Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: суйлав

Ҫӗмӗрлери ҫамрӑксен суйлав комиссийӗ «Эпӗ суйлава ӳкеретӗп» конкурса пӗтӗмлетрӗ.

Ку ӗҫ чӳк уйӑхӗ тӑршшипех тӑсӑлчӗ. Пӗтӗмпе 42 ача ӗҫне хак пама тивнӗ. Вӗсен хушшинче чи йышлӑ ӗҫсем 3-мӗш тата 8-мӗш шкулсенчен пулни палӑрчӗ. Ҫамрӑк ӳнерҫӗсем хушшинче 1-мӗш вырӑна Андреева Юлия ӗҫӗ тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Таратина Тамара тата Филлипова Ирина тапӑҫса илнӗ. Виҫҫӗмӗшне вара Моисеева Юлия ҫирӗп вырнаҫса ларнӑ. Пур ҫӗнтерӳҫи те хулари 8-мӗш гимназинче вӗренеҫҫӗ. Пӗри вара, Таратина Тамара, 3-мӗш шкула ҫӳрет. Комиссии пайташӗсем 3-мӗш шкулта вӗренекен Селянкина Анастасияна та пысак хак пачӗҫ.

 

Чӑваш Республикинчи тӗп суйлав комиссийӗ малтанлӑха тунӑ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне пурӗ 61,58% хутшӑннӑ. 22 суйлав комиссийӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн суйлавҫӑсем ҫапла сасӑланӑ:

• «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» уйрӑмӗ — 44,87%;

• «Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн» уйрӑмӗ — 19,65%;

• «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» политика партийӗн уйрӑмӗ — 19, 39%;

• «ЛДПР» уйрӑмӗ — 10,77%;

• «Раҫҫей патриочӗсем» парти уйрӑмӗ — 2,11%.

Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Патшалах Думин депутачӗсен суйлавне вара пӗтӗм суйлавҫӑсен йышӗнчен 61, 55% хутшӑннӑ. 28 суйлав комиссийӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫакӑн пек кӑтартусем туни паллӑ пулнӑ:

• «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — 43,42%;

• «Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗ» — 20,90%;

• «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» — 18, 79%;

• «ЛДПР» — 10,67%;

• «Яблоко» — 1,60%;

• «Раҫҫей патриочӗсем» — 1,32%;

• «Правое дело» — 0,36%.

 

Н.В. Фёдоров — хальхи президент
Н.В. Фёдоров — хальхи президент

Кун пирки «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» сайчӗнчи пресс-релизран пӗлме пулать. Патшалӑх Думин председателӗ Борис Грызлов пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Ен президенчӗн пуканӗ ҫине ларма виҫӗ ҫынна тӑратнӑ:

* Суслонова Нина Владимировна, Чӑваш Республикин министрсен кабинечӗн председателӗ. 1960 ҫулта Иркутск облаҫӗнче ҫуралнӑ;

* Тихонов Руслан Кронидович, Атӑлҫи федераллӑ округри Раҫҫей Федераци президенчӗн Чӑваш Республикӑри тулли праваллӑ представитель аппарачӗн тӗп федераллӑ инспекторӗ. 1955 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗнче Канашра ҫуралнӑ;

* Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ, Министрсен кабинечӗн председатель ҫумӗ. Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Турхан ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ.

Николай Фёдоров хӑйне ҫак списока кӗртме ыйтман.

 

Виҫҫӗшне танлаштарсан Нина Суслонова ларас шанчӑк пысӑкрах.

Малалла...

 

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутачӗсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Вӑл пухура пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Валерий Андреев ҫырнӑ заявленине пӑхса тухса унпа килӗшнӗ. Ҫапла май Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗн вырӑнӗ пушанса юлнӑ. Валерий Андреев ку вырӑна хӑй ирӗкӗпех пӑрахса кайнӑ.

Депутатсем хула пуҫлӑхӗн вырӑнне йышӑнмалли конкурса ҫирӗплетнӗ, комиссине кӗрекен ҫнсене суйланӑ. Конкурса иртериччен вара хула пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑха Вениамин Артемьев туса пырӗ. Вӑл малтан хула пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑваш Ен ТСК ертӳҫи Людмила Линик пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнерхи суйлавра икӗ хулана пӗрлештерес ыйтӑва татса пама май тупӑнман. Шупашкар ҫыннисем ытларах хуласене пӗрлештерессишӗн сасӑланӑ пулсан (63% ку пулӑма ырланӑ), Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем вара — хирӗҫ (38% ҫеҫ хуласене пӗрлештерме килӗшнӗ).

Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче иртнӗ референдум та ӑнӑҫлӑ иртмен: ял тӑрӑхӗн ҫыннисем ытларах енӗпе Питтукасси патӗнчи каяш вырӑнне хӑйсем патне куҫарма килӗшмен.

 

Пӗтӗмӗшле Шупашкарта суйлава суйлавҫӑсенчен 63,8%, Ҫӗнӗ Шупашкарта 62,91% сасӑланӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Паллӑ ӗнтӗ, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Раҫҫейре президент суйлавӗ иртет. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче вӑл кун икӗ хулана пӗрлештермелли ыйтӑва татса парӗҫ — референдум иртӗ. Ҫапах та, икӗ хулана пӗрлештерес умӗн хула пуҫлӑхӗсен умӗнче тепӗр ыйту тӑрать — Питтукасси патӗнчи каяш вырӑнне урӑх ҫӗре куҫарасси. Ку каяш вырӑнӗ 1984 ҫултах тулса ҫитнӗ ӗнтӗ, анчах та Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫывӑхӗнче урӑх вырӑн тупма йывӑр пулнӑран (халӑх йышлӑхӗ пысӑк, тата пушӑ вырӑнсем ҫук) ӑна куҫарас ыйтӑва халӗ те татса паман.

Каяш вырӑнӗн ыйтӑвне пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче татса парасшӑн. Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче ку кун референдум иртӗ, ял тӑрӑхӗн ҫыннисен Тури Макаҫ ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗнӗ каяш вырӑнне тума килӗшнипе килӗшменни пирки хуравламалла пулӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Чӑваш Енре Шупашкара тата унран 20 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерес ӗҫе пуҫарӑннӑ. Ку ыйтӑва 30 ҫул каяллах лартнӑ пулин те ӑна кӑҫалхи раштавӑн 14-мӗшӗнче кӑна сӳтсе явма килӗшнӗ.

Ыйтӑва сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн 2008 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшне палӑртса хунӑ РФ президенчӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче референдумсем иртӗҫ. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем ку ӗҫе ырлаҫҫӗ пулсан Чӑваш Енре 580 пинлӗ ҫӗнӗ хула йӗркеленӗ.

Халӗ Шупашкарта 460 пин, Ҫӗнӗ Шупашкарта 120 пин патнелле ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисенчен нумайӑшӗ Шупашкара ӗҫе ҫӳрени паллӑ ӗтнӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Ӗнер, раштавӑн 2-мӗшӗнче, пурте пӗлетпӗр, ӗнтӗ, суйлав иртрӗ.

Малтанлӑхи пӗтӗмленӳ (98% тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн) тӑрӑх Чӑваш Ен ҫапла суйланӑ: ытларах пайӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейшӗн» сасӑланӑ (62,28%), РФКП-шӑн — 12,64%, «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫейшӗн» — 10,32%, РЛДП-шӑн — 8,47%. Ытти партисемшӗн 2% каярах сасӑланӑ. Сасӑлама пурӗ халӑхӑн 70,6% пынӑ. Тӗп суйлав комиссийӗ ку малтанхинчен ытларах пулнине ҫирӗплетнӗ.

 

Пӗтӗм Раҫҫейӗпе пӑхсан вара ҫапла сасӑланӑ:

* «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — 64,1%;

* РФКП — 11,6%;

* РЛДП — 8,2%;

* «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» — 7,8%;

Суйлава пурӗ сйлама пултаракан 63% халӑх хутшӑннӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи