинине арӑмне парнеленӗ.
Асӑннӑ службӑн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ патшалӑха 800 пин тенкӗ налук тӳлемен арҫын тӗлӗшпе пурнӑҫлав производстви пуҫарнӑ. Ӗҫ-пуҫа тишкерме тытӑннӑ кун хайхискер хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи 1 миллион тенкӗ тӑракан Nissan Muran машинине арӑмне документсем хатӗрлесех парнеленӗ.
Ҫакна кура суд приставӗсем налук инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Ҫӗрпӳ районӗн судне ҫитнӗ, парне хутне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Суд ыйтӑва туллин тивӗҫтернӗ. Ӗҫ пурнӑҫлакан пристав ҫӑмӑл машина ҫине арест хурсанах арҫын юратнӑ «тимӗр урхамахӗсӗр» юласран сехӗрленсе парӑма татнӑ.
Ҫӗмерле хулинчи йӗрке хуралҫисем 61 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ӑна чиркӳ хӑпартмашкӑн укҫа пуҫтарма лартнӑ ешчӗкрен укҫа вӑрланӑ тесе шанмаҫҫӗ. Ҫавна май тивӗҫлӗ канури ҫак арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче такам апат-ҫимӗҫ лавккинче ларакан ешчӗке уҫса укҫа йӑкӑртса тухса кайнӑ. Укҫана хапсӑнма пултарнӑ ҫынна пакунлисем тепӗр икӗ сехетренех тупса палӑртнӑ. Вӑл — судпа унччен те айӑпланнӑ 61 ҫулти арҫын. Чиркӳ хӑпартма пуҫтаракан укҫаран хайхискер 4 пин те 500 тенкӗ илни паллӑ пулнӑ. Укҫана вӑрласа тухса кайнӑ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ канури арҫын нумай шухӑшласа тӑман — эрех туянса ӑшне кантарнӑ.
Шупашкарта пӗр хӗрарӑм хӑйӗн тимсӗрлӗхне пула автобусра майра сумкине манса хӑварнӑ, ҫав сумкӑра вара унӑн 80 пин тенкӗ укҫа тата куллен кирлӗ документсем пулнӑ. Кун пирки «Ман хулам Шупашкар» (выр. «Мой город Чебоксары») портал пӗлтерет.
Канӑҫне ҫухатнӑ хӗрарӑм Росгварди ӗҫченӗсенчен пулӑшу ыйтма ӑс ҫитернӗ, лешсем сумка юлнӑ автобуса темиҫе минутранах хӑваласа ҫитнӗ. Чарса транспорт салонне тӗрӗсленӗ.
Телее, сумка ҫавӑнтах, хӗрарӑм ларса пынӑ ларкӑч ҫинчех, выртнӑ. Ку сумка чӑнахах та ҫак хӗрарӑмӑн пулнине ӗненсен Росгварди ӗҫченӗсем ӑна пурлӑха парса янӑ.
Шупашкарти 18 ҫуртра ҫитес вӑхӑтрах лифтсене улӑштарӗҫ. Ҫак ӗҫе Чӑваш Енӗн капиталлӑ юсав фончӗ перекетлесе пухнӑ укҫа-тенкӗпе пурнӑҫлӗҫ. Асӑннӑ фонд хӑйӗн сайтӗнче телейлисен списокне пичетленӗ. Ҫапла майпа 81 лифт вырнаҫтарӗҫ, вӗсемпе ҫав ҫуртсенче пурӑнакан 8549 ҫын усӑ курӗ.
Хайхи списока Пролетари урамӗнчи 14-мӗш ҫурт (4 лифт), Красин урамӗнчи 4-мӗш ҫурт (1 лифт), З. Яковлева урамӗнчи 44-мӗш ҫурт (2 лифт), 139-мӗш Стрелок Дивизийӗн урамӗнчи 10-мӗш ҫурт (2 лифт), Чапаев урамӗнчи 4-мӗш ҫурт (6 лифт), 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 19/37-мӗш ҫурт (8 лифт), Социализм урамӗнчи 10-мӗш ҫурт (2 лифт), Ленинла Комсомол урамӗнчи 38-мӗш ҫурт (5 лифт), ҫак урамри 40/1-мӗш ҫурт (2 лифт), Трактор Тӑвакансен проспектӗнчи 33-мӗш ҫурт (3 лифт), Пролетари урамӗнчи 16-мӗш ҫурт (2 лифт), Элмен урамӗнчи 18-мӗш ҫурт (4 лифт), Шумилов урамӗнчи 35-мӗш (3 лифт), Павлов мичман урамӗнчи 34-мӗш ҫурт (8 лифт), Ленинла Комсомол урамӗнчи 48-мӗш ҫурт (7 лифт), 139-мӗш Стрелок Дивизийӗн урамӗнчи 8-мӗш ҫурт (11 лифт), Шумилов урамӗнчи 31-мӗш ҫурт (4 лифт), М. Горький урамӗнчи 39-мӗш ҫурт (7 лифт) кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |