Шӑмӑршӑ районӗнчи Ҫӗнӗ Чукалта Владимир Ленина халалласа палӑк уҫнӑ. Ку пулӑм ҫурлан 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Палӑк уҫнӑ ҫӗре ялта пурӑнакансем кӑна мар, таврари ялсенчен те пуҫтарӑннӑ. Ленин палӑкне Раҫҫейӗн коммунистсен партийӗн Шӑмӑршӑ районӗнчи комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ Г.А. Телегин ҫине тӑнипе уҫма май килнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, 90 ҫулти вӑрҫӑ ветеранӗ С.Ф. Лукиянов та палӑка пысӑка хурса хакланӑ. Васанти халӑх музейӗн пуҫлӑхӗ Г.Н. Ларышников, Ф.Ф. Иванов педагог та палӑкпа кӑмӑллине палӑртнӑ. Мероприятие Ҫӗнӗ Чукал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Г.П. Чугунов та хутшӑннӑ.
Палӑка уҫма кам ҫине тӑнине, кам мӗнпе пулӑшнине те асӑнса хӑварнӑ. Унтан пурте пӗрле пухӑнса палӑк умӗнче сӑн ӳкерӗннӗ.
Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра суйлав иртет. Ун чух Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсем суйлӑпӑр. Депутат пулас ӗмӗтлисем пирӗн республикӑра та ҫине тӑрсах суйлава хатӗрленеҫҫӗ: кандидатсене ЧР Тӗп суйлав комиссийӗнче регистрацилеҫҫӗ, хӑйсем маттурри пирки халӑха унта та кунта пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ.
«Зеленые» (чӑв. Симӗссисем) Раҫҫейри экологи партийӗ те суйлава хутшӑнасшӑн.
Пирӗн республикӑра ҫав парти пӗр мандатлӑ икӗ округпа та кандидатсем шыраса тупнӑ. Канашри 37-мӗш округпа «симӗссисем» 1983 ҫулта ҫуралнӑ Александр Викторович Аксакова, Шупашкарти пӗр мандатлӑ округпа 1953 ҫулта ҫуралнӑ Олег Алексеевич Николаева депутата суйлантарасшӑн.
Пӗр пек хушаматлӑ кандидатсем пуҫ кӑларнине маларах та эпир пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ регионти кандидатсене сӗннӗ. Кун валли вӑл Киров облаҫӗнчи ҫамрӑксене суйланӑ. Иккӗшӗ те вӗсем — пуҫлӑхсем, иккӗшӗ те тулли мар яваплӑ обществӑсене ертсе пыраҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думине депутата суйланас шухӑшлӑскерсенчен пирӗн республикӑри Тӗп суйлав комиссине Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе Киров облаҫӗнчи «Универсал» ТМЯП гендиректорӗ, 31 ҫулти Антон Трефилов тата Шупашкарти 38-мӗш пӗр мандатлӑ округпа Кировра пурӑнакан, «Ника» ТМЯП пуҫлӑхӗ, 36-ри Сергей Шулятьев заявлени панӑ. Вӗсен кандидатурисене чӑвашсем тата Чӑваш Енре пурӑнакансем епле йышӑнассине вӑхӑт, тӗрӗсрех — суйлав, кӑтартса парӗ.
ШӖМ ӗҫченӗсем суйлав саккунне пӑсакансене пуҫран шӑлмӗҫ. Пуҫран шӑлсан вӗсене хӑйсене пуҫран шӑлмӗҫ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Александр Белов журналист ӗнер пичетленӗ статьяна вуласан ҫапла пӗтӗмлетме пулать.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин нумаях пулмасть районти шалти ӗҫсен пайӗсен пуҫлӑхӗсене суйлав саккунне пӑсакансемпе йӗркеллӗ ӗҫлеме хушса каланӑ. Ку хыпара журналист ШӖМри хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Генерал ҫапларах асӑрхаттарнӑ пулать: «Камӑн администраци пуҫлӑхӗсем патӗнче службӑра тӑрас килет, вӗсем пакуна хывса унта ӗҫе вырнаҫма пултараҫҫӗ. Камӑн халӑх хуҫалӑхне ӗҫлеме каяс килмест, вӑл саккуншӑн ӗҫлетӗр».
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ нумаях пулмасть ирттернӗ пресс-конференцире унӑн ертӳҫи Александр Цветков суйлав саккунне пӑснипе хӑвӑрт ӗҫлеме Шалти ӗҫсен министерствинче ятарлӑ ушкӑн йӗркеленине асӑнса хӑварнӑ. Прокуратура та ку енпе ҫине тӑрса ӗҫлемелле.
Суйлав ҫывхарнӑ май хальхи вӑхӑтра партисем хайсен кандидачӗсене суйлава тӑратаҫҫӗ. Раҫҫейӗн либерал-демократсен партийӗ РФ Патшалӑх Думине суйланма икӗ кандидата тӑратнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Константин Степанов тата Сергей Белобаев иккӗшӗ те пӗр мандатлӑ округсемпе суйлава тухӗҫ: пӗри — Канашпа, тепри — Шупашкарпа.
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти тӑратнӑ кандидатсемпе пӗр пек хушаматлӑ ҫынсем те хӑйсен кандидатурисене регистрациленине эпир ҫырнӑччӗ. РФ Патшалӑх Думин хальхи депутатне Анатолий Аксакова Чӑваш Енре ҫул пама пултарнине хыпарланӑччӗ. Чӑн та, ку хыпар тӗрӗсе килчӗ. Вӑл канашри пӗр мандатлӑ суйлав округӗпе кӗрешӗве тухать. Анчах паллӑ политик сассине туртса илме ӗмӗтлӗ Аксаков хушаматлисем кӗҫех тупӑннӑ та. Вӗсенчен пӗри — 23 ҫулти Александр Аксаков тренер-преподаватель, тепри — ӗҫсӗр Анатолий Аксаков. Анчах каярах лару-тӑру урӑхла ҫаврӑнса тухнӑ: тренер хӑй кандидатурине илнӗ, ӗҫсӗр Анатолий Аксаков судпа айӑпланни, унӑн айӑплав вӑхӑчӗ иртсе пӗтменни ҫиеле тухнӑ.
Раҫҫейӗн Либерал-демократсен партийӗ РФ Патшалӑх Думине суйланма икӗ кандидата тӑратнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр мандатлӑ округсемпе суйлава тухӗҫ.
Канашри пӗр мандатлӑ 37-мӗш суйлав округӗпе Константин Степанова регистрациленӗ. 30 ҫулти кандидат РФ Патшалӑх Думин депутачӗн В. Журкон пулӑшуҫи шутланать, Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. Ку кандидат Шупашкарта пурӑнать. Тепӗр кандидата Шупашкарти 38-мӗш пӗр мандатлӑ округпа регистрациленӗ. Ку ҫын — 1987 ҫулта ҫуралнӑ Сергей Белобаев. Вӑл та, Константин Степанов пекех, РФ Патшалӑх Думин депутачӗн В. Журкон пулӑшуҫи шутланать. Вӑл Чӑваш Енпе ӗҫлессишӗн яваплӑ. Сергей Белобаев та унчен маларах асӑннӑ тепӗр кандидат пекех Шупашкар хулинче пурӑнать.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думине суйланмашкӑн хӑш-пӗр суйлав округӗнче хайӗн кандидачӗсене тӑратмасан та пултарать. Ҫӗршыв шайӗнчи политик валли тивӗҫлӗ кандидатсем ҫук тенипе мар. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партие ҫул парасшӑн.
Ку хыпара Regnum информаци агентстви ТАСС «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи ҫын пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Парти ку хыпара официаллӑ майпа комментарилеме тӑхтаса тӑрать иккен. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 26–27-мӗшӗсенче иртекен съезда кӗтет.
Округа «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне памалли регионсен шутӗнче (кун пирки официаллӑ майпа хыпарламаннине тепӗр хутчен палӑртар) Чӑваш Ен те пур. Пирӗн тӑрӑхра «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗ Анатолий Аксаков депутат валли ҫул уҫса памалла-мӗн.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем кашни сасса тӗрӗслесшӗн.
Нумаях пулмасть иртнӗ сессире «халӑх тарҫисем» республикӑн парламентне депутатсем суйлассипе ҫыхӑннӑ саккуна йышӑнас умӗн пӗр-пӗринпе хытах тавлашнӑ. Пӗр партирисем хӑйсен пайташӗсемпе куҫкӳрет чӗрре кӗрсе тӑман-ха. Оппозици теме хӑнӑхнисем вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемпе хытах тавлашнӑ.
Депутат мандачӗллисенчен 33-шӗ кӗркуннехи суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑнас текеннисем тата парламент мар парти пайташӗсем хӑйсемшӗн алӑ пухнисене питӗ тӗплӗн, кашни сасса, тӗрӗслеме йышӑннӑ. Ҫапла туни «вӑрӑ вӑрра шанмасть» тенипе ҫыхӑнман имӗш, демократи приниципӗсемпе килӗшсе тӑрать-мӗн. Пиллӗккӗшӗ кун пек саккуна йышӑнтарасшӑн мар хирӗҫлени кӑлӑхах пулнӑ. Йышлисем сахал йышлисене ҫӗнтересси каламасӑрах паллӑ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енре Раҫҫейӗн бизнес хӳтӗлевҫи Борис Титов пулчӗ. Пирӗн тӑрӑха вӑл унччен те ҫитнине усламҫӑсем астӑваҫҫӗ-ха. Борис Титов ун чух ирттернӗ канашлӑва хутшӑннисем усламҫӑсене хӳтӗлеме тивӗҫ ҫын вӗсемшӗн пит хыпсах ҫунман пек туйнине палӑртнӑччӗ.
Хальхинче Борис Титов «Партия Роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) текен организацие ертсе пынӑ май вӗҫтерсе ҫитнӗ.
Парти РФ Патшалӑх Думине лекме ӗмӗтленет-мӗн. «Списокпа эпир Чӑваш Енре 7–10% пухасшӑн», — пытарман шухӑш-ӗмӗтне бизнес-хӳтӗлевҫӗ.
Партин регионти политканашӗпе те паллаштарнӑ. Унта Александр Капитонов, Олег Князькин, Денис Яковлев кӗнӗ. Партие майлисен йышӗнче унччен министрта ӗҫленӗ Наталья Володина та ҫитсе ларнӑ.
Суйлава парти кашни округрах кандидатсем тӑратасшӑн.
Чӑваш Енре «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсуйлавне (праймеризне) пӗтӗмлетнӗ. Ку тӗлӗшпе пресс-конференци иртнӗ.
Парти списокӗнче РФ Патшалӑх Думин вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет председателӗн ҫумӗ Алена Аршинова мала тухнӑ. Уншӑн суйлава пынӑ ҫынсен 75 проценчӗ сасӑланӑ. Пӗр мандатлӑ округсен ҫӗнтерӳҫисене те палӑртнӑ. Вӗсем — иккӗн. Канаш районӗпе Николай Малов мала тухнӑ (64%). Шупашкар районӗпе вара Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ҫӗнтернӗ. Уншӑн 84 проценчӗ сасӑланӑ.
Республика ҫыннисем праймериза хастар хутшӑннине палӑртнӑ. Раҫҫейӗпе илсен, Чӑваш Енре ку кӑтарту чи пысӑккисенчен пӗри. Леонид Черкесов умсуйлав йӗркеллӗ иртнине, суйлав участокӗсем лайӑх ӗҫленине палӑртнӑ.
Алена Аршинова хӑш-пӗр участокра черет пулнине каланӑ. Анчах ку, унӑн шухӑшӗпе, пирвайхи опыт пулнӑран ҫапла килсе тухнӑ. Малашне ку енӗпе кӑлтӑксем пулмасса шанать вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |