Республикӑри кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗсенчен пӗринче какайра тетрациклин тупса палӑртнӑ.
Ку препаратпа кайӑк-кӗшӗке укол тӑваҫҫӗ-ха. Анчах специалистсем тӗрӗсленӗ чух какайри тетрациклин виҫи ытлашшине асӑрханӑ. Ҫакна Хусанти ветеринари лабораторийӗн тӗрӗслевӗ ҫирӗплетсе панӑ.
Какайра тетрациклин виҫи пысӑккине ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ветеринари тӗрӗслев пайӗнче тӑрӑшакансем хапрӑка тепӗр хутчен ҫитнӗ. Ку хутӗнче вӗсем планпа пӑхман тӗрӗслев ирттернӗ. Ӑна вӗсем прокуратура ирӗк панипе йӗркеленӗ.
Тетрациклина кайӑк-кӗшӗк чирлесрен тата чирлесен пама юрать-ха. Анчах вӑл препарат чӑх-чӗп организмӗнчен тухса пӗтнӗ хыҫҫӑн кӑна пусма юрать. Специалистсем тӗрӗсленӗ хапрӑкра кайӑк-кӗшӗке васкаса пуснӑ. Капла туни саккуна пӑсни пулать. Уншӑн яваплӑ ӗҫчене те, предприятине хайне те штрафлама йышӑннӑ. Иккӗшӗн пӗрле 80 пин тенкӗ тӳлемелле.