Ҫӗрпӳри районсен хушшинчи судпа медицина экспертизин бюро уйрӑмӗн унчченхи ертӳҫи ӗҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗ тата ҫынсене улталанӑ, уйрӑмри санитаркӑсем ӑна саккунсӑр ҫак ӗҫе тума пулӑшнӑ тесе шанмаҫҫӗ. Уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хайхи морг ертӳҫи пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпех вилнӗ ҫынсен ӳтне пытарма хатӗрленӗшӗн укҫа илме юраманнине пӗлсе тӑрсах ахаль те пысӑк хуйхӑллӑскерсенчен сӗтев илнӗ. Укҫана вилнӗ ҫын тӑванӗсем юнашар вырнаҫнӑ ритуаллӑ таварсен лавккинче панӑ, унта уйрӑм сӗтел хушшинче дежурствӑри санитарка ларнӑ, укҫана шӑпах вӑл илнӗ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавсен хапсӑнчӑклӑхне пула 19 ҫын шар курнӑ. Вӗсем пурӗ пӗрле 83 пин тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне морг ертӳҫи Ҫӗрпӳ районӗн хӗрарӑмӗнчен амӑшне пытарма хатӗрленӗшӗн улталаса 4930 тенкӗ илнӗ.
Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫутӑшӑн тахҫантанпах тӳлемен. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне унӑн парӑмӗ 214 пин те 714 тенке ҫитнӗ. Вӑл — республикӑра пурӑнакансенчен чи пысӑк парӑмли. Ҫавӑн пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Кун пирки ҫырма сӑлтавӗ те пулнӑ. Республикӑра Чӑваш Енри электроэнергипе тивӗҫтерекен компани клиенчӗсен йышӗнче ҫӳтӑшӑн тӳлеменнисем самай нумайланнӑ. Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмӗшле парӑм 201,26 миллион тенке капашнӑ.
Нумай вӑхӑт тӳлеменнисем патне авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫутӑшӑн хывмалли квитанци хӗрлӗ тӗслӗ хут ҫине кӑларни пыма тытӑннӑ. Авӑнра 1400 ҫынна ун пек квитанци ярса панӑ, ку уйӑхра вара парӑмӗ 5 пин тенкӗрен иртнӗ 1 пин ҫын патне хӗрлӗ тӗслӗ «телей ҫырӑвӗ» пырса выртӗ. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Етӗрнери районсен хушшинчи уйрӑмсен клиенчӗсен йышӗнче ҫутӑшӑн тӳлеменнисем уйрӑмах нумаййӑн: 200-шер ҫын ытла.
Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 25-мӗшӗччен таварсен хакӗ епле вылянине Чӑвашстат тишкернӗ, пӗтӗмлетӗве Чӑваш Енӗн Экономика министерстви хӑйӗн сайтӗнче пичетленӗ. Ӑна тишкерсен куллен кирлӗ хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хакланни курӑнать.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ тапхӑрта кишӗр 22% (6,5 тенкӗ), ҫӗр улми 21% (4,6 тенкӗ), пуҫлӑ сухан тата панулми 15% (3,8 тата 13,4 тенкӗ), купӑста 14% (1,9 тенкӗ), сахӑр 14% (5,6 тенкӗ), хуратул 5% (2,1 тенкӗ), вермишель 3% (1,1 тенкӗ) йӳнелнӗ.
Сысна какайӗн, кӑлпассин, ӳсен-тӑран ҫӑвӗн, хӑйман, тӑварӑн хакӗсем вара улшӑнман.
Ҫав вӑхӑтрах чӑх ҫӑмарти хакӗ 14% таран ӳснӗ. Унсӑр пуҫне тӑпӑрчӑ — 6,7 тенкӗ, чей — 18,1 тенкӗ, 1 тата 2-мӗш сортлӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр — 1 тенкӗ, шӑнтнӑ пулӑ — 3 тенкӗ, сыр 6,6 тенкӗ хакланнӑ.
Ҫавӑн пек хыпарпа ашшӗ-амӑшне Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков "савӑнтарнӑ". Кун пирки вӑл ятарлӑ йышӑну кӑларсах ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнипе килӗшӳллӗн, муниципалитетӑн хушма пӗлӳ паракан организацийӗсен тӳлевлӗ пулӑшусен хакне палӑртнӑ чикӗрен ытлашши хӑпартма юрамасть.
Ҫапла майпа вокал пӗлӗвне илме, хорпа юрлама, музыка инструменчӗсем калама вӗренмешкӗн, театр тата ташӑ искусствисене алла илмешкӗн авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ашшӗ-амӑшӗн кружока ҫӳрекен ачисемшӗн ытларах расхутланма тивет. Акӑ, сӑмахран, музыка инструменчӗсем калама хӑнӑхмашкӑн уйӑхсерен - 1630, хореографи кружокне ҫӳренӗшӗн - 1210, театр уйрӑмӗнче ӑсталӑха туптанӑшӑн - 1650, сӑнарлӑ искусство енӗпе пӗлӳ илмешкӗн 2000 тенкӗ каларса хума тивӗ.
Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫи кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енре 5 961 тенкӗпе танлаштарнӑ. Иртнӗ ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталтинчен ку вӑл 8,2 процент, е 451 тенкӗ, ӳснине пӗлтерет.
Ӗҫлекен ҫынсене пӗр уйӑх пурӑнма сахалтан та 6 291 тенкӗ кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ, пенсионерсене — 5 005 тенкӗ, ачасене — 5 943 тенкӗ.
Ку цифрӑсем мӗн тума кирлӗскерсем текенсене ӑнлантарар. Пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫине социаллӑ программӑсем йышӑннӑ, сахал тупӑшлисене патшалӑхран пулӑшу кӳнӗ чух тӗпе хураҫҫӗ.
Асамат Палтай ҫамрӑк ӳнерҫӗ — Микуҫ Палтай ывӑлӗ — 40 крона виҫеллӗ вак акҫа сӑнне ӑсталанӑ иккен. Ӗҫӗ-пуҫӗ иртнӗ кӗркуннех пулса иртнӗ пулин те кун пирки хыпар пирӗн тӑрӑха халь кӑна ҫитнӗ.
Асамат чылай конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ, ҫапла май ӑна кунта чи ҫамрӑк пултаруллӑ ӳнерҫӗсен йышне кӗртеҫҫӗ.
Вак укҫа питӗнче Асамат вырӑнти икӗ кармана ӳкернӗ — Тройски тата Безьеж ятлисене. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх икӗ карманӗ те ӑна пите килӗшеҫҫӗ, кунта, Чӑвашра, вӗсем юлманнишӗн питӗ куллянать иккен ӳнерҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра Асамат Яблонец-над-Нисоу хулари ӳнерпе промышленность колледжӗнче вӗренет, иккӗмӗш курс студенчӗ вӑл. Пӗлӗвне малалла Питерти Штиглиц ячӗллӗ ӳнерпе промышленность академинче туптасшӑн.
Чӑваш ятне инҫетри ҫӗршывра ҫӗкленӗшӗн вӑл чӑн та мухтава тивӗҫ. Ӑнӑҫу сунар ӑна!
Шупашкар районӗн полици ӗҫченӗсем Дагестан Республикинчен килнӗ икӗ арҫынна чарнӑ. Вӗсем Кӳкеҫри «Апат-ҫимӗҫ» лавккинче РФ суя банкнотне тыттарса хӑварнӑ. Сутуҫӑ хӗрарӑм туянакан тухса кайсан анчах парса хӑварнӑ укҫа чӑн маррине сиснӗ, хайхискер тӳрех пӑтӑрмах пирки Шупашкар районӗн полици уйрӑмне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть ют регион номерлӗ автомашинӑна Хыркассинчи постра чарнӑ. Тимлӗ инспекторсем пассажир сумкинчен 5000 тенкӗлӗх 2 укҫа курӑннине асӑрханӑ. Дагестан ҫыннисем тӳрре тухма хӑтланман, унсӑр пуҫне автомашинӑра пытарнӑ ытти купюрӑсене те кӑтартнӑ. Унта 5000 тенкӗлӗх 84 хут укҫа пулнӑ.
Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑскерсене РФ тӗп билечӗсене туса кӑларнӑшӑн, упранӑшӑн тата вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫынсене улталанӑшӑн айӑпланӑ. Вӗсене 6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, унсӑр пуҫне 400 пин тенкӗ штраф тӳлеме йышӑннӑ.
Аякра пурӑнакансем Чӑваш Ене килсе суя укҫа вырнаҫтарни тӑтӑшах пулать. Ҫакнашкал преступленисене тӑвакансенчен чылайӑшӗ Кавказ тӑрӑхӗнчен.
Раҫҫей тӗп банкӗ 2013 ҫулта шӑп та 25 пин тӑракан тимӗр укҫа ҫапса кӑларӗ — ӑна Хусанта иртекен универсиадӑна халалласа хатӗрлӗҫ. Укҫа ылтӑнран пулӗ. Нумай кӑлармӗҫ — 50 кӑна.
Ҫавӑн пекех банк 10 пин тӑракан укҫа та кӑларма хатӗрлет, ӑна вара Геннадий Невельский хатӗрленипе 1848-1849 тата 1850-1855 ҫулсенче Инҫет Хӗвелтухӑҫалла кайнӑ ҫулҫӳревсене халаллӗҫ. Ӑна та нумай мар, 100 штук кӑна ҫапма шутлаҫҫӗ. Тӗп банкӑн сайчӗ паян пӗлтернӗ асра юлма хатӗрлекен ытти тимӗр укҫасен хакӗ пысӑках мар — 1-100 тенкӗ кӑна.
2012 ҫулта мӗнле хаклӑ тимӗр укҫасем кӑларасси пирки маларах пӗлтернӗччӗ: 25 пинлине 1812 ҫулта Раҫҫей вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ ятпа; 10 пинлисене Перекет банкӗ 170 ҫул талтарнӑ тата Раҫҫей патшалӑхӗн никӗсне хывнӑранпа 1150 ҫул ҫитнӗ ятпа.
Чӑваш Ен Президенчӗн пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин укҫа-тенкине перекетлӗ усӑ курас тата коррупциллӗ ӗҫ-пуҫран сыхланас тӗлӗшпе Михаил Игратьев 2010 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнчи Чӑваш Республикин Министрасен Кабинечӗ кӑларнӑ 316-р № распоряженине пӑрахӑҫланӑ. Ун тӑрӑх Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ вырӑнне йышӑнакан Вадим Валентинович Антонов республика бюджетӗнчен уйӑхсерен хушма укҫа илсе тӑмалла пулнӑ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин финанс министерствине асӑннӑ распоряженипе тӑкакланӑ укҫана бюджета каялла тавӑрма хушнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |