Шупашкарти хӑш-пӗр суту-илӳ павильонне йӗркене пӑхӑнмасӑр вырнаҫтарнӑ. Ҫак кунсенче хула влаҫӗнче ӗҫлекенсем хулари павильонсене тӗрӗсленӗ.
Кӗҫех вӗсен тара илмелли срок тухать. Кун хыҫҫӑн вӗсене ишсе антарма пултараҫҫӗ. Нормӑпа килӗшӳллӗн, павильонӑн ҫул хӗрринчен 3 метртан кая мар аякра пулмалла. Йӗркене пӑсни ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн япӑх. Темӗнле водитель те пур-ҫке. Унашкаллисем вирхӗнсе кӗме те пултараҫҫӗ.
Павильонсен шӑпине хулари пурлӑх управленийӗнче татса парӗҫ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай тӗслӗхре вӗсене ҫулран шаларах куҫарма меллӗ мар. Кун пек чухне инженери коммуникацийӗсене те куҫармалла.
Тепӗр тесен, пӑлханса ӳкмеллех-ши? Ку ыйтӑва 2014 ҫултах ҫӗкленӗ. Анчах вӑл пӑчланнӑ.