ЧР Ял хуҫалӑх министерстви «санкцисен вӑрҫи» пынӑ май лавккаран апат-ҫимӗҫ туянакан ҫынсемпе мини-ыйтӑм ирттернӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, респондентсен 81 проценчӗ вырӑнти тавара туянать.
Ытти регионта туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе Чӑваш Енри ҫынсен 6 проценчӗ ҫеҫ туянасшӑн. 2 проценчӗ импорт тавара кӑмӑллать. Ыйтӑма хутшӑннисен 11 проценчӗшӗн тавара кам кӑларни пӗлтерӗшлӗ мар-мӗн.
Ыйтӑма ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче авӑнӑн 2-28-мӗшӗсенче ирттернӗ. Унта 1238 респондент хутшӑннӑ.