ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илӳ предприятийӗсене ҫитсе курнӑ. Унпа пӗрле ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов пулнӑ.
«Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче Михаил Игнатьев тавара ӑҫтан илсе килнипе кӑсӑкланнӑ. Раҫҫейри регионсенчен, Беларуҫран, Азербайджанран, Таджикистанран, Узбекистанран, Арменирен тата ытти тӑрӑхран илсе килеҫҫӗ-мӗн.
Унтан Михаил Игнатьев Тӗп пасара ҫитнӗ. Чарӑну патӗнче ларакан квас пички иртен-ҫӳрене чӑрмантарнине шута илсе Михаил Игнатьев Леонид Черкесова йӗрке тума хушнӑ.
«Санар» лавккара, Мускав проспектӗнче вырнаҫнинче, Михаил Игнатьев туянакансем валли суйламашкӑн тавар пуррине палӑртнӑ. Продукцин 70 проценчӗ — Чӑваш Енрен.
Шел те, Чӑваш Енре вӑрӑ-хурахсен серепине ҫакланакан ҫынсен йышӗ пысӑклансах пырать. Ултава ытларах ватӑсем ӗненеҫҫӗ, ҫавӑнпа усал шухӑш тытнисем вӗсем патне ытларах ҫул тытаҫҫӗ.
Ватӑсен шанӑҫне кӗме ҫӑмӑл ҫав, вӗсен кӑмӑлне тупма ансат. Анчах ултавҫӑсене аллине ҫулланнӑ ҫынсемпе ҫамрӑксем те лекеҫҫӗ. Халӗ тӗнче тетелӗнче тӗрлӗ япала сутни пирки нумай пӗлтереҫҫӗ. Чылайӑшӗ унпа усӑ курать. Ака уйахӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта кун кунлакан 54-ри арҫын полицейскисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленнӗ. Ваканси пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернине курнӑ вӑл. Лешӗ темӗнле документсем хатӗрлемелле тесе укҫа ыйтнӑ. 14 пин тенкӗ куҫарса парсан ҫухалнӑ — хӳри те курӑнман.
Ҫамрӑксем правур, темӗн те пӗлеҫҫӗ. Анчах вӗсен айванлӑхӗпе те усӑ кураҫҫӗ вӑрӑ-хурахсем. Шупашкарта пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ та ӗҫе кӗме ӗмӗтленнӗ. Вӑл ултавҫӑсене 4 пин тенкӗ тыттарнӑ. Паллах, кун хыҫҫӑн лешӗн шӑрши-марши те пулман.
Карточка реквизичӗсене мӗн тума пӗлтереҫҫӗ-ши? Ара, ӑна банкран илнӗ чухнех асархаттараҫҫӗ-ҫке-ха. Карточка номерне пули-пулми ҫынсене пӗлтермелле маррине, пароль вара вӑрттӑнлӑхра пулмаллине тӳрех асӑрхаттараҫҫӗ-ҫке-ха.
Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Мельница» (чӑв. «Арман») тулли мар яваплӑ общество хӑйӗн бизнесне йӗркелеме тата аталантарма тесе вырӑнти хыснаран грант илнӗ. Укҫа виҫи ытлашши пысӑках та мар-ха: 50 пин тенкӗ. Ҫапах вӑл та ҫӗрте йӑваланса выртмасть мар-и?
Тӑвай район прокуратури коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна вырӑнтисем епле пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ чух хайхи «Армана» укҫана саккунлӑ мар майпа уйӑрнине асӑрханӑ. Услама йӗркелеме уйӑракан тупрана эрех-сӑра ваккӑн сутакансене пама юраман. Ҫакна шута илмесӗр кӗмӗллӗ тума йышӑннисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Маларах асӑннӑ тулли мар яваплӑ обществӑран вара 50 пине суд урлӑ шыраса илмелле тунӑ. Вӑл укҫана «Арманӑн» хыснана тавӑрса памалла тесе пӗлтерет Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова.
Шупашкарта 4 тонна апат-ҫимӗҫе тӗп тунӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗрӗслев ирттернӗ чухне Раҫҫее кӳрсе килме чарнӑ таварсене сутнине тупса палӑртнӑ.
Саккунпа килӗшӳллӗн, апат-ҫимӗҫ ҫинче маркировка пулмалла. Унта тавар ятне, хӑҫан кӑларнине, срокӗ хӑҫан тухнине, кам туса кӑларнине, ГМО пирки информаци пулмалла.
Шупашкарти «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче улма-ҫырла — 4 тонна яхӑн — маркировкӑсӑр упраннӑ. Усламҫӑ административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн улма-ҫырлине туртса илнӗ: 300 килограмм ытла иҫӗм ҫырли, 3200 килограмм хӗрлӗ панулми, 384 килограмм сарӑ панулми.
Шупашкар хула администрацийӗ Ефремов купса бульварӗнчи суту-илӳ ҫурчӗсене пуҫтарма ыйтать. Унта сувенирсем сутаҫҫӗ. Вӗсене алӑстисем хӑйсем хатӗрленӗ.
Ҫапла майпа 40 ытла ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлма пултарать. Анчах мэри кун вырӑнне урӑх вариант сӗнет. 15 ҫурта кӳлмек ҫумӗнче вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ. Кӑҫаллӑха вара ҫуртсене хӑйсен вырӑнӗнчех хӑварнӑ.
Ольга Салмина «Про Город» хаҫат редакцийӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫынсем унта хӑйсем ӑсталанӑ япаласене сутаҫҫӗ. Анчах Китайран кӳрсе килнӗ йӳнӗ ӑпӑр-тапӑрпа суту тӑвакан та пур-мӗн.
Шупашкар хула администрацийӗн потребитель рынокне тата предпринимательлӗхе аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхӗ Фасиха Солдатова каланӑ тӑрӑх, Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисем Китай япалисене сутни пирки ҫӑхавлаҫҫӗ. Кун пирки сутуҫӑсене темиҫе те асӑрхаттарнӑ. Ҫитменнине, хӑш-пӗр сутуҫӑ хӑйӗн хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап хӑварать.
Шупашкарта ял хуҫалӑх продукцине сутасси енӗпе ярмӑркка ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл хӑш вырӑнсенче пуласси паллӑ ӗнтӗ.
Ярмӑркка ирттерессине паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, палӑртнӑ. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ.
Ярмӑрккӑна ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Вӑл виҫӗ вырӑнта иртӗ: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Суту-илӳ компанийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра.
Сутмалли вырӑнсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ. Продукцие вара йӳнӗ хакпа туянма май пулӗ. Пенсионерсене, ветерансене, сусӑрсене тӳлевсӗрех килех леҫсе парӗҫ.
Ярмӑркка ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пулӗ.
Вӑрӑ вӑрра шанманран мар-ха, сутуҫӑсем улталама тӑрӑшнӑран ҫак мера патне пырса тухнӑ Улатӑрти налукҫӑсем.
Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, тӗрӗслевпе касса техникипе усӑ курас йӗркене пӑсса усламҫӑсем налукҫӑсене шӑнман пӑрпа лартса яма тӑрӑшаҫҫӗ. Шӑнман пӑрӗ кунта налук сахалтарах тӳлеме хӑтланнине пӗлтерет-ха.
Суйма-улталама хӑтланакансен касса чекне тӗрӗслемелли ятарлӑ кодпа хаклама пулать-мӗн.
Касса чекне пуҫтарма Улатӑрти налукҫӑсем инспекцин (вӑл хулари Гончаров урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) фойинче ятарлӑ ещӗк вырнаҫтарнӑ. Унта чексене кирек кам та чек пырса яма пултарать. Ҫав документа тӗрӗслесе налук сахалтарах тӳлес тесе суйма хӑтланакан сутуҫӑсемпе уйрӑм усламҫӑсене тупса палӑртӗҫ.
Ял халӑхне мӗн пӑшӑрхантарать? Сӗт хакӗ. Ара, тупӑш тумалли тӗп мелсенчен пӗри-ҫке вӑл. Ял ҫынни сӗт сутса та пулин газшӑн, ҫутӑшӑн тӳлемеллех укҫа тӑвать.
Анчах хак ял ҫыннине калаҫтарма пӑрахмасть. Лавккасенче сӗт хакӗ йӳнелни курӑнмасть. Пачах тепӗр май — ӳсет ҫеҫ. Сӗт туянакансен вара хакӗ йӳнелсех пырать. Чылайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех пулнӑ. Ун чухне 20 тенкӗрен иртнӗ, кӑҫал вара — пӗчӗкрех.
ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне чылай районта сӗте 15–16 тенкӗпе пухнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта 17–18 тенкӗпе пухакан пулнӑ. Анчах ку та ял халӑхӗшӗн, манӑн шухӑшпа, ҫителӗксӗр. Сӗт туса илессишӗн мӗн чухлӗ тӑрӑшмалла? Выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси — шӳт мар. Утӑ хатӗрлес тесен ҫӑвӗпех тар тӑкмалла. 1 ӗне усракансене те йывӑр. 2–3 ӗне тытакан пирки каламалла та мар ӗнтӗ.
Манӑн пӗлӗш икӗ ӗне усрать. Кунне 25 литр сӗт сутать. Халӗ пӗр литрне 15 тенкӗпе пухаҫҫӗ. Ҫапла 375 тенкӗ тупӑш тӑвать вӑл кунне. Хальхи пурнӑҫпа танлаштарсан, ку пысӑк укҫа мар. Лайӑх кӑлпасси те 1 килограмӗ ун чухлӗ тӑмасть.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ потребительсен прависене пӑснӑ организацисен списокне пичетленӗ. Тӗрӗслев нарӑс уйӑхӗнче иртнӗ.
Иртнӗ уйӑхра Роспотребнадзор 26 организацие потребительсен правине мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Кафесене, лавккасене, шкул апатланӑшӗсене штрафсем ҫырса панӑ.
Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, таварсен ценникӗсем пӗрешкел пулманни, сутуҫӑсем пирки информаци ҫукки штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫе упрани, сутни те тӗл пулнӑ. Суту-илӳ инвентарьне ҫумалли ванна та пулман. Ҫӑкӑр таврашне упаковкӑсӑр сутнӑ. Списока кӗнӗ организацисемпе «Про Горо» сайтӗнче паллашма пулать.
Потребительсен правине хӳтӗлемелли куна, вӑл пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулать, халалласа Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «хӗрӳ линисем» уҫма йышӑннӑ.
«Хӗрӳ лини» номерӗсене управлени пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен тытӑнса 18-мӗшӗччен ӗҫлеттерессине пӗлтерет.
Тӗрлӗ ыйтупа тӗрлӗ номерпе шӑнкӑравламалла. Апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан 58-50-79 номерпе шӑнкӑравламалла. Тавар пахалӑхӗ, пулӑшу кӳнин шайӗ тивӗҫтермесен 58-17-19, 58-25-95 номерсемпе пӗлтермелле. Шӑнкӑравсене управлени ирхи 9 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнассине пӗлтерет.
Управленин вырӑнсенчи пайӗсем те ҫынсене пулӑшма хирӗҫ мар. Патӑрьел районӗнчине 8 (8353) 25-03-45, Канашрине, 8 (8353) 32-24-49, Ҫӗрпӳ районӗнчине 8 (8354) 52-13-30, Ҫӗмӗрлеринчине 8 (8353) 62-29-15, Ҫӗнӗ Шупашкартине 8 (8352) 78-44-19 номерсемпе шӑнкӑравламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |