Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: техника

Ял хуҫалӑхӗ

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне ака-сухана тухма вӑрлӑх 50 445 тонна янтӑланӑ. Ку — кирлин 106 проценчӗ. Анчах ӑна кондицие ҫитересси майӗпен пырать. Ҫак вӑхӑт тӗлне 90 проценчӗ кӑна акма юрӑхлӑ. Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Пӑрачкав тӑрӑхӗсенчи хуҫалӑхсенче ку енӗпе ӗҫлемелӗх пур.

Янтӑланӑ вӑрлӑхран 758 тоннине имҫамланӑ. Ҫӗрулми вӑрлӑхне 5 903 тонна яровизациленӗ. Патӑрьел, Вӑрнар, Красноармейски, Элӗк районӗсенче «иккӗмӗш ҫӑкӑра» лартма хатӗрлессипе лайӑх ӗҫленӗ.

Ҫурхи ӗҫсене ирттерме минерал удобренийӗ 20 пин тонна кирлӗ пулать. Хальлӗхе ӑна 9 пин тонна ытларах кӑна янтӑланӑ (45,4%). Улатӑр (13,1%), Канаш (23,4%), Муркаш (24,1%), Пӑрачкав (16,5%), Вӑрмар (29,6%), Шӑмӑршӑ (26,4%), Тӑвай (26, 4%) районӗсенче уйрӑмах сахал. Пӗтӗмӗшле илсен республикӑри пӗр районта та вӑл кирлӗ чухлӗ ҫук. Минерал удобренийӗ виҫесӗр хакланни, ҫӑмӑллатнӑ кредита вӑхӑтра илейменни те тӳнтерле витӗм кӳчӗ пулас.

Дизтопливо 68,4 процент янтӑланӑ. Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тӑрӑхӗсенче вӑл сахалрах. Республикипе вара Елчӗксем кӑна ака-суха ирттерме дизтопливо ҫителӗклӗ хатӗрлеме пултарнӑ (110,9 процент).

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/aka-suha-cyvharat
 

Хулара

Пӗлтӗр ҫӗршывра лару-тӑру йывӑрланнӑ май лавкка сентрисем ҫинчи хаксем те ҫӗпре пек йӳҫсе хӑпарма пуҫларӗҫ. Раштав уйӑхӗнче ҫынсем йӑлара усӑ курмалли техникӑна черет тӑрса илнине хам та курнӑччӗ. Лавккара халӑх хӗвӗшнине кура хуҫисем тӗлӗрмерӗҫ — хаксене ҫавӑнтах хӑпартса хучӗҫ. Хӑшӗ-пӗри виҫшер-тӑватшар телевизор туянни пирки те илтрӗм. Халӗ ҫавскерсем вӗсене сутаймаҫҫӗ имӗш — лавккари хаксем кӑшт чакнӑ. Туяннӑ техникӑна вара лешсен йӳнӗрехпе сутас килмест-мӗн.

Ку ҫапла-ха та… Каллех хаксем пирки сӑмах. Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратурӑра «хӗрӳ лини» ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта шӑнкӑравласа ҫыртакан хаксем пирки пӗлтерме пулать.

Шӑнкӑравсене 78-56-60, 78-58-25 номерсемпе йышӑнаҫҫӗ. Хӑш лавккара хак хӑпарнине пӗлтерсен унӑн адресне каламалла.

Сӑмах май, кунашкал «хӗрӳ лини» Шупашкарта та пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

 

Хулара

Раштав уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре халӑх йӑла техникине тапӑннӑ тесен те йӑнӑш мар. Пурте тенӗ пекех тенкӗ йӳнелесрен хӑраса укҫине мӗн те пулин туянса пӗтерме шухӑшланӑ ӑхӑртнех.

Халӑх лавккасене сӑпса пек сырӑннӑран-и е урӑх сӑлтава пула-и — хаксем ӳсрӗҫ. Ноутбуксен, смартфонсен, телевизорсен, холодильниксен, пылесоссен, мультиваркӑсен, фотоаппаратсен хакӗсем самаях ҫыртма тытӑнчӗҫ. Суту-илӳ предприятийӗсем халӑх туяннине кура татах тавар кӳрсе килнӗ-мӗн. Вӗсем ку ӗҫе ҫитес ҫул ҫеҫ тума палӑртнӑ пулин те…

Шупашкар хула администрацийӗ тата ятарласа йӗркеленӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн халӑх тӗрӗслевӗ» подразделени хаксен конкуренцине иртӗхме парас мар тесе йӑла техникисен хакӗсен мониторингне йӗркелесе пынӑ.

Мониторинг пирки МИХсенче пӗлтереҫҫӗ-мӗн. Кун пирки Шупашкар хулин сайтӗнче те пӗлме пулать иккен — ятарлӑ баннера пусмалла ҫеҫ-мӗн.

Халӗ хак майӗпен ӳсме пӑрахнӑ-мӗн. Ҫитес ҫул тенкӗ ҫак уйӑхри пекех улшӑнсах тӑрсан, ахӑртнех, тавар кӑларакансем хаксене ҫӗнӗрен пӑхса тухӗҫ. Анчах кун пирки хальлӗхе ҫирӗплетсе калама ҫук.

 

Ӑслӑлӑх

Ӑсчахсем ҫывӑрас умӗн планшет тата электронлӑ кӗнеке вулани ҫын сывлӑхне сиен кӳнине палӑртнӑ.

Тӗпчеве хутшӑннисем ҫывӑрма выртас умӗн iPad вуланӑ. Вӗсем часах ҫывӑрса кайманнипе нушаланнӑ, вӗсен организмӗ мелатонин сахал кӑларнӑ. Ирхине вара йывӑррӑн вӑраннӑ. Ҫак пӗтӗмлетӳсене Америка ӑсчахӗсем тунӑ.

Тӗпчеве 6 пациент хутшӑннӑ. Вӗсем электронлӑ кӗнеке пилӗк каҫ вуланӑ, унтан хутлӑ кӗнеке ҫине куҫнӑ. Хайхискерсен ӗҫ хастарлӑхӗ те пӗчӗк пулнӑ.

Пытарма кирлӗ мар ӗнтӗ: халӗ чылайӑшӗ, уйрӑмах ачасемпе ҫамрӑксем, ахаль те ыйхӑ килменнипе аптӑраканскерсем, кӗнеке вуламашкӑн гаджетпа усӑ кураҫҫӗ. Ку хатӗрсем ҫын сывлӑхне мӗнле витӗм кӳнине чылай вӑхӑт тӗпчемелле-мӗн.

Анчах ӑсчахсем ҫакна асӑрхаттараҫҫӗ: мелатонина организмра искусственнӑй ҫутӑпа кӑларни (каҫсерен) кӑкӑр, простата, хулӑн пыршӑлӑх ракӗ пулас хӑрушлӑха пысӑклатаҫҫӗ.

 

Экономика

Шупашкара Зимбабверен делегаци килнӗ. Хӑнасем «Трактор савучӗсем» концернӑн производство лапамӗсемпе паллашнӑ.

Зимбабверен килнӗ хӑнасем хӑйсем патӗнчи хӑш-пӗр предприяти кунти концерн техникипе ӗҫленине пӗлтернӗ. Техника Зимбабвери климат условийӗсенчен ӗҫлеме пултарнине каланӑ.

ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ют ҫӗршыв хӑнисене Зимбабвери шыв ресурсӗсен наци агентстви дамбӑсем тунӑ ҫӗрте республика тата концерн пулӑшӑвне шанма пултарассине пӗлтернӗ.

Зимбабве делегацийӗ предприяти кӑларнӑ ял хуҫалӑх техникине туянасси пирки те пӗлтернӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Ене ятарлӑ техника килсе ҫитнӗ. Хальхи йышши тӑватӑ трактор Ҫӗмерле, Шупашкар, Патӑрьел районӗсенчи вӑрман хуҫалӑхӗсенче ӗҫлӗҫ.

Вӗсем вӑрмансене пушарсенчен сыхлӗҫ. Вӑрманҫӑсене ҫӗнӗ техникӑн уҫҫисене панӑ ӗнтӗ. Уявра ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов ӗҫченсене юлашки вӑхӑтра вӑрмансенче пысӑк пушар пулманшӑн тав тунӑ.

Юлашки 20 ҫулта республикӑри вӑрман техники пачах ҫӗнелмен. Уйрӑмах ку 2010 ҫулта паллӑ пулнӑ. Ара, ун чухне шӑрӑх ҫанталӑка пула вӑрмансем ҫунма тытӑнчӗҫ, вӗсене сӳнтерме йывӑр пулнӑ. Кун хыҫҫӑн трактор паркне ҫӗнетме тытӑннӑ: киввисене юсанӑ, ҫӗннисене туянма тӗллевленӗ.

ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки 3 ҫулта 100 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. Вӗсенчен 75 миллионӑшӗ — республика хыснинчен. Укҫапа 61 техника туяннӑ.

Вӑрман хуҫалӑхӗнчи техникӑна 2017 ҫул тӗлне ҫӗнетсе пӗтерме палӑртнӑ.

 

Хулара Ҫӳп-ҫап турттаракан «Мерседес»
Ҫӳп-ҫап турттаракан «Мерседес»

Шупашкарта ҫӳп-ҫапа «Мерседессем» турттараҫҫӗ. «Zoeller» маркӑллӑ машина «Мерседес Бенц Атего» шассийӗ ҫинче никӗсленнӗ иккен. Ӑна «Спецавтохозяйство» муниципалитет предприятийӗ туяннӑ.

Вӑл машина ҫӳп-ҫап турттаракан хальхи вӑхӑтри машина шутланать. Пысӑк мар машина хӗсӗк урама та ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухаять иккен. Кузовне ҫӳп-ҫап нумай вырнаҫнине пула вара ӑна каллӗ-маллӗ тем чухлӗ чуптарса тӑкакланма кирлӗ мар имӗш.

Ҫӳп-ҫап турттаракан машина 11 кубла метр таран йӑлари хытӑ каяша тиейрет, анчах ӑна вӑл вырӑнтах лапчӑтнине кура 65 кубла метр таран тултараять. 2013 ҫулта ҫав чухлӗ ҫӳп-ҫапа турттарма 32 машина кӑларма тивнӗ, кӑҫал 15 машинӑпах ҫырлахаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнче автор прависене пӑснӑ фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарассине татса параҫҫӗ.

Кӳкеҫри икӗ организацире юпан 8-мӗшӗнче лицензисӗр программа вырнаҫтарнине палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗринче ӑна 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче виҫӗ компьютер лартса хунӑ. Программӑна хатӗрлекене ҫапла майпа 438 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Тепӗр организацире 2013 ҫулта 2013 ҫулта вырнаҫтарнӑ. «1С» хуҫине 78 пин тенкӗлӗх, «Майкрософт» 48 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ. «Икӗ тӗслӗхӗнче фирмӑсен хуҫисене пыскӑ штраф кӗтет», — тесе пӗлтерчӗ Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов.

 

Раҫҫейре

Краснодар крайӗнче тӗнчери чи ҫӳллӗ чуччу уҫӑлнӑ. Ӑна «Skypark AJ Hackett Sochi» тӗлӗнтермӗшсен паркӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫакӑнса тӑракан тӗнчери чи вӑрӑм «SkyBridge» кӗпер ҫинчен ярӑнакансем Адлер районӗнчи Ахштырь ялӗ патӗнчи 500 метр тӑршшӗ ту хушӑкӗ урлӑ темиҫе ҫеккунтра ярӑнса иртейӗҫ.

«SochiSwing» аттракционпа усӑ куракансем 170 метр ҫӳллӗшне ярӑнса хӑпарса каяйӗҫ. Ун йышши чуччусем тӗнчере татах пур-ха. Анчах ҫӳллӗшӗпе Сочи ҫывӑхӗнчине ҫитмеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Зеландири Невис юханшыв ҫинчи чуччу унччен чи ҫӳлли шутланнӑ-ха, анчах вӑл «SochiSwing» аттаркционтан 50 метр лутрарах.

Тӗнчери чи ҫӳллӗ чуччуна кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче вырнаҫтарнӑ. Анчах унпа ярӑнтарма чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑна тытӑнӗҫ. Аттракционпа харӑсах икӗ ҫын усӑ курайӗ.

«Skypark AJ Hackett Sochi» тӗлӗнтермӗшсен паркӗ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче уҫӑлнӑ. Ҫӳллӗшӗнчи ун йышши парксем Раҫҫейре пулман. Асӑннӑ парк тӗнчери ҫавӑн йышши кану комплексӗсене тытса тӑракан «AJ Hackett» компани йышне кӗрет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://news.rambler.ru/27893226/
 

Тӗнчере

Килес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче 3D-принтерпа пичетленнӗ пӗрремӗш ноутбук сутлӑха тухӗ. Кун пирки The Telegraph Британи хаҫачӗ пӗлтернӗ.

Халӗ кашни ҫын килти условире хӑйӗн компьютерне пичетлеме пултарать тесе ӗнентереҫҫӗ. Пӗрремӗш ноутбука пичетленӗ те иккен. Ӑна Pi-Top ят панӑ. Малтанхи саккассен пӗтӗмӗшле хакӗ 120 пин доллара ларнӑ.

340 доллара яхӑн тӑракан 3D-принтера туяннисем валли Pi-Top ятарлӑ комплект кӑларнӑ. Унта кӗрекен хатӗрӗн хуппин шаблонӗ 284 доллара яхӑн тӑрать иккен. Pi-Top текенскере ахаль ноутбукӑн мӗнпур функцийӗпе пуянлатнӑ-мӗн.

Ноутбука тем тӗслӗ те хатӗрлеме пулать иккен, корпус ҫине унӑн хуҫин ятне те вырнаҫтарма пулать.

Ҫӗнӗ йышши ноутбука шухӑшласа кӑларакансем вӑл ачасен компьютер ӑсталӑхне вӗрентме те меллӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн, мӗншӗн ӑна вӗсем хӑйсем тӗллӗн пухма та, сӳтме те пултараҫҫӗ-ҫке.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.aif.ru/techno/pc/1379566
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй