Шупашкарта вырнаҫнӑ «Республиканский центр восстановительной медицины и реабилитации» (чӑв. Республикӑн юсану медицинипе тӳрленӳ центрӗ) Сывлӑх центрне 2009-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗнче хута янӑ. Ҫак ҫулсенче кунта ҫӗршер ҫын сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ, сипленнӗ. Центра ҫӗнӗ йышши оборудованипе тивӗҫтернӗ, ку врачсен ӗҫне самаях ҫӑмӑллатать. Кунти ӗҫченсем республикӑри чылай районта пулса халӑха пулӑшу панӑ.
Ӗнер, юпан 10-мӗшӗнче, 12 ҫынран тӑракан медицина ӗҫченӗсен ушкӑнӗ Хӗрлӗ Чутай районне пӗрремӗш хут килсе ҫитнӗ. Хӗрлӗ Чутайри пульницӑн тӗп тухтӑрӗ ушкӑна район центрӗнчен чи аякра вырнаҫнӑ Штанаш ял тӑрӑхне янӑ, мӗншӗн тесен ку тӑрӑхри халӑхӑн, уйрӑмах ватӑ-вӗтӗн райцентра тухса кӗме чӗр нуша: яла кунне икӗ хутчен ҫеҫ автобус ҫӳрет, каҫа юлсан Чутайрах ҫӗр каҫма тивет.
Штанашри офиса Чутайран тухтӑр эрнере темиҫе хутчен килсех тӑрать-ха, Чутайри тухтӑрсен ушкӑнӗ те ятарлӑ графикпа ҫӳрет, ҫапах та кирлӗ чухне анализсем пама Чутаях тухма тивет.
Шупашкартан тухтӑрсем ятарласа ял халӑхӗн сывлӑхне тӗрӗслеме килессине пӗлсен Штанашри медицина офисне халӑх чылайӑн пуҫтарӑнчӗ. Сывлӑх центрӗн ушкӑнӗ пӗр кунта 80 ҫынна йышӑнса тӗрлӗ енлӗ тӗрӗслеме пултарчӗ: юнри холестеринпа сахӑр виҫине темиҫе минутрах пӗлме пулать иккен, анализ илнӗ чухне йӗппе чикни те пачах та ыраттармасть, юн пусӑмӗ, кардиовизор, спирометри тата ытти тӗрлӗ тӗрӗслев хыҫҫӑн Татьяна Галкина, Вероника Степанова, Екатерина Весновская тата Чутайри Селянкина врач-терапевтсем пациентсене «Карта Здорового образа жизни» (чӑв. Сывӑ пурнӑҫ картти) ятарлӑ хутпа тивӗҫтерчӗҫ, сывлӑха сыхлама, вӑхӑтра тӗрӗсленме тата сипленме, сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнма чӗнсе каларӗҫ.
Галина Кудрина Светлана Иванова, Татьяна Григорьева, Лия Угаслова, Анастасия Зубова, Надежда Павлова медаппасене тата Игорь Федоров программистпа Агеев Виктор водителе чирлисем чунтанах тав турӗҫ.