Ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстересси, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлесси, кӗрхисене акса хӑварасси. Ҫак тӗп темӑсене сӳтсе явнӑ ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокра иртнӗ Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
«Тӗрлӗ муниципалитетра ӳкерчӗк тӗрлӗрен», — тенӗ Элтепер. Ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелекенсем тухӑҫа та лайӑх илнине палӑртнӑ вӑл. Яваплӑх ҫуккисенче тӑкак тӳсеҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен республика пуҫлӑхӗ. Сӑмах хуҫалӑх ертӳҫисене кӑна мар, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене те тивнӗ. Вӗсен лару-тӑрӑва туйса тӑрса ӗҫе йӗркелесе пымаллине палӑртнӑ Игнатьев.
Ларура ытти ыйтупа пӗрлех лавккасенче вырӑнти апат-ҫимӗҫ сахалтараххи пирки те чарӑнса тӑнӑ. Хамӑр патра авӑртнӑ ҫӑнӑхах, акӑ, халӑх туянасшӑн-мӗн, анчах тепӗр ҫӗрте вӑл ҫук. Улатӑрта ӑна Алтай ҫӑнӑхӗн хутаҫне ярса сутнине палӑртнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра лавккара кӑлпассипе, ҫӑкӑрпа тата ытти апат-ҫимӗҫпе юнашар эмел сутма тытӑнма пултарӗҫ. РФ Сывлӑх министерстви лавккасенче сутма юракан эмелсен списокне хатӗрленӗ.
Тӗрӗссипе, ку ыйту тавра тахҫанах тавлашу пуҫланнӑ. Лавккара эмел сутма РФ суту-илӳпе промышленноҫ министерстви сӗннӗ. Ведомство ҫакна АПШпа Европа опычӗ ҫине таянса пуҫарма шухӑшланӑ. Списока тухтӑр рецепчӗсӗр сутма юракан эмелсем кӗнӗ. Анчах РФ Сывӑх министерстви ҫакна хирӗҫленӗ. Мӗншӗн? Ара, Раҫҫей ҫыннисем хӑйсем тӗллӗн сипленме юратаҫҫӗ-ҫке-ха. АПШра ав тӗрӗс мар сипленнӗ ҫынсем шар курни те пулнӑ-мӗн.
Кунсӑр пуҫне лавккара эмел сутни аптекӑсене тӑкак кӳме пултарать. Ҫавна пула вӗсем хупӑнма пултарӗҫ. Ҫынсен кун пек чухне кирлӗ эмеле ӑҫтан туянмалла? Ку тухтӑрсене шухӑшлаттарать.
Халӗ РФ Сывлӑх министерстви лавккара сутмалли эмелсен списокне хатӗрленӗ. Унта — пыр шыҫнине сиплемелли антисептик, тинӗс шывӗнчен хатӗрленӗ сӑмсана сирпӗтмелли шӗвек, активлӑ уголь, шӑнса пӑсӑлнинчен сипленмелли хӑш-пӗр эмел, аллергие пӗтерекен маҫсем. Ку список пирки малашне те калаҫу пулӗ-мӗн.
Media Markt суту-илӳ сечӗ Раҫҫейри хуласене сиен кӳрекен каяшсене — батарейкӑсемпе аккумуляторсене — пуҫтарассине епле йӗркеленине тишкернӗ.
Шупашкар списокра Тольятти, Хусан, Краснодар хулисене чылай хыҫа хӑварнӑ. Тӗп хуламӑр виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 100000 ҫын пуҫне 21 килограмм батарейка пухнӑ. Пӗтӗмпе хулара ҫак каяша 100 килограмм пуҫтарнӑ.
Ҫур ҫул каялла Media Markt лавккасенче батарейкӑсене пӑрахмалли ятарлӑ контейнер лартнӑ. Унта кашниех пӗтнӗ батарейкӑсене пӑрахма пултарнӑ. Ҫак тапхӑрта ҫынсем 300000 ытла питани элеменчӗ килсе хунӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. «АвтоВАС» акционерсен обществин автостанцийӗнче пассажирсемпе калаҫнӑ, общество транспорчӗ хулара епле ҫӳренипе кӑсӑкланнӑ. Ҫынсем ҫул пахалӑхӗ начаррине, автобуссем ҫула вӑхӑтра тухманнине асӑннӑ. Элтепертен ҫӗнӗ шупашкарсем ятарлӑ ирӗк илмесӗр пассажирсене турттаракансен ҫулне пӳлме те ыйтнӑ имӗш.
Михаил Игнатьев спутник-хулари суту-илӳ точкисене те кӗрсе тухнӑ. Лавккасенчен пӗринче Элтепер вырӑнти продукци пуррипе кӑсӑкланнӑ. «Республика Пуҫлӑхӗ чӑваш производителӗсен алкоголь продукцийӗ кӳрсе килекеннинчен йӳнӗреххине кӑмӑлтан палӑртнӑ», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Чӑваш Ен таварӗ валли уйӑрнӑ ҫӳлӗк ҫинче урӑх регионти тавара вырнаҫтарнине те республика ертӳҫи асӑрханӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пасарта пулнӑ май Элтепер сутуҫӑсемпе туянакансем валли епле услови туса панипе кӑсӑкланнӑ.
Унтан Михаил Игнатьев вырӑнти культурӑпа кану паркне кӗрсе тухнӑ. Унта уҫӑлма тухнӑ ҫамрӑк амӑшӗсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ патне Ҫӗнӗ Шупашкара килсен унти медицина центрӗнче тӳлевсӗр йышӑнманни пирки евитленӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенче чӑвашри организацисен пӗтӗмӗшле финанс кӑтартӑвӗ 1,9 миллиард тенкӗпе танлашнӑ-мӗн. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл тупӑш. Тӑкаклӑ предприятисен хисепӗ 3,3 процент нумайланса 33,2 процента ҫитнӗ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 369 организаци 6,3 миллиард тенкӗ тупӑш илнӗ, 183 организаци вара 4,4 миллиард тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫав шута пӗчӗк предприятисем, банксем, хысна тата страхлакан учрежденисем кӗмеҫҫӗ. Ӑслӑлӑх тӗпчевӗпе суту-илӳ предприятийӗсем, коммуналлӑ ресурс организацийӗсем пуринчен ытла тупӑшлӑ ӗҫленӗ. Ваккӑн тата пӗчӗккӗн сутакансем тата автотранспортпа йӑлари япалана юсакансем чылай чухне тупӑш курайман-мӗн.
Юлашки вӑхӑтра вӑл е ку ҫурта «бомба хуни» пирки пӗлтересси модӑна кӗчӗ-ши? Шӳт — шӳт-ха. Анчах ултав ҫиеле тухсан пурпӗрех явап тытмалла. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӗ центрӗнче бомба пурри пирки миҫе хутчен пӗлтерчӗҫ-ши? Паян ав черетлӗ «бомба» пирки шанкӑравласа каланӑ.
Паллах, хальхинче те хыпар суя пулнӑ. Паян ирхи 10 сехет тӗлне васкавлӑ медпулӑшӑва паллӑ мар арҫын шӑнкӑравласа суту-илӳ центрӗн путвалӗнче бомба хунине, вӑл кӗҫех ҫурӑлассине пӗлтернӗ. Ку хыпара РФ ШӖМӗн республикӑри управленине ҫийӗнчех пӗлтернӗ.
Вырӑна полици ӗҫченӗсем килнӗ, кинологсем ятарласа вӗрентнӗ йытӑсемпе ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем, пушарнӑйсем… Пурте пынӑ. Суту-илӳ центрӗнчи ӗҫченсене, унта пынӑ халӑха урама кӑларнӑ. Кинологсем йытӑсемпе ҫурта тӗрӗсленӗ. Нимӗн те тупайман.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать, шӑнкӑравласа пӗлтерекен арҫынна шыраҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн ҫурринче Шупашкар хулин заливӗ патӗнче «Чӑвашрине туян» акци ирттерме йышӑннӑ. Кун пек шухӑш патне республикӑн тӗп хулин администрацийӗнче иртнӗ канашлура пырса тухнӑ. Унта ҫуллахи вӑхӑтра урамра суту-илӳ тума ирӗк илнисене пухнӑ. Ирӗкне конкурс ирттерсе панӑ-мӗн.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ акцие мороженӑй сутакансем чи малтан килӗшнӗ. Акци ят панӑ суту-илӳ хула кунӗччен тӑсӑлмалла иккен.
Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗн 22, 23 тата 23-мӗшӗсенче «типӗ саккуна» пӑхӑнма тиветех. Ҫак кунсенче лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти 3-мӗш лицейре вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ ятпа мероприяти иртӗ. Тепӗр кун хулари шкулсенче вӑтам пӗлӳ илнине ӗнентерекен аттестатсем парӗҫ.
Ҫӗртмен 27-мӗшӗнче — Ҫамрӑксен кунӗ. Ун чухне те «хаяррине» туянма май пулмӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет.
Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хӑйӗн балансӗ ҫинчи учрежденисен автотранспортне тата оборудованине (кирлӗ маррине кура) сутассипе ӗнер аукцион ирттернӗ.
Аукциона 5 лот илсе тухнӑ. Ку вӑл пилӗк йышши пурлӑх тенине пӗлтерет ӗнтӗ. Малтанласа пурлӑхшӑн 110 пин те 800 тенкӗ ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле хак аукцион тӑрӑх 15 пин те 300 тенкӗлӗх хӑпарнӑ. Уйрӑмах хаклӑпа 1999 ҫулта кӑларнӑ «УАЗ-39099» урапана (машина) сутӑннӑ. Ӑна малтан палӑртнинчен 1,7 хут хаклӑрахпа туянма кӑмӑл тӑвакан тупӑннӑ. 2004 ҫулта кӑларнӑ «ГАЗ-3102» автомашина тата 2000-мӗшӗнче кӑларнӑ «ГАЗ-3110» малтан ыйтнинчен 1,4 хут хаклӑрахпа ӑсаннӑ. Аукцион утӑмне те вӗсемпе 10 хут ытла тунӑ иккен. Кивелнӗ машинӑсене сутассипе маларах асӑннӑ министерство кӑҫал 7 аукцион ирттернӗ. Вӗсенче 88 транспорт сутнӑ. Ҫитес аукциона утӑ уйӑхӗн 15-мӗшне палӑртнӑ. Мӗнпур информаципе www.torgi.gov.ru сайтра паллашма пулать.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче вырнаҫнӑ суд приставӗсем патне Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районта вырнаҫнӑ гриль-чӑх сутакан суту-илӳ киоскне хупмалли суд йышӑнӑвӗ ҫитсе выртнӑ.
Киоска хуҫи хӑй тӗллӗн, яваплисенчен саккунпа килӗшӳллӗн ирӗк илмесӗр, вырнаҫтарнӑ имӗш. Суд йышӑнӑвне усламҫӑ кӑмӑлпа куҫарса кайма килӗшмен. Унтан та ытларах — автоприцеп евӗр киоска суд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн тепӗр ҫынна ярӑнтарнӑ.
Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламаншӑн усламҫӑ тӗлӗшпе исполнительнӑй ӗҫ пуҫарнӑ та 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна усламҫӑ тӑна кӗнӗ пек пулнӑ — киоска илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |