Эрех ӗҫсен руль умне лармалла марри каламасӑрах паллӑ пек те ӗнтӗ, ҫапах та ҫула тухаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑна ӳсӗр водительсене пула республикӑри ҫул-йӗр ҫинче 15 инкек сиксе тухнӑ, ҫав шутран пиллӗккӗшӗ — Шупашкарта. Ӳсӗр пуҫпа ҫула тухнӑ 700 водителе тытса чарнӑ йӗрке хуралҫисем.
Киккирикне хӗртнӗ хыҫҫӑн руль умне ларакансене палӑртма ҫул-йӗр инспекторӗсем акцисем ирттереҫҫӗ. Черетлине вӗсем пуш уйӑхӗн 4, 5, 6-мӗшӗсенче йӗркелеме йышӑннӑ. «Урӑ мар водитель» анлӑ рейда ҫав кунсенче республикипех ирттерӗҫ.
Ӳсӗр водительсем пирки ҫынсем те хыпарлама пултараҫҫӗ. Телефон номерӗ — 24-07-70. Антидилерпа ҫыхӑнас тесен 8-937-952-13-13 номерпе талӑкӗпех ҫыхӑнма май пур. Вӑл номерпе СМС-ҫыру шӑрҫалама юрать.Viber, Telegram тата WhatsApp ҫыруҫӳретмӗшсем (мессенджерсем) урлӑ та СМС ярса систерме пулать.
Шупашкарти пасарсенче прокуратура ӗҫченӗсем ятарлӑ комиссипе пӗрле тӗрӗслев ирттернӗ. Халӗ хӑш-пӗр ҫӗршывран вӑл е ку апат-ҫимӗҫе кӳрсе килме юрамасть-ҫке-ха. Шӑпах унашкаллисене тупас тӗллевпе ҫула тухнӑ вӗсем.
Комисси йышне Россельхознадзор, Роспотребнадзор ӗҫченӗсем те кӗнӗ. «Николаевский» пасарта тӗрӗслев ирттернине пӗлсен чылай сутуҫӑ павильона хупса хунӑ. Анчах кунпа тӗрӗслев вӗҫленмен-ха. Ятарлӑ комисси татах килӗ унта, документсене пӑхса тухӗ.
Ку пасарта кӳрсе килмен ҫимӗҫсене асӑрхаман. Анчах тӗлӗнмелле тӑпӑрчӑ куҫ тӗлне лекнӗ. Этикетки специалистсене кӑсӑклантарнӑ. Ӑна принтер витӗр кӑларнӑ, скотчпа ҫыпӑҫтарнӑ. Ахӑртнех, ӑна савутра туса кӑларман.
Тӗп пасарта вара Турцирен илсе килнӗ иҫӗм ҫырли сутнине асӑрханӑ. Ӑна ун чухнех туртса илнӗ, тӗп тума палӑртнӑ. Усламҫӑн куншӑн 3 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
«Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая Шупашкарта пулни пирки чылайччен шавларӗҫ. Телеертӳҫӗ ҫитес вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкара килме палӑртнине пӗлтереҫҫӗ.
Телеканалӑн сайтӗнче хуласен списокне кӑларнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ Елена Летучая пирӗн пата килессине. Ку чӑнах та пулӗ-и е ҫук-и — вӑхӑт кӑтартӗ.
Пӗлтӗр ку список кӑшт урӑхларах пулнӑ. Унта Чӑваш Енри чи ҫамрӑк хула Ҫӗнӗ Шупашкар пулман. Тен, Елена Летучая пирӗн пата килсе каллех йӗрке тӑвасшӑн?
Аса илтерер: вӑл Чӑваш Енре тӑватӑ уйӑх каялла пулнӑ. Ун чухне Летучая апатланӑшсене, хӑна ҫурчӗсене, мини-отельсене тӗрӗсленӗ. «Университетское» кафене ҫеҫ ырланӑ вӑл.
Шупашкарта «Автобус» вунӑкунлӑх ирттереҫҫӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12–21-мӗшӗсенче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем рейд ирттереҫҫӗ. Вӗсем автобуссемпе маршруткӑсем ҫул-йӗр правилине пӑснине тӗрӗслӗҫ.
Инспекторсем автобуса нумай ҫын лартакансене, «Д» категорие илмесӗр руль умне ларнӑ водительсене, тахограф ҫуккисене тӗрӗслӗҫ. Автобус хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтернипе тивӗҫтерменнине пӑхӗҫ. Авари чухне тухмалли саппас алӑк пур-и? Лармалли ытлашши вырӑн ҫук-и? Йӑлтах тӗрӗслӗҫ вӗсем.
Чи малтанах инспекторсем аварие лекнӗ, правилӑсене пӑснӑ автобуссен предприятийӗсене, усламҫӑсене тӗрӗслӗҫ. Шкул автобусӗсене те лайӑх сӑнӗҫ.
Ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса нарӑсӑн 23-мӗшӗччен республикӑра «Снегоход» (чӑв. Юрҫӳрен) уйӑхлӑх пырать.
Унӑн тӗллевӗ — юр ҫийӗн ҫӳрекен ҫав техникӑн техника тӑрӑмне тӗрӗслесси, регистраци йӗркине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине палӑртасси, хӑрушсӑрлӑх правилисене тытса тӑрасси. «А» ушкӑна кӗрекен автотранспорта тата мотохатӗре уйӑхлӑх вӑхӑтӗнче йӑлтах тӗрӗслесшӗн.
Юрҫӳренсене (снегоходсене) вӗсен двигателӗ 4 кВтран е 5,4 лаша вӑйӗнчен пысӑкрах пулсан регистрацилемелле. Ун рулӗ умне АI, АII, АШ, АIV категориллӗ тракторист-машинист прави пур ҫынсен кӑна ларма юрать. Мӗнле категори кирли снегоходӑн хӑватӗнчен, вӑл миҫе пассажира турттарнинчен килет. Ӑна тытса пыракансен те, ытти машина рулӗ умӗнчи пекех, хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмалла.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи социаллӑ пулӑшу кӳрекен служба пайташӗсем, правӑна сыхлакансем Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем федерацин Чӑваш Енри тӗп инспекторӗ Геннадий Федоров хушнипех кайнӑ-мӗн. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчи профилактика кунне хутшӑннисен шутӗнче Шупашкар районӗнчи прокурорӑн пулӑшуҫи Ю.А. Казаков, ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен И.В. Макарова инспектор, Е.В. Петрова нарколог, ӗҫлӗх центрӗн районти центрӗн пуҫлӑхӗ О.И. Александров, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Т.А. Михайлова пулнӑ.
Шкул ачисемпе профилактика темипе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳре-шара учетра тӑракан ҫемьесене тата нумай ачаллисем патне ҫитсе ҫаврӑннӑ. Нумай ачаллисене Татьяна Андреевна пылак парнесемпе савӑнтарнӑ.
Пӗр енчен вар хытиччен кулмалла, тепӗр енчен ларса макӑрмалла ку тӗслӗхе тусӑм иртнӗ эрнере каласа кӑтартрӗ. Шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сывалаймасӑр вӑрах пурӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑр патне кайнӑ. Унта тем тӗрлӗ сиплев ҫырса панӑ, эмелне йӗркипех асӑнса кайнӑ. Каланӑ — тунӑ. Анчах чир иртсе кайманнине кура кӑштахран (пирӗнтен чылайӑшӗ сывлӑхран ытла ӗҫе мала хурать мар-и ҫав...) тусӑм тепре пульницӑна ҫул тытнӑ. Пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме ҫӳренӗ май тусӑм амбулатори карттине шӗкӗлчесе ларнӑ. Ак тамаша! Пӑх та кур: вӑл диспансеризаци тухнӑ-мӗн. Хут тӑрӑх. Тӗрӗссипе, пульница тӑрӑх хутламан тусӑм.
Диспансеризаци тухнӑ пек кӑтартни темех мар тейӗпӗр. Унта кашни ҫыннӑнах тӗл пулма пултаракан диагнозсем ҫырса хунине те курмӑш пулса ирттерме пулать тейӗпӗр. Тӗлӗнтерекенни татах асӑрханӑ тусӑм. Амбулатори картти тӑрӑх шутласан, ман тусӑм пек пульница тӑрӑх йӑрккакан ҫын та ҫук темелле: унта вӑл вӗҫӗмех кайса ҫӳренӗ имӗш. Чи кӑсӑкли — ӗҫпе республика тӑрӑх командировкӑсенче ҫӳренӗ кунсене те пульницӑна пынӑ пек кӑтартнӑ, тусӑм ӗҫлекен организаци хӑй юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртнӑ чух та тусӑм ҫынсемпе савӑнас чухне пульница тӑрӑх ҫӳренӗ пулать.
Сӗнтӗрвӑрринчи аптӑкӑсенчен пӗрин пуҫлӑхне фармацевт ӗҫ-хӗлне пӑснишӗн айӑпланӑ. «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн филиалӗ шутланакан Сӗнтӗрвӑрринчи 17-мӗш номерлӗ аптекӑра пулнӑ ку кӑлтӑк.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем аптекӑна Росздравнадзор специалисчӗсемпе пӗрле тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем эмел тата медицина хатӗрӗсен ҫаврӑнӑшне епле йӗркеленине хакланӑ. Шӑпа ҫав вӑхӑтра тӗрӗслевҫӗсем кӑлтӑк асӑрханӑ та.
Аптӑкӑн суту-илӳ залӗнче хӑш-пӗр эмеле ытлашши ӑшӑ вырӑнта, тӗрӗсрех, производительсем кӑтартнинчен ӑшӑрах ҫӗрте, упранине асӑрханӑ. Ку вара йӗркеллӗ япала мар, ҫавӑншӑн аптека пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫе миравай тӳре патнех ҫитернӗ. Лешӗ пуҫлӑха 4 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
Улатӑр хулинче ҫак кунсенче «Ҫурт-йӗр» операци иртет. Профилактика тӗллевӗллӗ ҫак меропрятие унти пушарнӑйсем ҫулталӑкра икӗ хутчен йӗркелеҫҫӗ: кӗркунне тата хӗлле. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче пуҫланнӑ.
Операци вӑхӑтӗнче пушарнӑйсем килсерен ҫӳресе хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑханнипе пӑхӑнманнине хаклӗҫ, кӑлтӑк асӑрхасан ҫитменлӗхе пӗтермелли пирки ӑнлантарӗҫ.
Тӗрӗслевпе пыракан пушарнӑйсене яваплисем кӗртме чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫапах та ҫӗр ҫинче тем тӗрлӗ ҫын та пуррине шута илсе асӑрханулӑх пирки те манмалла мар тесе асӑрхаттараҫҫӗ. Пушарнӑй сӗмӗпе пыракан ҫынтан удостоверени ыйтмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Тӗрӗслевҫех алӑка шаккать-ши тесе хытах иккӗленсен ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑнса канашласа илме пулать.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Турцирен хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе кӳрсе килме юрамасть. Ҫав шутра — сутма та. Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗн республикӑри потребительсен прависене хӳтӗлекен обществӑсенчен санкцине лекнӗ тавара тупас тӗпӗшпе пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫырӑва пӗлтӗрхи раштавӑн 31-мӗшӗнчех валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех ку ҫырусем Шупашкар администрацине, Чӑваш Енӗн суту-илӳпе промышленность палатине, Чӑваш Енен экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн тата суту-илӳн министерствине ҫитнӗ.
Суту-илӳ предприятийӗсене тимлӗрех тӗрӗслеме пуҫлани пирки Чӑваш Енри Роспотребнадзорӑн вырӑнти управленийӗ малтанах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Турци тӗлӗшпе пирӗн патшалӑх санкцисем чӳкӗн 24-мӗшӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӗртме шут тытрӗ. Ун чухне Турци ҫар самолёчӗ Раҫҫей патшалӑхӗн бомбардировщикне персе антарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фаяльская Феодосия Захаровна, чӑваш юрӑҫи, актриси ҫуралнӑ. | ||
| Ҫитта Хветӗрӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дмитриев Василий Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ивник Иван Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |