Муркашпа Кӳкеҫре ача пахчисем тӑвассине Чӑваш Енӗн парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов тӗрӗслесе тӑрӗ. Ҫапла тума вӗсенчи лару-тӑру хистенӗ.
«Теле- тата фотокамерӑсемпе ӳкерсех Кӳкеҫре ҫӗнӗ ача пахчи ҫӗклеме пуҫланӑ», — тесе пӗлтерет «Советская Чувашия» хаҫат. Ку вӑл 2011 ҫулхи юпа уйӑхӗнче пулнӑ. Объекта 2012 ҫулхи ака уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах ӑна паян та хута яман. Уншӑн строительство организацине ӳпкелеҫҫӗ. Паяна ӗҫӗн 85 процентне кӑна пурнӑҫланӑ-мӗн. Юрий Попов спикер Шупашкар раойн администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова часрах аукцион ирттерсе ҫӗнӗ строителе палӑртма, ӗҫе ҫулталӑк вӗҫлениччен пӗтерме хушнӑ.
Муркашра 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче лицея юсаса ҫӗнетсе 60 вырӑнлӑх ача пахчи тума пуҫланӑ. Ӗҫне ҫав ҫулах вӗҫлеме пулнӑ. Анчах ӑна халӗ те хута яман. Подрядчик кӑҫал стройкӑна пырса та курӑнмасть-мӗн. Халӗ муниципалитет килӗшӗвне суд урлӑ татассипе ӗҫ пырать иккен, мӗншӗн тесен генподрядчик юсава вӗҫлеме килӗшмен имӗш.
Ҫӗрпӳри районти тӗп пульницӑра ӗҫ сыхлавне, медицина япалисемпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама районӑн тӗп тухтӑрӗн Ольга Ермакован хушӑвӗпе яваплӑ ҫынна ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче комисси участокри пульницӑсене ҫитсе пахаланӑ. Ӑҫта епле лару-тӑру иккенне тӗрӗслев карттине ҫырса пынӑ. Комисси ӗҫ сыхлавне епле пӑхӑннине хакланӑ. Медицина хатӗрӗсемпе епле усӑ курнипе, кирлӗ маррисене ӑҫта янипе те вӗсем кӑсӑкланнӑ. Эмел упранакан пӳлӗмсене те вӗсем кӗрсе тухнӑ. Епле кӑлтӑк тупса палӑртнине район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарта шарламан. Ҫапах та асӑрхаттармасӑрах пулман-тӑр. Кун пек тӗрӗслеве район пульници тӑтӑшах йӗркелет иккен.
Сӑнсем (11)
Чӑваш Енре сӗт кӑларакан пӗр ЯХПК техрегламент ыйтӑвӗсене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Вӑл — Комсомольски районӗнчи «Пайгас» кооператив.
Ҫак организаци тӗлӗшпе планпа килӗшӳллӗн тӗрӗслев ирттернӗ. Ветеринари тӗрӗслевӗн специалисчӗ сӗт партинчен тӗрӗслемешкӗн пӗр пайне илсе юлнӑ. Сӗтре левомицетин тата антибиотик ытла нумай пулнине тупса палӑртнӑ.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Пайгас» ЯХПК кӑларакан сӗтре тетрациклин ушкӑнӗнчи антибиотик нумай пулнӑ. Ку Таможня союзӗн «Сӗт тата сӗт юр-варӗн продукцийӗн хӑрушсӑрлӑхӗ пирки» регламентпа килӗшсе тӑмасть-мӗн.
Кооператив ҫакӑншӑн мӗнле явап тытни пирки ҫӑлкуҫ пӗлтермест ҫав. Ку хыпар ахӑртнех Каҫал тӑрӑхӗнчи сӗте асӑрханса туянмаллине систерет.
Малашне пысӑк должноҫри чиновниксене шанӑҫа ҫухатсан отставкӑна яма пултарӗҫ. Регионти саккуна паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче улшӑнусем кӗртнӗ.
ЧР Элтеперӗн администраци пуҫлӑхӗ Александр Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, документа республикӑри саккуна федераци шайӗнчипе пӗрпеклетнӗ. Эппин, малашне шанӑҫа ҫухатнӑ тӳре-шарана ӗҫрен хӑтарма пултарӗҫ. Ку тупӑшпа пурлӑх пирки пӗлтерменнисене, коммерци организаци управленине хутшӑнакансене, услам ӗҫӗпе аппаланакансене пырса тивӗ.
Александр Иванов каланӑ тӑрӑх, ку йӗрке ЧР Министрсен Кабинечӗн членӗсене, ҫын, ачасен, усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйсене пырса тивет.
Аса илтерер: кӑҫалтан пуҫласа ЧР влаҫ органӗсем муниципалитет тата организаци ертӳҫисен ӗҫ тухӑҫлӑхне хакланӑ чухне халӑх шухӑшне шута илет. Транспорт, автоҫул, ЖКХ ӗҫӗ халӑхӑн 30 процентӗнчен сахалрах тивӗҫтерет тӗк кунашкаллине тухӑҫсӑррисен йышне кӗртӗҫ. Кӑна валли ҫулсерен ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттерӗҫ.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать. Нумаях пулмасть ППЭ тытмалли пӳлӗмсене видеокамерӑсем вырнаҫтарчӗҫ. Кӑҫал ав яш-хӗре экзамена металл шырамалли хатӗрпе тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ.
ППЭ ҫирӗпленнӗ май тӑватӑ ҫӗнӗлӗх кӗртме палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗ — кашни экзамена (ача ӑна тытаймарӗ тӗк) ҫулталӑк тӑршшӗпе тепӗр хут тытма май пулӗ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов «Известия» хаҫата панӑ интервьюра пӗлтернӗ.
Чиновниксен шухӑшӗпе, ку ППЭне «сутӑн илес» ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Ара, выпускник экзаменра «2» илчӗ тӗк ӑна тепӗр ҫул ҫеҫ тепӗр хут тытма пултарать-ҫке. Ҫакна кура ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать — «кирлӗ ҫынсене» укҫа та тӳлет…
Кунсӑр пуҫне ҫитес ҫул шкултан вӗренсе тухакансен сочинени ҫырма та хатӗрленмелле пулӗ. Ӑна вӗсем раштав уйӑхӗнче ҫырӗҫ. Унӑн кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн ача ППЭ тытма пултарассине палӑртӗҫ. Енчен те сочинение икӗ хутӗнче те ҫыраймарӗ-тӗк экзамена тепӗр ҫул ҫеҫ тытӗ.
ППЭри ҫак улшӑнусем 2015 ҫулта пулӗҫ.
Нумаях пулмасть Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем наркотиксемпе усӑ курнипе курманнине тестпа тӗрӗсленӗ.
«Тест ирттернин тӗллевӗ — вӗренекен ҫамрӑксем наркотикпа усӑ курнине тупса палӑртасси», — тесе пӗлтерет «Каҫал Ен» хаҫат.
Теста наркотикпа усӑ курнин сиенӗ ҫинчен вӗренекенсене шухӑшласа пӑхма сӗнес тӗллевпе те ирттернӗ-мӗн. Тест 5 тӗрлӗ наркотика тупса палӑртаять иккен.
Тӗрӗслев вӗренекенсем наркотикпа усӑ курманнине кӑтартса панӑ.
Аса илтеретпӗр, 15 ҫултан аслӑраххисен тест витӗр тухма ҫырса ирӗк памалла, 14 ҫултисем валли ашшӗ-амӑшӗ килӗшни кирлӗ.
Кӗҫех ҫуллахи каникул пуҫланӗ те шкул ачисем сывлӑха ҫирӗплетекен уйлӑхсене ӑсанӗҫ. Вӗсен канӑвӗ кӑсӑклӑ кӑна мар, хӑрушсӑр та пултӑр тесе Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерстви республикӑри ача-пӑча кану базисене тӗрӗслеме тытӑннӑ. Талӑкӗпех канмалли лагерьсене Федерацин пушар надзорӗн органӗсенче республикӑра кӑҫал 13 шута илнӗ, кӑнтӑрла кӑна канмаллисене — 407.
Пушар хӑрушсӑрлӑхне хаклакансем планпа пӑхнӑ 67 тата планпа пӑхман 28 тӗрӗслев ирттернӗ те ӗнтӗ. Должноҫри 28 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ кӑлтӑксем хушшинче пушара сӳнтермелли тытӑм, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑррине, эвакуаци валли кирлӗ ҫула тивӗҫлипе йӗркелеменнине кӗртеҫҫӗ.
Вӑрманта пушар тухсан кану базисене лекес хӑрушлӑхлисем пилӗк учреждени шутланаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вӗсене пурне те минерализациленӗ йӗрсемпе уйӑрса тухнӑ.
Сывлӑха ҫирӗплетмелли ҫуллахи тапхӑр ҫывхарнӑ май пушарнӑйсем ача-пӑча уйлӑхӗсенче планпа пӑхнӑ тактика вӗрентӗвӗсем те йӗркелеҫҫӗ. Нумаях пулмасть ун йышшине Шупашкар районӗнчи «Чайка» (чӑв. Чарлан) лагерьте ирттернӗ.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлакан фонд ӗнер пирӗн республикӑра тӗрӗслев пуҫланӑ.
Хаклавҫӑсем нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗпрен юсамалли адреслӑ программӑсем регионсенче епле пурнӑҫланнине палӑртас тӗллев лартнӑ. Кунсӑр пуҫне ишӗлекен ҫурт-йӗртен ҫынсене куҫарасси епле пулса пынине те пӑхӗҫ. Вӗсен тепӗр тӗллевӗ — асӑннӑ фондран укҫа-тенкӗ уйӑрасси республикӑра епле шайрине палӑртасси. Асӑннӑ патшалӑх корпорацийӗн ӗҫченӗсем ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗччен тӗрӗслӗҫ.
Тӗрӗслев пуҫланнӑ май ӗнер Чӑваш Енӗн Стройминӗн, Чӑваш Ен прокуратурин, Раҫҫейӗн Общество палатин, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсене пухса канашлу ирттернӗ. Фонд элчисем хӑй укҫа уйӑрнӑ муниципалитетсене те ҫитме палӑртать. Ҫав шутра Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар районӗсене асӑннӑ.
Кун пек сӑмаха эп шухӑшласа кӑларман. Этеме хӳтӗлемелли органсене ҫынсем пур чухне шансах кайманни вӑрттӑнлӑх мар. Анчах пур чухне те апла шухӑшлама кирлӗ мар. Акӑ, ҫакна ҫирӗплетекен тӗслӗхрен пӗри.
Республика прокуратури нумаях пулмасть Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗн Чӑваш Енти ӗҫ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Хутсене «ҫавӑрттарни» сая кайман — кӑлтӑксем сиксе тухнӑ. Тӗслӗхӗсене пӗтӗмлетсе пани те пур, уйрӑммӑн илсе кӑтартса та ҫирӗплетнӗ прокуратурӑн пресс-служби.
Акӑ, пӗррехинче асӑннӑ управление нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче ҫутӑ валеҫекен щит йӗркеллӗ ӗҫлеменни пирки пӗлтернӗ. Ҫак факта патшалӑх ҫурт-йӗр надзорӗн е муниципалитетӑн ҫурт-йӗр надзорӗн тӗрӗслемелле иккен. Тепӗр майлӑ каласан, ҫӑхава пӑхса тухма ыйтса Ростехнадзор управленийӗн маларах асӑннӑ органсенчен пӗрне ярса памалла пулнӑ. Анчах вӑл апла туса тӑман, хӑй тӗрӗслевпе персе ҫитнӗ. Ку вӑл компетенцие ӳстерни шутланать-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах прокуратура управлени хӑйӗн тӗп тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитерейменнине те палӑртнӑ. Ҫав фактсемпе вӑл Ростехнадзорӑн Атӑлҫи управленийӗн ертӳҫи ячӗпе хут шӑрҫаланӑ, кӑлтӑксене пӗтерме хушнӑ.
Тунтикунтанпа республикӑра «Мӑкӑнь–2014» операци пуҫланнӑ. Ӑна ҫав культурӑна акса-лартакансене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Ҫапла, пахчара мӑкӑнь ӳстерсен йӗрке хуралҫисен куҫне ҫакланма пулать. Наркотиклӑ ӳсентӑран шутланаканскере ҫав усал йӑлапа туслисем те ним мар иленӗҫ. Йӗркеллӗ пурӑннӑ ҫӗртен шухӑшламалли тупас мар тесен пахчара мӑкӑнь кашлама памалла мар. Ҫын пахчинче ӳснине курсан йӗрке хуралҫисене пӗлтерме хушаҫҫӗ.
Мӑкӑньпе ҫыхӑннӑ акци утӑ уйӑхӗн вӗҫӗччен пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Николай Дмитриевич, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ляпидовская Светлана Михайловна, филолог, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрчӑкан Нина Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |