Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Ун пек вӑрлӑх аксан мӗнле калча шӑтӗ-ши?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 15.04.2015 21:25 | 1503 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне ака-сухана тухма вӑрлӑх 50 445 тонна янтӑланӑ. Ку — кирлин 106 проценчӗ. Анчах ӑна кондицие ҫитересси майӗпен пырать. Ҫак вӑхӑт тӗлне 90 проценчӗ кӑна акма юрӑхлӑ. Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Пӑрачкав тӑрӑхӗсенчи хуҫалӑхсенче ку енӗпе ӗҫлемелӗх пур.

Янтӑланӑ вӑрлӑхран 758 тоннине имҫамланӑ. Ҫӗрулми вӑрлӑхне 5 903 тонна яровизациленӗ. Патӑрьел, Вӑрнар, Красноармейски, Элӗк районӗсенче «иккӗмӗш ҫӑкӑра» лартма хатӗрлессипе лайӑх ӗҫленӗ.

Ҫурхи ӗҫсене ирттерме минерал удобренийӗ 20 пин тонна кирлӗ пулать. Хальлӗхе ӑна 9 пин тонна ытларах кӑна янтӑланӑ (45,4%). Улатӑр (13,1%), Канаш (23,4%), Муркаш (24,1%), Пӑрачкав (16,5%), Вӑрмар (29,6%), Шӑмӑршӑ (26,4%), Тӑвай (26, 4%) районӗсенче уйрӑмах сахал. Пӗтӗмӗшле илсен республикӑри пӗр районта та вӑл кирлӗ чухлӗ ҫук. Минерал удобренийӗ виҫесӗр хакланни, ҫӑмӑллатнӑ кредита вӑхӑтра илейменни те тӳнтерле витӗм кӳчӗ пулас.

Дизтопливо 68,4 процент янтӑланӑ. Улатӑр, Патӑрьел, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тӑрӑхӗсенче вӑл сахалрах. Республикипе вара Елчӗксем кӑна ака-суха ирттерме дизтопливо ҫителӗклӗ хатӗрлеме пултарнӑ (110,9 процент).

Техника хатӗрлӗхне илсен, тракторсемпе сеялкӑсен, плугсен, культиваторсен 94–95 проценчӗ юсавлӑ.

#ял хуҫалӑхӗ, #ҫураки, #вӑрлӑх, #техника

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/aka-suha-cyvharat
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем