Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Суя укҫа

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
jakut8 15.10.2012 20:26 | 1504 хут пӑхнӑ
Асӑрхануллӑ пулӑр
Асӑрхануллӑ пулӑр

Шупашкар районӗн полици ӗҫченӗсем Дагестан Республикинчен килнӗ икӗ арҫынна чарнӑ. Вӗсем Кӳкеҫри «Апат-ҫимӗҫ» лавккинче РФ суя банкнотне тыттарса хӑварнӑ. Сутуҫӑ хӗрарӑм туянакан тухса кайсан анчах парса хӑварнӑ укҫа чӑн маррине сиснӗ, хайхискер тӳрех пӑтӑрмах пирки Шупашкар районӗн полици уйрӑмне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Нумаях пулмасть ют регион номерлӗ автомашинӑна Хыркассинчи постра чарнӑ. Тимлӗ инспекторсем пассажир сумкинчен 5000 тенкӗлӗх 2 укҫа курӑннине асӑрханӑ. Дагестан ҫыннисем тӳрре тухма хӑтланман, унсӑр пуҫне автомашинӑра пытарнӑ ытти купюрӑсене те кӑтартнӑ. Унта 5000 тенкӗлӗх 84 хут укҫа пулнӑ.

Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑскерсене РФ тӗп билечӗсене туса кӑларнӑшӑн, упранӑшӑн тата вырӑнтан вырӑна куҫарса ҫынсене улталанӑшӑн айӑпланӑ. Вӗсене 6 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ, унсӑр пуҫне 400 пин тенкӗ штраф тӳлеме йышӑннӑ.

Аякра пурӑнакансем Чӑваш Ене килсе суя укҫа вырнаҫтарни тӑтӑшах пулать. Ҫакнашкал преступленисене тӑвакансенчен чылайӑшӗ Кавказ тӑрӑхӗнчен. ЧР ШӖМӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫалхи сакӑр уйӑхра кӑна суя укҫа тыттарса хӑварнӑ 314 тӗслӗх. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта кунашкал 388 преступлени пулнӑ. Иртнӗ ҫулхи суя купюрӑсен 80 проценчӗ 1000 тенкӗлӗххи пулнӑ пулсан, кӑҫал 5 пинлӗххисем ытларах.

Йӗрке хуралҫисем ҫынсене тимлӗрех пулма сӗнеҫҫӗ, иккӗленсенех полици уйрӑмне пӗлтермеллине асӑрхаттараҫҫӗ.

#укҫа, #Кӳкеҫ, #Шупашкар районӗ

 

Комментари:

Атл // 3414.74.6426
2012.10.17 18:37
" Пĕлтĕрхи çак тапхăрта кунашкал 388 преступлени пулнă."
Кĕртмелле мар -вĕсем патне ĕç ĕçлеме каймаççĕ чвашсем.Вырссем чакаç - пусмăрлама-кулма хатĕр пулĕç малалла тек ялан кусем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем