Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: техника

Автомобиль пайӗсене тӑвакан Continental компани машинсене ҫуран ҫынсем умӗнче чарӑнма пултакан хӑрушлӑхсӑрлӑх системине хатӗрленӗ. Ӑна усӑ курни ҫуран утакан ҫынсемпе пулса иртекен аварисен шутне чакарма пултарать.

Ҫӗнӗ система стерео-видеокамерӑран тӑрать — икӗ камерӑран ӳкернӗрен вӑл куракан ӳкерчӗк ҫынӑн евӗрлех. Машин умӗнче куҫакан ӗскере (объекта) палланӑ хыҫҫӑн система ун калӑпӑшӗпе хӑвартлӑхне тата машинпа ӗскер хушшине пӗлейрет. Ҫапла вара, ҫын е чӗрчун ытла та хӑвӑрт ҫывхарма пуҫланине туйса илсен, водителе систернӗ хыҫҫӑн машина чарӑнма пултарать.

Кунашкал хатӗрсем ытти компанисем хатӗрлени пирки те калас пулать. 2010 ҫулта, сӑмахран, Nissan фирма автомобиль умӗнче куҫса иртекен ӗскерсене паллама пултаракан Moving Object Detection технологине кӑтартнӑ. 2008 ҫулта Стокгольмри ӑсчах машин умӗнчи ҫул ҫине сиксе тухнӑ е ҫул хӗрринче иртекен шулта чӗрчунсене палласа илекен система хатӗрленӗ. Mercedes-Benz компанин те унашкал тӗпчевсем пур. Night View Assist ятлӑ каҫхи курӑм системи каҫхине ҫуран ҫынсене паллайрать, вӗсене сасӑпа систерейрет.

Пирӗн, ахаль ҫынсен, вӑл системӑсем пурнӑҫа кӗрессине ҫеҫ кӗтме тивет.

Малалла...

 

Препӗн ӑсталанӑ компьютер
Препӗн ӑсталанӑ компьютер

BBC пӗлтернӗ тӑрӑх вӑйӑ дизайнерӗ Тэвит Препӗн (David Braben) USB-управлӑх пысӑкӑш компьютер прототипне кӑтартнӑ. Raspberry Pi Foundation ыркӑмӑлӑх фончӗ пулӑшнипе усӑ курса ӑна ҫулталӑк хушшинче кӑларма пуҫласса шанаҫҫӗ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх пӗрин хакӗ 25 долларпа танлашӗ.

Хӑй вахӑтӗнче Elite ятлӑ компьютер вӑййине (1984 ҫулта вӑл BBC Micro тата Acorn Electron компьютерсем валли тухнӑ) ӑсталакан Тэвит Препӗнӗн устройстви 700 мегагерц такт татӑшлӑхлӑ ARM чипӗ ҫинче никӗсленет. Оперативлӑ асӑм виҫи 128 мегабайтпа танлашать. Ҫавӑн пекех унта 2.0 стандартлӑ USB-порт, HDMI разъем (телекуравпа е мониторпа ҫыхӑнтарма), SD картӑсем валли хушӑк пур. Компьютер Ubuntu операци системипе ӗҫлет.

Ҫак пӗчӗк электронлӑ шутлавҫа аталанакан патшалӑхсенче сутма палӑртнӑ, информатика пӗлӗвӗн никӗсне ачасен ӑсне хывма усӑ курӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2011/05/06/stick/
 

Авӑрлав хатӗрӗ
Авӑрлав хатӗрӗ

Nokia компани пӗр кӑсӑклӑ хатӗре сутлӑха кӑларнӑ — велосипедпа ярӑннӑ май вӑл карас телефона авӑрлама пултарать. Хатӗре кӑлараканӑн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх — ӑна усӑ курсан авӑрлав сирӗншӗн тӳлевсӗр тата ҫав енченех сывлӑха усӑллӑ пулӗ.

Комплекта динамо-машина, телефона руль ҫумне хытармалли пай тата авӑрлав хатӗрӗ кӗрет. Чикӗ леш енче сутма та тытӑннӑ ӗнтӗ — хакӗ 30 евро. Раҫҫей филиалӗн сайтӗнче информаци пур пулин те, ӑна пирӗн патра хӑҫан сутма тытӑнасси тата хакӗ паллӑ мар-ха.

Nokia DC-14 велосипедри авӑрлав хатӗрне халӑх умне пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче кӑтартнӑччӗ, сутлӑха 2010 ҫул вӗҫнелле кӑларма шантарнӑччӗ. Халӗ тинех вӑл вӑхӑт ситрӗ ӗнтӗ.

 

Европӗрлӗхӗн стандартизаци органӗсем — Электротехникӑн стандартизацийӗпе ӗҫлекен Европа комитечӗ (CEN-CENELEC) тата Телекоммуникаци облаҫӗнче стандартизацилекен Европа институчӗ (ETSI) — карас телефонӗсемпе смартфонсен авӑрлав хатӗрӗсен (выр. ЗУ, зарядное устройство) универсиаллӑ, пурне те юрӑхлӑ стандарта ҫирӗплетнӗ. Авӑрлав хатӗрӗсене пӗрпеклетес ӗҫ 2009 ҫултанпа пынӑччӗ, ӑна йышӑннӑ хыҫҫӑн малашне тӗрлӗ фирмӑсем кӑларакан карас телефонӗсемпе смартфонсене авӑрласси самай ҫӑмӑлланӗ. Унсӑр пуҫне авӑрлав хатӗрӗсене утилизацилес ӗҫ те самай ҫӑмӑлланмалла — экспертсем вӗсен йышӗ чакмалла тесе шутлаҫҫӗ.

Авӑрлав хатӗрӗсем валли Micro USB разъема суйласа илнӗ, энергие тухӑҫлӑ усӑ курассин рейтингӗпе вӑл 4 ҫӑлтӑртан кая мар пулӗ. Ҫӗнӗ стандартпа килӗшсе ӗҫлеме хатӗррисен йышне Apple, Huawei Technologies, LG, Motorola, NEC, Nokia, Qualcomm, Research In Motion, Samsung, Sony Ericsson, TCT Mobile (ALCATEL) тата Texas Instruments компанисем кӗнӗ.

Европа Комиссийӗ ҫак стандарта пӑхӑнакан авӑрлав хатӗрӗсем 2011 ҫул пуҫламӑшӗнче сутӑнма пуҫласса шанаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, карас телефонӗсене кӑларакан хӑш-пӗр фирма хӑйсен аппарачӗсене ҫак стандарта йышӑничченех ӑна килӗшӳллӗн кӑларма пуҫланӑччӗ.

Малалла...

 

Пуласлӑхри сивӗтмӗш
Пуласлӑхри сивӗтмӗш

Чӑваш Ен дизайнерӗ Юрий Дмитриев Electrolux Design Lab техника ӑмӑртӑвенче финала тухнӑ сакӑр ӑмӑртуҫӑ шутне лекнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин вӗренӳ министерстви пӗлтерет.

27 ҫулхи Юрий жюри хаклавӗ валли пуласлӑхри сивӗтмӗше (холодильнике) тӑратнӑ. Вӑл ӑсталанӑ дизайнра апат-ҫимӗҫе биороботсем тата ятарлӑ гель сивӗтет. Ҫимӗҫне хӑйне гель ӑшне хумалла пулӗ имӗш — вара унашкал сивӗтмӗшре алӑк та, ҫӳлӗксем те кирлӗ мар. Аш-какай та, улма-ҫырла та гель ӑшӗнче хӑйӗн тутине ҫухатмасть, типмест.

Финала тухас тесе пӗтӗм тӗнчерен пин ҫурӑ ытла ҫын тупӑшнӑ. Жюри сакӑр ҫын ӗҫне суйласа илнӗ, вӗсен шутӗнче — Чӑваш Енрен килнӗ ӗҫе те.

Ҫӗнтерӳҫе авӑн уйӑхӗнче палӑртӗҫ — ӑна 5 пин евро лекӗ. Хӑйӗн проектне хӳтӗлеме Юрийӗн Лондона каймалла пулӗ. Унта ҫитме, пурӑнма ӑмӑрту йӗркелекенсем пулӑшӗҫ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть