Паян пирӗн республикӑра Чӑваш Ен Элтеперӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене депутатсем суйламалли сасӑлав малалла пырать. Пӗрлехи суйлав кунне авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тесе палӑртнӑччӗ. Кӑшӑлвирусран асӑрханас тӗллевпе сасӑлав виҫӗ куна пырать. Суйлавҫӑсенчен хӑшӗсем ӗнер тата виҫӗмкунах сасӑларӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава паян кайнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи Ҫӗктер поселокӗнче сасӑланӑ. Олег Алексеевич суйлав участокне мӑшӑрӗпе Наталья Алексеевнӑпа кайнӑ.
Сӑмах май каласан, паян ирхи 10 сехет тӗлне пирӗн республикӑри суйлавҫӑсенчен 40 проценчӗ сасӑланӑ.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗ лӑпланманнине кура суйлава пирӗн республикӑра виҫӗ кун: авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса 13-мӗшӗччен — ирттерӗҫ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ процесне епле йӗркелемеллине республикӑри тӳре-шара ӗнер сӳтсе явнӑ.
Чылай ҫӗрте участокри суйлав комиссийӗсем шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнас тӗллевпе ҫитес эрнери эрнекунпа шӑматкун ачасене инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентӗҫ.
«Суйлав кунӗнче шкулта ачасем ан пулччӑр тесе йышӑну турӑмӑр. Шкул ачисем суйлавҫӑсемпе ан хутшӑнччӑр», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн ларӑвӗнче.
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ, либерал-демократсен партийӗн фракцийӗн ертӳҫи, оборона комитечӗн пайташӗ Владимир Жириновский Шупашкарти суйлава хутшӑнать. Ӑна хулари Депутатсен пухӑвӗн ҫиччӗмӗш созыври пухӑвне депутата суйланма Раҫсей Федерацийӗнчи либерал-демократсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӑратнӑ.
Владимир Жириновский Казахстанри Алма-Ата хулинче 1946 ҫулта ҫуралнӑ. Ҫӗршыври паллӑ политик М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Философи ӑслӑлӑхсен докторӗ. Халӗ вӑл Мускавра пурӑнать.
Жириновский Шупашкарти суйлава хутшӑнассине ҫак йӗркесен авторне Шупашкар хулинчи муниципалитет суйлав комиссийӗнче ҫирӗплетсе каланӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра пӗрлехи суйлав кунӗ тесе йышӑннӑ. Ун чухне Чӑваш Ен Элтеперне тата муниципалитсенчи депутатсене суйлӗҫ.
Кӑшӑлвирус инфекцийӗнчен шкиленнипе, ӑна сарасран асӑрханас тӗллевпе суйлава виҫӗ кун хушши ирттерӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ ӗнер йышӑннӑ. Ҫапла вара сасӑлава авӑн уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче те ирттерӗҫ. Тӗп суйлав кунӗ ҫапах та 13-мӗшӗнче пулӗ тесе пӗлтернӗ.
Аса илтерер: республика Элтеперӗн суйлавне 5 кандидат хутшӑнать. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ — парти сӗннӗ кандидатсем: Сергей Матвеев («Раҫҫей патриочӗсем»), Николай Степанов («Пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхӗшӗн партийӗ»), Александр Андреев (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ), Константин Степанов (либерал-демократсен партийӗ). Республика ертӳҫин тивӗҫне хальхи вӑхӑтра пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн кандидатурине хӑй тӗллӗн тӑратнӑ.
Ӗнер Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Раҫсей Феедерацийӗн коммунистсен партийӗн фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев сӑмах каланӑ. Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртекен суйлавра Евсеев республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевшӑн сасӑлассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: суйлава коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев та (унӑн кандидатурине парти ырланӑ) хутшӑнать. Анчах Евсеева коммунистсен партийӗн республикӑри ертӳҫисем килӗшмеҫҫӗ-мӗн. Ҫавӑнпа вӑл Олег Николаевшӑн сасӑлама палӑртать. Дмитрий Евсеев
Олег Николаевпа республика парламентӗнче килӗштерсе ӗҫленине аса илнӗ. Николаевӑн мӗнпур шухӑшне ырлаймасан та вӑл тепӗр ҫынна итлеме пӗлнине, конструктивлӑ йышӑнусем тума пултарнине Евсеев ырланине палӑртнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи суйлав вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх мерисене туллин пӑхӑнмалла. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Правительствин ҫуртӗнче тунтикунхи планерка ирттернӗ чухне республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев сӑмах хускатнӑ.
Яваплисен кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен республикӑри оперштабӑн эрнекунхи ларӑвӗ тӗлне сӗнӳсем хатӗрлемелле. Ҫав шутра — республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗн те. Ҫавсене шута илсе татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хӑрушсӑрлӑх валли хушма укҫа кирлӗ пулсан уйӑрӗҫ, суйлав комиссийӗсен пайташӗсене вӗрентмелле пулсан вӗрентӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче эпир республика Элтеперне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх орагнӗсен депутачӗсене суйлӑпӑр.
Чӑваш эстрада артисчӗсем депутата суйланасшӑн. Ку хыпара эпир Тутарстанри «Сувар» хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтмӗр.
Унта ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Андрей Кузнецов, Алексей Московский тата Евгений Григорьев муниципаллӑ фильтртан самовыдвиженецсем пек иртес тесе хӑйсен округӗсенче алӑ пуснисене пуҫтараҫҫӗ. Евгений Григорьев Шупашкарти 2-мӗш округра, Алексей Московский 10-мӗшӗнче, Андрей Григорьев 3-мӗш округра».
«Депутат опычӗ вӗсенчен Андрей Кузнецовӑн кӑна пур», — тесе Константин Малышев тӗрӗсех палӑртнӑ. Андрей Кузнецов Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Выртан каска мӑкланнӑ теҫҫӗ те. талпӑнмалла, шикленмелле мар. Никам та депутат пулса ҫуралмасть.
Паян, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑнма кӑмӑл тунӑ кандидатсенчен документсене юлашки кун йышӑннӑ. Политика партийӗсем сӗннипе суйлава хутшӑнакансенчен тӑваттӑшӗ те Тӗп суйлав комиссине документсене тӑратнӑ.
Аса илтерер: ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тата Сергей Матвеев («Раҫҫей патриочӗсем») хӑйсемшӗн сасӑ пухса документсене Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссине тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне Николай Степанов («Пенсионерсен социаллӑ тӗрӗслӗхӗшӗн партийӗ»), Александр Андреев (Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ) тата Константин Степанов (либерал-демократсен партийӗ) кирлӗ чухлӗ сасӑ пухайнӑ.
Ҫапла вара суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑнас тенӗ мӗнпур кандидат тенӗ пекех кирлӗ чухлӗ сасӑ пухайман. Юрий Шакеев сасӑ пухма хӑтланнӑ, анчах документсене Тӗп суйлав комиссине тӑратман. Ыттисем муниципалитет «али» витӗр тухма тӑрӑшман та. Николай Коклейкин темиҫе ял тӑрӑхне ҫитнине ӗнентернӗ-ха. Андрей Ильдеменов та ҫине тӑман курӑнать. Юрий Сидоров хӑйӗн заявленине каялла илнӗ. Роман Васильев, Максим Чепель тата Петр Петрянкин сасӑ пухма та тӑрӑшман теҫҫӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнче Элтепер суйлавне хутшӑнас ӗмӗтлӗ икӗ кандидата регистрациленӗ.
Ҫынсем тата депутатсем хӑйшӗн алӑ пуснисене, суйлава хутшӑнма кирлӗ ытти документа чи малтан Олег Николаев илсе пынӑ. Вӑл — Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ. Уншӑн Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем ҫеҫ мар, районсенчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем те, ахаль ҫынсем те алӑ пуснӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ та сасӑ паракансем йышлӑ пулнӑ. Олег Николаев пурне те тав тунӑ.
«Раҫҫей патриочӗсем» партин кандидачӗ Сергей Матвеев та паян кирлӗ документсене Тӗп суйлав комиссине илсе ҫитернӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗн суйлавне хутшӑнакан тӑххӑрмӗш кандидатран документсем йышӑннӑ. Вӑл – право хӳтӗлевҫи тата журналист Юрий Сидоров.
Палӑртмалла: Юрий Сидоров суйлав кампанине пӗрре мар хутшӑннӑ. Вӑл суйлавра ҫӗнтерессе шанмасть, унта экспериментшӑн хутшӑнать: суйлав ултавлӑ иртмест-и?
Аса илтерер: Элтепер суйлавне хутшӑнма хальлӗхе 9 кандидат документсем тӑратнӑ. Вӗсем Олег Николаев, Юрий Шакеев, Сергей Матвеев, Николай Степанов, Николай Коклейкин, Андрей Ильмендеров, Александр Андреев, Константин Степанов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |